Татищево
|
Татищево — Раççейĕн Сарăту облаçĕн хула евĕр паççулки (1965 çултан), Татищево районĕн администрациллĕ центрĕ. Татищево муниципаллă йĕркеленĕвне кĕрет, унăн йышĕнче пĕр халăх вырăнĕ пекех[3].
Халăх йышĕ 2021 çулта — 7235[2]
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурăнан вырăн Идолга юханшывĕн çырăнĕнче (Медведица сулахай юппи) выртнă. Сарăту облаçĕн сылтăм çырăн тăрăхĕнче вырнаçнă, Сарăтуран 40 км çурçĕр-хĕвеланăçалла.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурăнан вырăн 1890 çулта никĕсленĕ. Хула евер паççулка статусĕ 1965 çулта илнĕ.
Хальхи Татищевăн пуçламăш пайĕ ку Мещановка паççулки (Советская, Красноармейская, Аткарская, Октябрьская, Первомайская урамĕсем) никĕслекен Сарăту мещенĕсен çĕрĕнче, Сарăту хула управинче XIX ĕмĕрĕн варринче никĕсленĕ. Сарăту муниципалитечĕн Идолга юханшывĕн ейĕвĕнчи çĕрне илсе, Сарăту кĕпĕрнин Елшанка çĕр обществи çывăхĕнчи 4-мĕш землемер-техникăллă районта, вĕсем "Мещановка" поселока йĕркеленĕ. Çĕрĕç ку çĕнĕ пурăнакансен тĕп ĕçĕ пулнă. Пĕрремĕш сала Идолга юханшывĕ айккипе çырăн вырнаçнă тата 60 пӳртсемпе пĕр урам пекех пулнă (халĕ вăл Советская урамĕ).
XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсенче Кисан-Урал чукун çулĕ (кĕске КУЧÇ) туни çав пула, Мещановка нумай аталаннă. (1871 çулта КУЧÇ Козлов — Сарăту пайĕ эксплуатацилесе пуçланă). Купса акционер пĕрлешĕвĕн укçирен, Эльтонпа Баскунчак кӳллисенчен хăвăрт тăвар транспортировкишĕн тата Сарăту тули валли, çак чукун çул туни пулнă.
1908-1910 çулсенче чукун çул вокзалĕ тунă, унăн çурчĕ халĕ те ĕçлеть. Марииновка станцийĕ уçнă. Çĕнĕ станцин пĕрремĕш пурăнакан çынсем чукун çул ĕçлекенсем пулнă.
1905 çулта ятне улăштарнă, мĕншĕн тесен Донецк чукун çулĕнче çаплах ячĕпе станци пулнă. Çулсен çыхăнăвĕн министрĕн приказĕпе Татищев В.Н. ятне улăштарнă. Татищев В.Н. Пётр I вăхăчĕн пĕлӳ ĕçлевçи, историкĕ, патшалăх тăвакан çынĕ пулнă. Вăл çулта 155 çул унăн вилĕмĕ хыççăн пулнă.
Мариинка (Татищево) станцийĕн аталанăвĕпе Мещановка паççулки аталанă та. Пуян Сарăту кĕпернин хура çĕрĕсенче Смоленск, Рязань, Мускав кĕпернисенчен мещенсем кайнă.
Çурла 1, 1928 çулта Сарăту тата Аткарск уесĕн тăваттă вуласĕсемпе Татищево районĕ туса хунă. Унăн йышĕнче 15 Курдюм, 8 Вязовка, 5 Коловогривовка, 2 Çара Сăрт вулăсĕнчен ял канашĕсем пулнă.
Никĕсленӳ кунĕнче районта 106,95 пин çĕр гектарĕ, 125 пурăнакан вырăн, 38 пин çын, 27 ял канашĕ, 22 колхоз, 4 арман, 5 вулавăш, 5 вулакан çурт, 10 халăхлă çурт, 6 медучасток, 3 амбулатори, 3 больница тата 42 шкул пулнă. 10 пин çын вулама пĕлмерĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăчĕре Хĕрлĕ Армире 11 пин çын кайнă. 1941 çулта çар лагерĕсенче Татищево патĕнче Андерс 2-мĕш Поляксен корпусĕн пайĕсем тунă.
Сталинград патĕнче çапăçисем хыççăн, 28-мĕш танк корпусĕ (ССРП) Татищево резервĕре тухса кайнă тата Авăн 18 - Юпа 20 кунсенче 1942 çулта 4-мĕш механизациллĕ (2-мĕш формированин) корпусна çĕнĕлесе тунă[4][5].
1943 çул варринче районта оккупациленĕ территорисенчен ытла виçĕ пин çынсем эвакуаци тунă.
1955 çулта Мещановкăра электрофикаци тунă.
Кăрлач 15, 1960 çулта ССРП Аслă Канаш Президиумĕн указĕпе тата Татищево районĕ исполкомĕн йышăнăвĕпе Мещановка ялĕ Татищево паççулки ятне улăштарнă. Мещановка ял канашĕ Татищево паççулки канашĕ ятне улăштарнă та. Татищево паççулки канашĕнче 14 пурăнакан вырăнсем (Татищевосăр) пулнă, халĕ вĕсенчен нимĕн те пур. Çак вăхăтра Татищевăра 3997 çынсем пурăнчĕç.
Утă 27, 1965 çулта Татищевăна çĕнĕ административлă статус пачĕç, — ĕç паççулки.
Халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕтĕм Раççей çырăвĕпе, 2021 çулта паççулкара 7235 çынсем пулнă[2].
- Халăх йышĕ
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял хуçалăхĕ ку чи тĕп экономика отраслĕ паççулкара. Ку выльăх тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетни. Тĕп предприятельствисем — кăйăк-кĕшĕк фабрикипе тимĕр-бетон конструкцийĕсен завочĕ.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Атăл чукун çулĕн Сарăту-Ртищево линийĕнче Татищево чукун çул станцийĕ вырнаçнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Столярская Данута Альфредовна РСФСР киноактиси тата артистки[8] ,
- Передреев Анатолий Константинович (1932—1987) вырăс çырăвçи, Татищево районĕн Çĕнĕ Сокур (паян çук) ялĕнче çурăлнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Саратовская область. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ 1, 2 тата 3 2020 çулхи Пĕтĕп Раççей çыравĕпе
- ^ Закон Саратовской области от 27 декабря 2004 года № 108-ЗСО «О муниципальных образованиях, входящих в состав Татищевского муниципального района»
- ^ Стояли насмерть. 4-й механизированный корпус в Сталинградской битве.
- ^ 4-й механизированный корпус на сайте «Танковый фронт»
- ^ 2002 çулхи Пĕтĕп Раççей çыравĕпе 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 2010 çулхи Пĕтĕп Раççей çыравĕпе 2015 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ [www.kino-teatr.ru/kino/acter/w/sov/4125/bio/ Биография Дануты Столярской] на сайте kino-teatr.ru
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Татищево, 42 том, 6 хут - Пысăк Сарăту Энциклопедийĕ
- Атлас автомобильных дорог Саратовской области. Саратов, 2000
- Татищевский муниципальный район. История и современность. Саратов, 2008
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Татищево сайчĕ
- Татищево муниципаллă районĕн официаллă сайчĕ
- Татищево муниципаллă районĕн "Ял пурнăçĕ" (выр. «Сельская жизнь») хаçачĕн сайчĕ
- Татищево Пысăк Сарăту Энциклопедийĕнче
- Станция Татищево на сайте История Рязанско-Уральской железной дороги
- terrus.ru — база данных России
- Почтовые индексы Саратовской области 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- ОКАТО 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Татищево районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Агаревка • Беседка • Бурловино • Вязовка • Гартовка • Глядковка • Губаревка • Докторовка • Елшанка • Зеленкино • Идолга • Ильиновка • Каменский • Карамышка • Карякино • Козий Лоб • Кологривовка (ял) • Кологривовка (станци) • Кологривовка вӑрманлӑхӗ • Коминтерн • Константиновка • Корсаковка • Кривопавловка • Кувыка • Куликовка • Курдюм • Курдюм • Македоновка • Мӑн Ивановка • Мӑн Каменка • Мӑн Фёдоровка • Мизино-Лапшиновка • Нееловка • Никольский • Новая Тепловка • Новополье • Новоскатовка • Октябрьский Городок • Первомайская • Петров • Полчаниновка • Поляков • Полянское • Садовый • Слепцовка • Сокур • Сторожевка • Çырла Уçланки • Тимирязевский • Труд • Федуловка • Хлебновка • Ченыкаевка • Шевыревка • Широкое • Шлыковка |
Сарăту облаçĕ | |||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Сарăту Хула тăрăхĕсем: Сарăту хули | Шиханы хули | ЗАТО Светлый | Михайловский ялӗ Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |