Кан
Кан (Кам), — пăлхарсем никĕсленĕ аслă та чаплă хула.
Вăл Кĕтне юханшывĕ Сĕвене юхса кĕнĕ çĕртре пулнă пулас. Ун çинчен «Известия Общества археологии, истории и этнографии при Казанском университете» журналра çырнă.
«...Известно, что жили какие-то язычники, поклонники огня. К ним некогда принадлежали соседние селения Бурунду, Бузаево, Утяково, Утяшка, Чулпанка...»
— тенĕ унта.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулана тытса тăраканĕ Кан ятлă пулнă. Кайран çак хулана тутарсен ханĕн ывăлĕсем Нурат тата Дерть-Имян хăйсен çарĕсемпе тапăннă.
«Одна часть татарского отряда с восточной стороны напала подожгла укрепления,
— çырнă малалла. —
Пока обитатели городища занимались тушением пожаров и продолжали отбивать неприятеля у входа в городище, другая часть неприятельского полчища с Князем Нуратом, напала с запада через реку. Город был взят и сожжен татарами. Побежденный Кан скрылся в соседнем лесу и потом, окруженный многочисленной толпой подчиненных, удалился на север. Жители прочих селений также последовали за ним.»
С. М. Шпилевский вара хăйĕн «Авалхи хуласем...» кĕнекинче çак хула кайран та пулнине, ăна вырăс патши пĕтĕмпех çунтарса янине çырса кăтартать. Çак аслă та чаплă пăлхар хулине Рыбаков Б. А. 1974 çулта Мускавра пичетленсе тухнă «Русские карты Московии» кĕнекинче çырнă. В. Д. Дмитриев профессор Кан хули çинчен хăй кĕнекинче çапла çырать:
«Удалось выяснить, что город в свое время назывался Каном. На западно-европейских картах — С. Герберштейна 1546 года (Вена), И. Магина 1595 года (Венеция) и Гондиуса 1606 года (издана в Амстердаме, составлена, очевидно, на основании карты Меркатора 1569 года) — в среднем течении Свияги помечен городок Кан (Кам). Фиксация этого города, разрушенного, вероятно, в середине XVI века, на картах второй половины XVI, начала XVII веков объясняется тем, что они были составлены на основании более ранних карт».
Апла пулсан, чăнах та аслă та чаплă чăваш хулине вырăссем Хусана илнĕ хыççăн ним юлми çунтарса янă пулĕ. Çак чăваш хули пулни те Сĕве тăрăхĕнче мĕн ĕлĕкрен чăвашсем пурăннине питĕ лайăх ĕнентерет.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- В. Д. Дмитриев, «Чувашские исторические предания», Шупашкар, 1891.
- С. М. Шпилевский, «Авалхи хуласем...»
- «Известия Общества археологии, истории и этнографии при Казанском университете», журнал, XII томĕн пĕрремĕш кăларăмĕ, 1894.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи чăваш хулисем | ||
---|---|---|
Алапӳ • Арча • Аслă Пăлхар • Варачан • Кан (Кам) • Кĕрнек • Меантăр • Мерчен • Нухрат • Пăлхар • Пеленçер (Пăлхар) • Пукур (Пăлхар) • Пӳлер • Саркел • Сăвар • Сăкăт • Сементер • Çăкату • Сĕнтĕр (Чалăм) • Тамантурхан • Тупăлхату • Чаллă • Чăваш-хула • Шукăль • Хăнакур • Хумара • Элшел (Чалăм) • Эсмел
|