Контент патне куҫ

Хумара

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хумара - авалхи чăваш хули.

Балкар тĕпчевçи И. М. Мизиев Хумара хули Хасар хаканлăх шутĕнче, Кубань юханшывăн сылтăм енче пулнă тесе çырса кăтартать. Хули йĕри-тавра чултан туса хӳтлĕх çавăрнă.

VIII-X ĕмĕрсенче Хумара хули хытă аталанса пынă. Тата авалрах ĕмĕрсен йĕрĕсем те палăраççĕ хула йĕркисем пулнă вырăнта. Хумара çыннисем хăйсен вилнĕ çыннисене пытарас умĕн виле шăтăкне кĕççе хунине. Çак йăла куçса çӳрекен йăхсен сĕм авалтан пыракан йăли. Хумара таврашĕнче авалхи руна çырулăхĕн тĕслĕхĕсем те нумай тупăннă. Вĕсем те кунта тĕрĕк йăхĕсем пурăннине, вĕсен чĕлхи хальхи чăваш чĕлхипе çывăх пулнине палăртаççĕ. Çак палăксене паян куна çитсе те кирлĕ таран тĕпчесе пĕтермен. Хумара çыннисем чул çурт тума ăста пулнă. Хумара хулине пăлхар-чăвашсем Купрат вăхăтĕнче е унчен маларах туса хунă. Кайран вăл Аслă Пăлхарăн чи паллă хуласенчен пĕри, Кавказри халăхсене çыхăнтаракан хăйне евĕрлĕ тĕп пулма пултарнă. Аслă та чаплă Купрат вилнĕ хыççăн Хумара хасарсен аллине лекет, çавăнпа палкар тĕпчевçи ăна Хасар хаканлăхĕн хули тет. Хумара хулине, юнашар хасар хулисене пекех, арапсем тапăнса килсе çунтарса яма пултарнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.