Контент патне куҫ

Пӑлхар чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пулхăр чĕлхи
Патшалăхсем:
Çухалнă: XIV, чăваш чĕлхи пулса юлнă
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьи
Тĕрĕк турачĕ
Пулхăр ушкăнĕ
Çырулăх: пулхăр рунисем
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Пăлхарин паянхи чĕлхине шырасан пăлхар чĕлхи статьяна уçса пăхăр

Пулхăр чĕлхи (протопăлхар, прапăлхар, авалхи пăлхарсен чĕлхи, авалхи пăлхар) — темиçе çывăх пĕртăван Балканра, Вăтам Атăлçи тата Çурçĕр Кавказри пулхар йăхĕсен чĕлхи.

Пулхăрсен чĕлхи хальхи чăваш чĕлхипе пĕрле тĕрĕк йышĕнчи пулхăр ушкăнне кĕрет.

Малтанхи пулхăр чĕлхи, V ĕмĕрте Азов тинĕсĕн таврашĕнче сарăлнă, хăй хыççăн çыру палăкĕсене хăварман.

Танай пулхăр чĕлхи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
П. Добрев çырса кăтартнă Пăлхар рунисен 132 палли.

VII—X ĕмĕрсенче Балканра саралнă. Унăн глосĕсем юлнă, çаплах вăл хальхи Балкан чĕлхисенче, хункăр чĕлхине кĕрсе юлнă.

Атăл-пулхăр чĕлхи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

VIII ĕмĕртенпе атăл-пулхар чĕлхи Атăлта саралнă. Арап графикипе çырнă XIII—XIV ĕмĕрсенчи эпитафисене Атăлçи Пăлхар çĕрĕсенче тупнă. Çак ротацисăмлă дж-диалект пулать.

Атăл-пулхар сăмахĕ Транслитераци тĕслĕхĕ Хальхи чăваш аналогĕ Хальхи тутар аналогĕ Вырăсла пĕлтерĕшĕ
هیر хир хĕр кыз дочь, девушка
اول авл ывăл ул сын
آیح айх уйăх (ойăх) ай месяц
جال джал çул (çол, ~кăçал) ел год
تواتو، تواتة туату, туата тăват(тă) дүрт четыре
آلط، آلطی алты, алт ултă (олтă), улт (олт) алты шесть
جتی، جیات джиат, дж-ти çич, çичĕ җиде семь
سکر с-к-р сак(к)ăр сигез восемь
طحر، طحور т-хур, т-х-р тăх(х)ăр тугыз девять
وان ван вун (вон), вунă (вонă) ун десять
جیریم، جرم джирим, дж-р-м çирĕм егерме двадцать
ووطر вут-р вăтăр утыз тридцать
جور джур çĕр йөз сто

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Булгарский язык // БРЭ. Т.4. М.,2006.
  • Benzing J. Das Hunnische, Donaubolgarische und Wolgabolgarische (Sprachreste) // PhTF. T 1, 1959
  • Хакимзянов Ф. С. Язык эпитафий волжских булгар. М., 1978
  • Хакимзянов Ф. С. Булгарский язык // Языки мира. Тюркские языки. — М., 1997.
  • Мудрак О. А. Заметки о языке и культуре дунайских булгар // Orientalia et Classica VI, Аспекты компаративистики 1. М., 2005. pdf
  • Inscriptions and Alphabet of the Proto-Bulgarians, by Peter Dobrev

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]