Аксу районĕ
Аксу районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Тутарстан | ||
Администраци центрĕ | Аксу хеп | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1930 çурла, 30 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Гилманов Камиль Камалович | ||
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Горбунов Анатолий Федорович | ||
Официаллă чĕлхе | тутар, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
29 371 (0,78 %) | ||
Йышлăх | 20,4 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 44,0%, тутарсем - 38,5%, вырăссем - 16,8% [2] | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльман-суннитсем, православи христианĕсем | ||
Лаптăк | 1440,1 çм² | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
http://chuprale.com Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Аксу районĕ, — Тутарстан Республикине кĕрекен (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Районăн администрацийĕ Аксу паççулкинче вырнаçнă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Района 1965 çулта туса хунă. Лаптăкĕ 1436,2 км2 танлашать. Районпа юнашар Çĕнĕ Шешмин, Нурлат, Чистай, Алексеевски тата Çарăмсан районĕсем вырнаçнă.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта пурĕ 33,3 пин çын пурăнать. Халăхсене илсен кунта чăвашсем (44,3%), вырăссем (16,6%), тутарсем (38,5%) тата ыттисем пурăнаççĕ.
Ял тăрăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче тĕп районсенчен пĕри шутланнă, кунта халăх питĕ йышлăн пурăннă. Аксу патĕнчен аякрах мар, 30 çухрăмпа Пӳлĕр хули вырнаçнă пулнă. Археологсем ку вăхăтĕнчи нумай палăка районта шыраса тупнă: 11 хулаш, 67 авалхи ял вырăнĕ, 1 çăва, 5 вилĕ юпи, 1 клад. Ку вăхăтра çынсем ял хуçалăх ертсе пынă, тата кĕтӳ тытнă.
Ылтăн Урта тапхăрĕнче хăйсен аталанăвне хăш-пĕр хулашсем çеç ӳстерме пултарнă. Монголсем тапăнса килнĕ хыççăн çăлăнса юлнă халăх çурçĕрелле е ытти çĕрсене куçса кайнă. Хăрушсăрлăх енĕпе кунта ку вăхăтра япăх пулмнипе халăх шучĕ нумаях пулман. Кунти çĕрсен пахалăхĕ Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнчен паллă пулнă пулин те çынсем кунта куçса килме хăрана.
Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн Раççей патшалăхĕ ку çĕрсен хăрушсăрлахне пысăклатмашкăн нумай ĕç туса иртернĕ. XVII ĕмĕр çурринче вара кунта халăхсем куçса киме пуçланă. Малтан тутарсемпе чăвашсем, кайран вырăссемпе мордвасем, тата ытти халăхсем. Нумайрахăшĕ кунтах юлнă.
Паллă янташсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Васильева Людмила Николаевна, чăваш сăвăçĕ.
- Шелепи Николай Иванович, чăваш сăвăçĕ, фольклор пухаканĕ.
- Меречен Петĕрĕ, чăваш сăвăçи
- Еллиев Ефрем Васильевич, çыравçă,вĕрентекен
Чăваш ялĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- пос. Акташ
- Анатри Паланнă, выр. Нижняя Баланда
- Аслă Сĕнчел
- Беловка
- Васильевка
- Енрусьел, выр. Чувашское Енорускино
- Илешни, выр. (Иляшкино
- Илтерек, выр. Старое Ильдеряково
- пос.Заря
- Кивĕ Саврăш, выр. Старые Савруши
- Кивĕ Тимушкел, выр. Старое Тимошкино
- Кивĕ Ӳсел, выр. Старое Узеево
- Кивĕ Этемшӳ, выр. Емелькино
- пос.Котловка
- Кӳшӳ, выр. Кисы
- Меречен, выр. Новое Мокшино
- Медянка
- Чĕрмелĕ, выр. Октябрь
- Пĕчĕк Аксу, выр. Малое Аксубаево
- Сĕнчел, выр. Сунчелеево
- Чăвашьел, выр. Савгачево
- Саврăш, выр. Савруши
- Саврăшпуç, выр. Урмандеево
- пос.Сергеевский
- Çĕмĕртлĕ, выр. Черемушка
- Çĕнĕ Аксу, выр. Новое Аксубаево
- Çĕнĕ Тимушкел, выр. Новое Тимошкино
- Çĕнĕ Хăяслă, выр. Новые Киязлы
- Çĕнĕ Этемшӳ, выр. Новый Чувашский Адам
- Çирĕклĕ, выр. Сидулово-Ерыклы
- Таркăн , выр. Тарханка
- Унтакшă, выр. Старый Чувашский Адам
- Фёдоровка
- Хĕрлĕ Шур, выр. Нижние Савруши
- Хырăшне, выр. Сосновка
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мадуров Е. В. Аксу тăрăхĕнчи ойконимсемпе микротопонимсем. — Шуп.: 2003.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |