Пеленçер (Пăлхар)
Пеленçер (перс. «боланд» тата «джор» — «вăрăм тăрăх») хальхи Дагестан территоринчи — вăтам ĕмĕрсенчи хула. VII — IX ĕмĕрсенче Хасар хаканлăхĕ шĕкĕр хули.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи çыравçă Табари хăйĕн питĕ паллă "Анналсем" кĕнекинче хасарсемпе сăварсем çине Эрменстанри арапсен тăрăнĕ Джаррах ибн-Абдуллах ал Хакими тапăнса кĕнине çырса кăтартать. Арапсем Дербента тытса илеççĕ. Хасарсемпе сăварсем вĕсене хирĕç вăрçăпа тухаççĕ, анчах çĕнтереймеççĕ. Арапсем Пеленçер (Беленджер) хулине туртса илеççĕ. Ибн-ал-Асири ăна хасарсен чи паллă карманĕ тесе калать. Табари çав кармана Пăлхар (Булкар) тесе çырнă.
М.И.Артамонов "Хасарсен историйĕ" кĕнекинче кун пирки çапла çырать:
"У Табари она названа Булкар. Так, судя по его словам, назвалась страна по имени населявших ее болгар, составляющих, по свидетельству "Армянской географии", один народ с хазарами".
Çакна А.Я.Гаркави те 1887 çулта "Существовала ли у хазар столица под названием Баланджар?" статьинче çирĕплетсех калать. Апла пулсан, пăлхарсем те, сăварсем те, хасарсем те чăннипех те чылай вăхăт пĕр халăхлă пурăннă, кӳршисем вĕсене пĕтĕмлетсе пĕр сăмахпа, тепĕр кӳршисем - тепĕр сăмахпа чĕнме пултарнă.
Ун чухне Пеленçер хулинче Улăп-Илитверĕн ачи е мăнукĕ патшара ларнă пулас
"Этот правитель, именуемый у ибн-ал-Асира сахиб, а у Билами - Михтар, был наследственным князем болгар, одним из потомков Алп-Илитвера, -
çырать М.И.Артамонов, -
оказавшимся в более тесной зависимости от хазар, чем его предок".
Пăлхарсен Пеленçерĕ тăшмана тӳрех парăнман. Çакă арапсене питĕ тарăхтарнă. Кайран, хулана туртса илсен, Джаррах ибн-Абдуллах ал Хакими тыткăна лекнĕ хула çыннисене юханшывра путарса вĕлерме хушать. Ку халĕ Сулак юханшывĕ пулĕ теççĕ.
Пеленçер пăлхарĕсем вара çурçĕрелле тараççĕ. Кун пирки М.И.Артамонов "Хасарсен историйĕ" кĕнекере çырать:
"Многие из них бежали на север. Два столетия спустя ибн-Фадлан нашел несколько тысяч беленджерцев среди волжских булгар".
М.И.Артамонов тата хунсен патшалăхĕн çурçĕр пайне Пулхер-Пăлхар (Булкер-Болгар) тет. Кунта пĕрсула (барсил-берсула) йăхĕсем пурăннă. Вĕсем те каярахпа Вăтам Атăл çине куçса кайнă. Эппин, чăнах та, Атăлçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенсем Купрат патша тăхăмĕсем çеç мар, хальхи чăваш тăхăмĕсем - хасарсем те, сăварсем те, ытти хунсем те пулнă. Пăлхарсем VII- VIII ĕмĕрсенче Хура тинĕсĕн хĕрринче çеç мар, Каçпи тинĕсĕн хĕрринче те пурăнни палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ, Азербайджан çĕрĕ çинче (топонимика) пăлхар (болгар), пăлкар (болкар), пулхар (булхар) ятсем час-часах тĕл пулаççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- М.И.Артамонов "Хасарсен историйĕ".
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Авалхи чăваш хулисем | ||
---|---|---|
Алапӳ • Арча • Аслă Пăлхар • Варачан • Кан (Кам) • Кĕрнек • Меантăр • Мерчен • Нухрат • Пăлхар • Пеленçер (Пăлхар) • Пукур (Пăлхар) • Пӳлер • Саркел • Сăвар • Сăкăт • Сементер • Çăкату • Сĕнтĕр (Чалăм) • Тамантурхан • Тупăлхату • Чаллă • Чăваш-хула • Шукăль • Хăнакур • Хумара • Элшел (Чалăм) • Эсмел
|
Авалхи хасар хулисем |
---|
Пайта | | Пеленçер (Пăлхар) | Варачан | Итиль | Самкерц | Саркел | Сарышин | Сементер | |