Квадсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Квадсем Вăта Тăнай çинче

Квадсем (лат. Quadi) — свев ушкăнне кĕрекен анăçри герман йăхĕ.

Пирĕн эрăчченхи I ĕмерте Майн хĕрринче пурăннă. Пирĕн эра пуçламăшĕпе VI ĕмĕр таран Танайăн вăтам юхăмĕнче çурçĕр енче пурăннă. Çавăн пекех вĕсем Эльбăпа Одер шывĕсен тури юхăмĕсенче тĕл пулнă. Хальхилле каласан — вĕсем Австри, Морави, Анăç Словаки тата Çурçĕр Венгри çĕрĕсене йышăннă.

Квадсем маркомансемпе туслă пулнă, Марибод патшалăхне кĕнĕ. 166-180 çулсенче Маркоман вăрçине хутшăннă, Римпа çапăçнă. Вăрçă вĕсемшĕн ăнăçлă иртмен — Рима парăнмалла пулса тухнă.

V ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсем вандалсемпе пĕрле Испанине куçса Пиреней çурутравĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче хăйсен патшалăхне йĕркеленĕ. 585 çулта патшалăха вестготсем çĕнтерсе илнĕ.