Семёнов Валерий Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Валерий Семёнов
Çуралнă чухнехи ят: Семёнов Валерий Семёнович
Çуралнă вăхăт: 1928 çулхи утăн 26-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Шурчакасси ялĕ,Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2001 çулхи акан 1-мĕшĕ.
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Вĕренӳ: Шупашкарти ӳнер училищи
Паллă ĕçсем: “Çамрăк мăшăр”, “Хăмлана пухни”, “Çамрăк хуçайкă”, “Марфа Григорьевна çуралнă кунĕ”, “Йĕтем çинче”, “Чăваш Енĕн пĕрремĕш хĕрарăм тракторисчĕ В.П. Кузнецова”
Парнесем: Чăваш АССР К. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни
Чыславсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи

Валерий Семенович Семёнов (1928 çулхи утăн 26-мĕшĕ, Шурчакасси ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР — 2001 çулхи акан 1-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен) – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи[1].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1928 çулхи утăн 26-мĕшĕнче Чăваш АССР кĕрекен Шупашкар районĕн Шурчакасси ялĕнче çуралнă.

Шупашкарти ӳнер училищинче М.С. Спиридонов, Н.К. Сверчков тата И.Т.Григорьев ӳкерçĕсем патĕнче ăсталăхне туптанă. Нумай çул хушши Шупашкарти ӳнер училищинче пулас ӳнерçĕсене вĕрентнĕ.

Паллă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

“Çамрăк мăшăр”, “Хăмлана пухни”, “Çамрăк хуçайкă”, “Марфа Григорьевна çуралнă кунĕ”, “Йĕтем çинче”, “Чăваш Енĕн пĕрремĕш хĕрарăм тракторисчĕ В.П. Кузнецова”

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]