Контент патне куҫ

Брянск облаçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Брянск облаçĕ
Брянская область  

Брянск облаҫӗн ялавӗ Брянск облаҫӗн гербӗ
Тĕп хули Брянск
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

62

34 857 км²

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

41

1 152 505[1] çын патнелле (2023)
33,06 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Вăта федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Вăта экономика районĕ
Регион номерĕ 32
Патшалăх чĕлхисем Вырăс чĕлхи
Губернатор Богомаз Александр Васильевич
Брянск облаç думин председателĕ Суббот Валентин Владимирович
Гимн Брянск облаçĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ MSK, UTC+3

Брянск облаçĕ (выр. Брянская область) — Раççей Федерацийĕн субъечĕ, Вăта федераци тăрăхĕнче кĕрет. Мускавран кăнтăр-анăçран вырнаçнă. Облаç центрĕБрянск.

Брянск облаçĕ çурçĕрте Смоленскпе, çурçĕр-тухăçра — Калугапа, тухăçра — Орĕлпа, кăнтăр-тухăçра — Курск облаçĕсемпе чикĕленет те Украинăн кăнтăрта — Сумыпа Чернигов облаçĕсемпе те Беларуçăн анăçра — Могилёвпа Гомель облаçĕсемпе те юнашар.

Ленин орденĕпе те чысланă (1967).

Брянск облаçĕ Тухăç-Европа тӳремлĕхĕн анăç пайĕнче вырнаçнă, та Деснапа Ока юханшывĕсем бассейнĕсен хушшинчи тарать.

Чи аякри географи вырăнĕсем: çурçĕр 54°02′ ç. ш., кăнтăр 51°50′35″ ç. ш., анăç 31°14′30″ т. д., тухăç 35°19′42″ т. д.

Полесье Гордеевка районĕнче

Климат вăта континенталлă. Вар температура кăрлач уйăхĕнче −7…−9 °C, вар температура утă уйăхĕнче +18...+20 °C.

Облаçăн пысăк пайĕ ку вăрмансем (1/4 вăтăралла). Вăрмансем питĕ тĕрлĕ: лăсă, хутăш та сарлака çулçăллă вăрманĕсем.

Усăллă çĕр айĕнчесем: пессук, тăм, пурă, мергель, фосфоритсем тата ытти тунишĕн материалсем.

Экологи проблемисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1986 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чернобыль инкекĕ пула Брянск облаçĕн пайĕ вараланчăк нумай пурăннă радионуклидсемпе[2]. 1999 çулта ытларах 5 кюри/çм2 территори çине 226 пин çын пурăннă (ку облаçăн 16 % халăхĕ).

2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен отчуждени зони пăрахăç кăларнă[3].

Раççейĕн Почта марки, 2010 çул

Брянск облаçĕн территорийĕ çине чи авалхи палеолитри тăрăвĕсем Хотылёво 1, Коршево I, Коршево II, Бетово (вар палеолит[4]), Хотылёво 2 те Хотылёво 6 (вĕсем Граветт культурине кĕреççĕ (25 пин ç. к.). Судость юханшывĕн сылтăм çырăнĕнче, Елисеевичи ялĕ юнашар çулти палеолит тапхăрĕн тăрăвĕ те пур — Елисеевичи II (23 — 21 пин çул каялла)[5].

Брянск енĕн территорийĕнче авалтанпа славян ăрăвĕсем пурăннă. IX—XI ĕмĕрсенче Десна çырăнĕсенче северянсем (Кветунь ялĕ) пурăннă, Ока — Десна çырăнĕсенче — вятичсем, Ипутьпа Беседь бассейнĕнче — радимичсем. XII—XIII ĕмĕрсенче Брянск çĕрĕ малтанпа Чернигов, унтанпа Новгород-Северский кнеçлĕхĕсен тытăмĕнче пулнă. Вщиж (Щиж) XI ĕмĕртен Чернигов кнеçлĕхĕн удел центрĕ пекех пулнă. Монгол-тутарсен Чернигова çапăçни хыççăн 1246 çулта кнеç Брянскра кайнă та Брянск кнеçлĕхĕ йĕркеленĕ. 1356 çултан Брянск çĕрĕсем Аслă Литва кнеçлĕхĕн влаçĕ пулин ирĕкĕнче пулнă, унтан Речь Посполитара. XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче (1503 çулхи килĕшӳпе) çĕр Мускав патшалăхне кĕнĕ те унăн Литва, Польша, Крым ханлăхĕ хирĕç кирешӳшĕн те кăнтăр-анăç форпост пекех пулнă.

Деулино килĕшĕвĕпе 1618 çулта хальхи Брянск облаçĕн кăнтăр та анăç çĕрсем Речь Посполитăна кĕнĕ.

Аслă Литва кнеçлĕхне çĕнтерӳ хыççăн ку çĕрсем Раççейне кĕнĕ. 1654 вырăнти çĕрсем полксенче те сотнясенче пайланă. 1781 çултан уессенче те енпуçсенче. 1802 çулта Стародубщина Чернигов кĕпĕрнине кĕнĕ. Çак çĕрсенче Мглин, Новое Место, Стародуб, Сураж уесĕсем йĕркеленĕ.

1709 çултан Брянск енĕн аслăраççей пайĕ Киев кĕпĕнине кĕнĕ, Севск провинцийĕ пекех. 1727 çулта Севск провинцийĕ çĕнетсе йĕркеленĕ Белгород кĕпĕрнине кĕнĕ. 1779 çулта Орёл енпуç енĕ йĕркеленĕ те ĕлĕкхи Севск çĕрĕсем унта кĕнĕ.

XVIII—XIX ĕмĕрсенче кунта экономика аталанăвĕ пуçланă. XVIII ĕмĕрте кунта савутсем тунă. Каялла XVIII ĕмĕр тăхри гетман Кирилл Разумовский, промышленоç тăвакан И. А. Мальцов ен аталанăвĕшĕн кунта нумай турĕç. Граждан вăрçи 1917 - 1922 çулсенче кĕпĕрне хуласем Орёл та Чернигов активлă çар пулăмĕсенче хутшăннă, çаванпа 1920 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Брянск кĕпĕрни йĕркеленĕ, анчах та 1929 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчепăрахăç кăларнă тата Анăç облаç шутне кĕнĕ.

1937 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче РСФСР ЦИК Анăç облаçа пăрахăç кăларнă тата унăн территорийĕнче Смоленск те Орёл облаçĕсем йĕркеленĕ. Хальхи Брянск облаçĕн территорийĕ Орёл облаçĕ шутне кĕнĕ.

1941 çулта çурла — юпа уйăхĕсенче вырăнти çĕрсене герман çарĕсем оккупациленĕ. Пĕрремĕш оккупаци кунĕсенчен кунта партизан юхăмĕ йĕркеленет, Брянскçум вăрмансенче 60 пин патнелле партизан пулнă. Кунта С. А. Ковпакăн, А. Ф. Федоровăн, А. Н. Сабуровăн партизан отрячĕсем йĕркеленет. 1943 çулта çурла — авăн уйăхĕсенче çĕр ирĕкленĕ. Вăрçă вăхăчĕнче çĕре хытă мăкăлтанă.

1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Брянск облаçĕ ССРП Мăн Канашĕн Президиумĕн указĕпе йĕркеленĕ[6] Орёл облаçĕн хулисенчен, районĕсенчен, кивĕ Брянск кĕпĕрнин чиккисенче патнелле. Облаç тытăмĕнче Брянск, Бежица та Клинцы хулисем кĕнĕ. Татах та Брасово, Брянск, Выгоничи, Гордеевка, Дубровка, Дятьково, Жирятино, Жуковка, Злынка, Карачев, Клетня, Климово, Клинцы, Комаричи, Красная Гора, Мглин, Навля, Новозыбков, Погар, Понуровка, Почеп, Рогнедино, Севск, Стародуб, Суземка, Сураж, Трубчевск те Унеча районĕсем.

Халăх йышĕ Росстат даннăйсемпе — 1 152 505[1] çын (2023). Халăх йышлăхĕ — 33,06 çын/км2 (2023). Хула халăхĕ — 70,25 % (2022)[7].

Халăш йышĕн улăштарни

Халăх та хула халăхĕ (унăн %) Пĕтĕм Пĕрлешӳ те Пĕтĕм Раççей çырăвĕсемпе[8][9][10]:


Халăх наци йышĕ
Çырăвăн çулĕ 1989[11] 2002[12] 2010[13]
Çынсем, вĕсен халăх çырнă 1470115 (100 %) 1377090 (100 %) 1251392 (100 %)
Вырăссем 1410960 (96,0 %) 1328448 (96,5 %) 1210136 (96,7 %)
Украинсем 27122 (1,8 %) 20214 (1,5 %) 13769 (1,1 %)
Белоруссем 11299 (0,8 %) 7733 (0,6 %) 5510 (0,4 %)
Эрменсем 825 (0,1 %) 3618 (0,3 %) 4592 (0,4 %)
Чикансем 2925 (0,2 %) 3572 (0,3 %) 3839 (0,3 %)
Еврейсем 6731 (0,5 %) 2339 (0,2 %) 1407 (0,1 %)
Ыттисем 10253 (0,7 %) 13505 (1,0 %) 12139 (1,0 %)

Пĕтĕм Раççей 2020 çулхи халăх çырăвĕпе[14]:

Халăх Йыш, çын %
Вырăссем 1 012 542 86,60 %
Украинсем 5188 0,44 %
Эрменсем 3500 0,30 %
Чикансем 2893 0,25 %
Белоруссем 2106 0,18 %
Азербайджансем 1597 0,14 %
Таджиксем 1492 0,13 %
Ыттисем[15] 139 843 11,96 %
Пĕтĕмпе 1 169 161 100,00 %

Брянск облаçĕнче прихочĕсен йышĕ (2003)[16]:

Пĕтĕмпе — 212

Администрациллĕ-территориллĕ тытăм

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Брянск облаçĕн уставĕпе те «Об административно-территориальном устройстве Брянской области» саккунĕпе РФ субъекчĕнче малалла администрациллĕ-территориллĕ виçĕсем кĕреççĕ[17][18]:

Муниципаллĕ тытăмпа Брянск облаçĕнче 252 муниципаллă йĕркеленӳ пур:

Брянск облаçĕн администрациллĕ пайланăвĕ

Брянск облаçĕн пайĕ Украинапа Белоруç чикĕленет те чикĕ зонинче кĕнĕ, унта ятарлă чикĕ режимĕ пур[19].

Пурăнан вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕтĕмпе Брянск облаçĕнче 2643 пурăнан вырăн пур (336 пурăнан вырăн халăхсăр (унта никам та пурăнать))[20][21].

Пурăнан вырăнсем халăх йышĕпе ытла 5000 çын
Брянск драмтеатрĕ
Клинцыри собор
Новозыбков соборĕ
Брянск 375 669
Клинцы 63 059
Новозыбков 38 680
Дятьково 25 255
Унеча 24 274
Стародуб 17 687
Жуковка 17 628
Карачев 17 449
Сельцо 15 906
Навля 15 536
Почеп 14 991
Климово 13 554
Трубчевск 13 287
Фокино 12 538
Клетня 11 947
Сураж 11 176
Погар 9484
Супонево 9450
Путёвка 898
Суземка 8672
Локоть 8469
Белые Берега 7412
Комаричи 7325
Мглин 6919
Дубровка 6793
Севск 6732
Белая Берёзка 5886
Большое Полпино 5859
Ивот 5844
Красная Гора 5504
Злынка 5270
Займище 5026

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 [https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Bul_MO_2023.xlsx Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.)
  2. ^ «ГЕОИНФОРМАЦИОННАЯ СИСТЕМА РАДИОАКТИВНО ЗАГРЯЗНЕННОЙ ТЕРРИТОРИИ БРЯНСКОЙ ОБЛАСТИ». çăлкуçран архивланă 10 Раштав уйӑхӗн 2004. — www.dataplus.ru
  3. ^ В РФ с 2024 года исключат зону отчуждения после аварии на Чернобыльской АЭС (выр.) (2023-04-01).
  4. ^ Стратифицированные среднепалеолитические памятники Восточно-Европейской равнины.
  5. ^ Стоянка Елисеевичи II. Общая характеристика.
  6. ^ Из истории прокуратуры Брянской области.
  7. ^ Численность населения по полу по субъектам Российской Федерации на 1 января 2022 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.) 2023 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ Переписи населения Российской империи, СССР, 15 новых независимых государств.
  9. ^ Тома официальной публикации итогов Всероссийской переписи населения 2010 года.
  10. ^ Таблица 5. Численность населения России, федеральных округов, субъектов Российской Федерации, городских округов, муниципальных районов, муниципальных округов, городских и сельских поселений, городских населенных пунктов, сельских населенных пунктов с населением 3000 человек и более (выр.) (XLSX). Тĕрĕсленĕ 1 Авӑн уйӑхӗн 2022.
  11. ^ Всесоюзная перепись населения 1989 года.
  12. ^ Всероссийская перепись населения 2002 года.
  13. ^ Информационные материалы об окончательных итогах Всероссийской переписи населения 2010 года.
  14. ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года. Том 5. Национальный состав и владение языками. Таблица 1. Национальный состав населения по муниципальным образованиям
  15. ^ Абхазсем (29), Аварсем (107), Агулсем (12), Адыгейсем (9), Алтайсем (1), Американсем (3), Арапсем (34), Ассирийсем (15), Афгансем (11), Балкарсем (5), Пушкăртсем (138), Пăлхарсем (59), Британсем (1), Бурятсем (20), Хункăрсем (3), Вьетнамсем (4), Гагаузсем (74), Грексем (39), Грузинсем (330), Даргинсем (116), Еврейсем (541), Езидсем (43), Ингушсем (31), Индийсем (1), Испансем (2), Итальянсем (3), Ительменсем (1), Кабардасем (52), Казахсем (204), Калмăксем (19), Каракалпаксем (2), Карачайсем (9), Карелсем (18), Кăркăссем (229), Китайсем (5), Комисем (20), Коми-пермяксем (5), Корейсем (58), Коряксем (2), Крым тутарĕсем (6), Кумыксем (104), Курдсем (36), Лаксем (26), Латышсем (21), Лезгинсем (113), Литвасем (33), Марисем (44), Молдавансем (821), Мордвасем (64), Нимĕçсем (195), Ненецсем (34), Нухайсем (5), Осетинсем (72), Пакистансем (1), Памирсем (4), Перссем (4), Поляксем (66), Румынсем (5), Русинсем (2), Рутульсем (5), Селькупсем (2), Сербсем (6), Словенсем (1), Табасарансем (54), Талышсем (3), Тутарсем (558), Çĕпĕр турарĕсем (32), Тывасем (45), Турккăсем (15), Турккăсем-месхетинсем (1), Туркменсем (129), Удмуртсем (67), Узбексем (732), Уйгурсем (2), Французсем (6), Хакассем (5), Хантăсем (2), Цахурсем (5), Черкессем (4), Чехсем (3), Чеченсем (145), Чăвашсем (122), Чукчасем (1), Шорсем (1), Эвенксем (1), Эвенсем (3), Эскимоссем (1), Эстонсем (14), Сахасем (15), Японсем (4), Ытти халăхсем (12 679), Халăхсăрлă (8315), Халăха çырмарĕ (112 986)
  16. ^ Брянская Область.
  17. ^ Закон «Об административно-территориальном устройстве Брянской области».
  18. ^ Устав Брянской области.
  19. ^ Приказ Федеральной службы безопасности Российской Федерации от 29.12.2016 № 803 ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации.
  20. ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.) 2024 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  21. ^ Таблица 5. Численность населения России, федеральных округов, субъектов Российской Федерации, городских округов, муниципальных районов, муниципальных округов, городских и сельских поселений, городских населенных пунктов, сельских населенных пунктов с населением 3000 человек и более