Контент патне куҫ

Варачан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Варачан, — сăварсен VI - VIII ĕмĕрсенчи хули.

632 çулта Урхан пулăшнипе тăван йамăкĕн ывăлне Купрата Аслă Пăлхар патши астулне лартнă. Унăн тĕп хули Хăнакур пулнă.

Пăлхарсен пĕр пайĕ, сăвар ятлă пысăк йăхĕ ун чухне Аслă Пăлхара кĕмен. Вĕсем Хасар хаканлăхĕнче пурăннă, хăйсен çурма ирĕклĕ ханлăхĕ пулнă. Çакăн пирки X ĕмĕрте пурăннă эрмен мăнахĕ Моисей Каганкатваци хăйĕн «Агвансен историйĕ» кĕнекинче питĕ тĕплĕн çырса кăтартать. Вăл çырнă тăрăх, 660 çулта хасарсем алпансене тапăнаççĕ, анчах вĕсене çĕнтереймеççĕ. Тепĕр тăватă çултан вара вĕсем сăварсемпе пĕрле алпансене çĕмĕрсе тăкаççĕ те Аракс юханшывĕ патне çитеççĕ. Ун чухне сăварсен патши Улăп-Илитвер (Алп-Илитвер) пулнă. Вăл 664 çулта алпансен çĕрĕ çине тапăнса кĕнĕ çарне ертсе пынă.

Илитвер-Улăп тытса тăракан Сăварстан тĕп хули Варачан пулнă. Хула вырăнĕ Çурçĕр Кавказра, хальхи Дагестан çĕрĕ çинче пулнă пулас.

«Эрменсен географийĕ» кĕнекере кун пирки çапла кăтартнă:

«Çурçĕр еннерех (Дербентран), тинĕс хĕрриинче, хунсен патшалăхĕ, анăçăрах вара, Кавказ патĕнче, хунсен хули Вараджан тата аяккарах хунсен хулисем Чункарас тата Ментр».

684 çулта хасарсемпе сăварсем Кавказ леш енне тапăнса кĕреççĕ те унта пурăнакансен çарĕсене çĕмĕрсе тăкаççĕ. Алпансене пăхăнтараççĕ.

Вăрачан хулинчи пурăнакан сăварсен чĕлхи пăлхарсен пекех пулнă. Вĕсем çĕр ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăннă, кирлĕ чухне вăрçă вăрçма та ăста пулнă. Пăлхарсем пекех, сăварсем те чи аслă Турра, Танкăра, пуç çапнă. Вĕсен тата Кăвар-Турă (Куар) та пулнă. Ăна чысласа, Варачан хулинче чӳк тунă. Çакăн пирки грексен историçĕ Феофилакт Симокатта та çырса хăварнă.

Кăвара пуççапасси сăвар-чăвашсен сĕм авалах Туранра, ĕлĕххи Сăкăтпа хальхи Туркмени çĕрĕсенче пурăннă чухне сăртăш тĕнĕнчен илнĕ пулас.

Унсăрăн пуçне Варачан хулинче пурăнакансем йывăçсене сăвап пек курнă, пуççапнă. М.И.Артамонов «Хасарсен историйĕ» кĕнекинче çапла çырать:

«Распространено было поклонение деревьям. Особенно почитается один высокий дуб, находящийся вблизи Варачана. Князь и дворяне, по словам "История албан", считали его "спасителем богов, жизнеподателем дарователем всех благ... Почитаемым деревьям и богам приносились в жертву лошади, кровь их переливалась вокруг дерева, а голову и шкуру жертвенного животного вешали на сучья. Священные деревья были непркосновенными. Верили, что тех, кто по незнанию, возьмет от них сучья или ветки, ожидают страшные муки, бешенство и даже смерть. Кроме священых деревьев и рощ, у гуннов были капища и идолы...»

Ку вара хальхи чăвашсен йăлисем пекех пулать.

Ăна VIII ĕмĕрте арапсем ним юлмиех çĕмĕрсе тăкнă пулас. Çав вăхăтсенче ĕнтĕ сăварсем, анăçăрах пурăнакан пăлхарсемпе пĕрле, Вăтам Атăл тăрăхнелле куçма тытăннă.

  • Котович В. Г., О местоположении раннесредневековых городов Варачана, Беленджера и Таргу, в сборнике: Древности Дагестана, Махачкала, 1974.