Контент патне куҫ

Гётсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Швеци IX ĕмĕрте.      Свейсем      Гётсем      Гутсем (готландсем)

Гётсем (гётсем, гаутсем; шв. götar, göter götar, авал сканд. gautar) — пирĕн эрăчченхи II ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăн пĕрремĕш пинçуллăх вĕçĕпе иккĕмĕшĕн пуçламăшĕ таран Скандинавин кăнтăр пайĕнче, Венернпа Веттерн кӳлĕсем патĕнче пурăннă герман йăхĕ. Свейсемпе пĕрле вĕсем хальхи шведсен мăн аслашшĕсем (ламтайĕсем) пулаççĕ. Швецин кăнтăр пайне халĕ те Гёталанд (Гётсен çĕрĕ) теççĕ.

Гётсем готсемпе хăш енчен тăван пулни халĕ те паллă мар. Скандинави халапĕсенче çавăн пекех гаутсене асăнаççĕ — вĕсемпе хăш епĕпе тăван пулни те паллă мар.

Гётсемпе свейсем патшана пĕрле суйланă пулин те, свейсем ялан çӳлте пулнă. Västgötalagen-ра (XIII ĕмĕр патнелле) çаплах çырса хунă:

Патшана суйлама тата ăна астулран кăларма свейсем кăна пултараççĕ.

Тĕслĕхрен, 1125 çулта гётсем Вăйлă Магнуса патшана лартасшăн пулнă, анчах та ку свейсене килĕшмен. Çапла вара 1130 çулта лешĕн тăван çĕрне пăрахса кайма тивнĕ.

Свейсемпе гётсем Вăтам ĕмĕрсем тăршшипех уйрăлса тăнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Всемирная история. Энциклопедия. Том 3. Государственное издательство политической литературы. Мускав, 1957 ç. Глава XI.