Çырла Уçланки (Сарăту облаçĕ)
Ял
Çырла Уçланки
Ягодная Поляна
|
Çырла Уçланки (выр. Ягодная Поляна) — Сарăту облаçĕн Татищево районĕн ялĕ, Çырла-Уçланки муниципаллă йĕркеленĕвне кĕрет.
1767 çулта Бееренфельд нимĕç колонийĕ пекех (Атăл Нимĕç АССР-н Çырла Уçланки кантонĕ) никӗсленӗ.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сарăтуран автоçулпа 67 çухрăм, Татищеворан автоçулпа 48 çухрăм выртать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăн, ăçта Çырла Уçланки ялĕ никĕсленĕ, çакăнпа ятпа мĕншĕн тесен унта тавра нумай хурăн çырли ӳсет. Иккĕмĕш Екатеринăн указĕпе, 1764 çултан пуçласа çак çĕрсенче нимĕç колонисчĕсем пурăнса каяççĕ.
1767 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче официаллă никĕсленĕ. Гессентен тата Пфальцран пĕрремĕш 80 çемье пурăнса кайнă[2]. 1871 çулччен Сарăту кĕпĕрнин Сарăту уесĕн Çырла Уçланки колонист округĕн центрĕ, çакăн хыççăн Çырла-Уçланки вулăсĕн центрĕ.
1785 çулта лютеран прихочĕ уçнă. 1857 çулта çĕр наделĕ — 7959 пилĕк, 1910 çулта — 8959 пилĕк. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ялта арман (1912 çултан), крахмал-патока савучĕ, ярмăрккасем ирттернĕ, фельдшер-акушер вырăнĕ, земство шкулĕ пулнă. 1909 çулта 198 çын Çĕпĕрĕн Степь крайне тухса кайнă[2]. 1926 çулта коопераци лавкки, пуçламăш шкулĕ, халăх çурчĕ, çурт-вулавăш, ликбез вырăнĕ, ял канашĕ пулнă. 1930 çулта ремонт мастер-çурчĕ уçнă[2]. Коллективизаци вăхăчĕнче кунта пĕрремĕш колхоз туса хунă, унтан икĕ колхоз çине пайланă — «Квелие» («Çăлкуçчăк») тата Роза Люксембург ячĕллĕ[3]. 1928—1932 çулсенче Анат-Атăл крайĕн Сарăту округĕн Çырла-Уçланки кантонĕн центрĕ.
1932—1935 çулта Атăлçи Нимĕçĕсен Автономиллĕ Социализм Совет Республикин Çырла-Уçланки кантонĕн центрĕ[4]. 1935 çулхи нарăс уйăхĕнче кантон территорийĕ Сарăту облаçне кĕнĕ, тата 1941 çулччен ял малалла районсенче кĕнĕ — Вязовка районĕ, Пасарлă Карабулак районĕ, Çĕнĕ Пурас районĕ[3].
1935 çултан Сарăту крайĕн йышĕнче (1936 çултан — Сарăту облаçĕнче).
1941 çулта нимĕç халăхĕ Казахстанта депортациленĕ. Кивĕ нимĕçсен çурчĕсенче вырăссем, белоруссем, украинсем, поляксем пурăнса кайнă. Ял халăх йышĕ питĕ пĕчĕклетнĕ[3].
Халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Халăх йышĕ[2]
1767 | 1773 | 1788 | 1798 | 1816 | 1834 | 1850 | 1854 | 1859 | 1883 | 1897 | 1905 | 1911 | 1926 | 1959[3] |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
269 | 402 | 592 | 1537 | 1596 | 2922 | 4505 | 4524 | 5520 | 6030 | 6459 | 9351 | 9095 | 6597 | 1355 |
Пурăнан вырăнта пурăнать:
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 2010 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Немцы России: населенные пункты и места поселения: энциклопедический словарь. — М.: «ЭРН», 2006. — ISBN 5-93227-002-0
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Ягодная Поляна (Бееренфельд - Beerenfeld, Баум - Baum, Старый Колонок) (выр.).
- ^ Виктор Дизендорф, Александр Шпак Административно-территориальные преобразования в Немповолжье (выр.).
- ^ Коряков Ю.Б. База данных «Этно-языковой состав населённых пунктов России».
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Коряков Ю.Б. База данных «Этно-языковой состав населённых пунктов России».
- Топонимлĕ Сарăту облаçĕн сăмахсарĕ
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Численность и размещение населения Саратовской области. Статистический сборник. 2012 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Татищево районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Агаревка • Беседка • Бурловино • Вязовка • Гартовка • Глядковка • Губаревка • Докторовка • Елшанка • Зеленкино • Идолга • Ильиновка • Каменский • Карамышка • Карякино • Козий Лоб • Кологривовка (ял) • Кологривовка (станци) • Кологривовка вӑрманлӑхӗ • Коминтерн • Константиновка • Корсаковка • Кривопавловка • Кувыка • Куликовка • Курдюм • Курдюм • Македоновка • Мӑн Ивановка • Мӑн Каменка • Мӑн Фёдоровка • Мизино-Лапшиновка • Нееловка • Никольский • Новая Тепловка • Новополье • Новоскатовка • Октябрьский Городок • Первомайская • Петров • Полчаниновка • Поляков • Полянское • Садовый • Слепцовка • Сокур • Сторожевка • Çырла Уçланки • Тимирязевский • Труд • Федуловка • Хлебновка • Ченыкаевка • Шевыревка • Широкое • Шлыковка |
Ку Раççей географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Тĕрĕслемелле, вĕçлемен статьясем
- Атăл тăрăхĕнчи нимĕç колонийĕсем
- Татищево районĕ
- Татищево районĕнчи пурăнан вырăнсем
- Сарăту облаçĕнчи пурăнан вырăнсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer