Контент патне куҫ

Герулсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Герулсем (лат. Heruli), — герман йăхĕ.

III-V ĕмĕрсем хушшинче вĕсем Хура тинĕсĕн çурçĕр енче, Танай юханшывăн вăтам юхăмĕнче, Рейнăн анат юхăмĕнче пурăннă.

IV ĕмĕртен пуçласа вĕсене Авалхи Рим хăйĕн çарĕнче усă курнă. Герулсен уйрăм ушкăнĕсем хушшинчи хутшăнăвĕсем ытла паллă мар. Тĕрлĕ çăлкуçсене пăхса тухнă хыççăн вĕсем Галлин, Испанин, Балкан çурутравĕн тата Хура тинĕс хĕрринчи çĕрсене çаратма çӳрени паллă. Танайăн вăтам юхăмĕнче пурăнакан герулсен пĕр ушкăнĕ 470 çул патнелле Паннонинче хăйсен патшалăхне йĕркелени паллă. 510 çулта вăл патшалăха лангобардсем çĕнтерсе илнĕ.