Контент патне куҫ

Хĕллехи XX-мĕш олимп вăййисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хĕллехи XX-мĕш олимп вăййисем Италире вырнаçнă Турин хулинче иртеççĕ. Вăйăсене 2006 çулхи нарăсăн 10 уçăлаççĕ. 2006 çулхи нарăсăн 26 вĕсене хупаççĕ. Италире малтан та хĕллехи олимп вăййисене иртернĕ пулнă. Ку вăл 1956 çулхи Кортине д’Ампеццо хулара иртернĕ вăйăсем пулнă.

Турин хулине ПТОК комитечĕ Сеул хулинче иртернĕ 109-мĕш сессийĕнче суйласа илнĕ. Çак вырăна йышăнас тесе çаплах Сьон (Швейцари), Закопане (Польша), Попрад-Татри (Словаки), Хельсинки (Финлянди), Лиллехаммер (Норвеги) тата Клагенфурт (Австри) хулисем те кĕрмешнĕ. Сасăлавăн вĕçĕнче çак хисепе Турин çĕнтерсе илнĕ. Уншăн 53 сасă панă пулнă, Сьон хулишĕн вара 36 сасă кăна.

Вăйăсенче хутшăнма 84 çĕршывран 2663 спортсмен ((1627 арçын, 1006 хĕрарăм)) килнĕ. Вĕсем пурĕ 84 медаль комплекчĕсен ăмăртса кĕрĕшнĕ.

Ăмăртусен кун йĕркисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кун 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24 25 26
Хисепленисем
Биатлон
Бобслей
Туçи йĕлтĕр спорчĕ
Кёрлинг
Конькипе чупасси
Йĕлтĕрпе чупасси
Йĕлтĕрлĕ икĕ кĕрешӳлĕх
Трамплинран сикесси
Çунашка спорчĕ
Скелетон
Сноубординг
Эрешлĕ ярăнасси
Фристайл
Хоккей
Шорт-трек
Кун 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24 25 26


Хутшăнакан патшалăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ушкăнсенчи спорсменсен шучĕ
Симĕç: 1-9 спортсмен
Сенкер: 10-49 спортсмен
Оранжевăй: 50-99 спортсмен
Хĕрлĕ: 100 спортсменран ытла
Австрали Австри Азербайджан Албани Андорра
Армени Аргентина Бельги Белорусси Бермуд
Болгари Боливи Босни тата Герцеговина Бразили Бруней
Бутан Аслă Британи Венгри Гана Германи
Греци Грузи Дани Иран Ирланди
Исланди Испани Итали Казахстан Канада
Китай Тайвань Кипр КНДР * Колумби
Куба Латви Ливан Литва Лихтенштейн
Люксембург Македони Мексика Молдави Монако
Монголи Нигери Нидерланд Çĕнĕ Зеланди Норвеги
Перу Польша Португали Раççей Румыни
Сан-Марино Серби тата Черногори Сингапур Словакия Словени
АПШ Таджикистан Туркменистан Турци Узбекистан
Украина Уругвай Филиппин Финлянди Франци
Хорвати Чехи Чили Швейцари Швеци
Эстони АКР Кăнтăр Корея * Япони

(*) Çурçĕр Корейп Кăнтăр Корей спортсменĕсем пĕрлешнĕ ушкăнпа, пĕр ялавпа вăйĕсене хутшăнаççĕ.