Эсмел

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Эсмел — авалхи пăлхар-чăвашсен хули, Атăлçи Пăлхар патшалăхне кĕнĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак хулана пĕррисем Эссекӳл, теприсем — Эскӳл, виççĕмĕшсем — Аспел теççĕ. С.М.Шпилевский хăйĕн "Авалхи хуласем..." кĕнекинче ăна Эспел (Эсбель) тесе çырать те вăл Атăлçи Пăлхарстанра Пăлхарпа Сăвар хыççăн виççĕмĕш авалхи тата пысăк хула тесе палăртать. Çав кĕнекерех Френ тĕпчевçĕ те Эспел тесех палăртнине пĕлетпĕр. Кури Вантер хăйĕн "Чăваш халăх историйĕ" кĕнекинче авалхи чăваш хулисем пирки çырнă чухне Аскăл (Эскел) ятлă пысăк хула пулнине калать. Тен, Шпилевский те, Френ те, Кури Вантер те пĕр хула çинченех калаççĕ пулĕ. Юхма Мишши шучĕпе, Эскел, Эссекӳл е Эспел тесен калакан йăх ячĕ те Ӗсмел е Эсмел пулма пултарать, Чи малтан вăл Атăлăн сулахай енче, Аслă Пăлхарпа Аслă Пӳлер хушшинче ларнă теме пулĕ. Каярахпа вара, тутар-монголсем килсе тапăннă хыççăн, ĕсмелсем Атăл юханшывăн ку енне каçса Энĕшпе Çавал шывĕсен хушшинче вырнаçма пултарнă. Хăйсен кунта никĕсленĕ хулине те вĕсем хăйсĕн халăхĕн ячĕпех Ӗсмел ят панă. Ку Ӗсмел вăл хальхи Октябрьски ялĕ. Хальхи Октябрьски ялĕ вырăнĕнче ĕлĕк-авал çирĕплетнĕ хула пулнине калакан халăх чăнлавĕсем паян куна çити упранса юлнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.