Контент патне куҫ

Кĕрнек

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кĕрнек, — пăлхарсем X ĕмĕрте никĕсленĕ хула. Вăл Пăлхар хулинчен кăнтăрарах, Атăл сулахай çыранĕнче сарăлса ларнă. Кĕрнек хулине тутар-монголсем 1236 çулта çĕмĕрсе кĕрсе çунтарса янă.

1680 çулхи «Джагфар торихи» кĕнекере тата вырăс, араб çулçӳревçисемпе тĕпчеçисем çырнисене тĕплĕн пăхса тухсассăн, тутар-монголсем килсе тапăниччен Атăлçи Пăлхарта 160 хула пулнă теме пулать. Çак шухăша Тутар патшалах музейĕнче ĕçлекен Фаргат Нурутдинов та «Болгариле» хаçатра пичетленсе тухнă хăйĕн «Пусть поверят все народы» статьинче çирĕплетсе калать.

1222 çулта тутар-монголсен чи паллă çарпуçĕ «Чингисхан йытти» Супетей ертсе пыракан çарĕсем Калка шывĕ çинче кăпчаксемпе вырăссен пĕрлешнĕ çарне ним юлмиччен çĕмĕрсе тăкаççĕ. Çакăн хыççăн Супетей тухăçалла кайса Атăл урлă каçать те 1223 çулта Атăлçи Пăлхара тапăнса кĕрет. Тискер те юнлă çапăçу Кĕрнек хули патĕнче пулса иртет. Пăлхар-чăвашсем тăшмансене ултав танатине çаклантарса хупăрласа илеççĕ те пĕтĕмпех пĕтереççĕ. Супетей вара хăй аран çăлăнса юлать. Арапсен 1160-1233 çулсенче пурăнă çыравçи Ибн-ал-Асир çак çапăçу пирки питĕ тĕплĕн çырса хăварнă. «История Чувашской АССР» (Чăваш АССРĕн историйĕ) кĕнекере çакăн пек çырнисем пур:

«Устроили засады, выступили против них (татаро-монгол), встретились с ними и, заманив их до тех пор, пока они зашли за место засад, напали на них с тыла, так что они остались в середине, поял их меч с всех сторон, перебито их множество, и уцелели из них немногие».

И.Березин хăйĕн «Нашествие Батыя на Россию» кĕнекинче Кĕрнек хулине асăнса çапла çырать:

«Те (Субедей с войском) дошли до города Кернека и других мест и заставили покориться. Тамошние владельцы Баян и Динеку пришли и изъявили покорность принцам, будучи пожалованы, возвратилиь назад, но опять восстали...»

А.П. Смирнов «Атăлçи пăлхарсем» кĕнекинче Пуянпа Тинекку пикĕсем пулнине çирĕплетсе калать.

Кĕрнек хули ăçта пулнине халлĕхе татса калани çук. Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелеккес районĕнче Кивĕ Сахча пысăк чăваш ялĕ пур. Кивĕ Сахча çыннисем Кĕрнек хулин тăхăмсем пулаççĕ тесе Ваççа Аниççи çырса хăварнă халапсем пур. Анчах та çакна никам та тĕплĕн тĕрĕслемен.