Контент патне куҫ

Хаттсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хаттсем (ним. Chatten [xatən], лат. Chatti) — Лан (Рейн юппи), Эдр (Фульда юппи) тата Верра юханшывсен хĕрринче пурăннă герман йăхĕ. Паян ку çĕрсем Анатпа Тури Гессена (Германи) кĕреççĕ. Тĕп çĕрĕ Фритцлар-Ваберн тӳремĕ пулнă, çавăн пекех Кассель хула тăрăхĕнче пурăннă. Хăш-пĕрисем Рейн патĕнчи çĕрсенче пурăннă, çавна май римлянсемпе тăтăшах хирĕскелесе илнĕ.

9-мĕш çулта хаттсем Арминий пуçарса янипе римлянсене хирĕç кĕрешнĕ. Малаллахи çулсенче херусксемпе пĕрле римлянсемпе хирĕç çапăçнă. 15-мĕш çулта римлянсен Германик çарпуçĕ хаттсен Маттий ятлă тĕп вырăнне аркатнă.

58 çул тĕлнелле вĕсен тухăçри кӳршĕсемпе çапăçма тивнĕ. Хаттсем те, гермундурсем те Верра юханшывĕ хĕрринчи çырана хăй аллинче тытса тарасшăн пулнă — вăл çулпа тăвар кӳрсе килнĕ.

69 çулта хаттсем батавсен пăлхавне хутшăннă.

162 çулта хаттсем Тури Германипе Рэтсине çитнĕ, 170 çулта вара — Бельги çĕрĕсем çине.

Хаттсем шутне кĕрекен тата тăванла йăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Pohl, Walter: Die Germanen — München: Oldenbourg, 2000 (Enzyklopädie deutscher Geschichte)
  • Krause, Arnulf: Die Geschichte der Germanen — Frankfurt/Main: Campus, 2002
  • Wolters, Reinhard: Die Römer in Germanien — München: C.H.Beck, 2000