ЧППУн чăваш филологи факультечĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш филологи факультечĕ, — И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн факультечĕ.

Педагогика университетĕнче чăваш филологи факультетне хамăр халăхăн мухтавлă çутавçи И.Я. Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа аслă шкулăн 1998 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн 1998 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Çавна май «чăваш чĕлхипе литература» специальноçа вĕренекен студентсене историпе филологи факультетĕнчен кăларса çĕнĕрен уçăлакан факультета куçарнă.

Факультет деканĕ пулма чăваш чĕлхипе литература кафедрин доцентне Александр Иванович Мефодьева çирĕплетнĕ. Çак ыйтупа аслă шкул ректорĕ Г.С. Сидоров 1998 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 88-мĕш приказ кăларнă. Факультетăн иккĕмĕш деканĕ – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Евдокия Александровна Андреева доцент. Вăл çак ĕçе 2004 çулхи ака уйăхĕнче пуçăннă.

Факультет кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1930-1932 — Чăваш педагогика институчĕн обществăпа литература уйрăмĕ;
  • 1932-1934 — Педагогика институчĕн чĕлхепе литература уйрăмĕ;
  • 1934 — Пединститутăн чĕлхепе литература уйрăмĕнчен чĕлхепе литература факультечĕ туса хуни;
  • 1934-1952 — Пединститут çумĕнчи учительсен институчĕн чĕлхепе литература уйрăмĕ;
  • 1940 — Пединститутра чăваш чĕлхипе литератури кафедрине йĕркелени;
  • 1953 — Пединститутра «чăваш чĕлхи тата чăваш литератури» специальноçпа аспирантура уçни;
  • 1965 — Пединститутра «чăваш чĕлхипе нимĕç чĕлхи», «чăваш чĕлхипе акăлчан чĕлхи» специальноçсем вырăнне «вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи тата литературисем» специальность туса хуни;
  • 1976 — Пединститутра пуçламăш вĕрентӳ педагогикипе меслетлĕхĕн факультечĕ уçăлни, унта чăваш пуçламăш шкулĕ валли специалистсем хатĕрлеме тытăнни;
  • 1990 — «10.02.06. тĕрĕк чĕлхисем» специальноçпа чăваш чĕлхипе специалистсем хатĕрлеме тĕллевлĕ аспирантура уçăлни. 1990-1991 вĕренӳ çулĕнче куçăн тата куçăн мар меслетпе вĕренме 2 аспиранта йышăнни;
  • 1992 — Пединститутăн филологи факультетĕнче чăваш уйрăмĕ уçăлни;
  • 1992 — Пединститутăн пур факультечĕсенче те факультативлă йĕркепе чăваш чĕлхи вĕрентме тытăнни;
  • 1995 — Пединститутра шкул çулне çитичченхисен педагогикăпа психологи факультечĕ йĕркеленни, унта чăваш педагогĕсем хатĕрлеме тытăнни;
  • 2000 — Пединститутăн чăваш филологи факультетĕнче «чăваш чĕлхипе литератури тата ют çĕр-шыв чĕлхи» специальность уçăлни;
  • 2000 — Чăваш филологи факультетĕнче чăваш литература кафедри уçăлни;
  • 2002 — Чăваш филологи факультетĕнче «чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури» специальность уçăлни;
  • 2003 — Чăваш филологи факультетĕнче куçăн мар уйрăмра «чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури» специальность уçăлни;
  • 2004 — Чăваш филологи факультетĕнче чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедри уçăлни;
  • 2004 — Чăваш филологи факультетĕнче «чăваш чĕлхипе литература тата юриспруденци» специальность уçăлни;
  • 2006 — Чăваш филологи факультетĕнче "практиа журналистики" специализаци уçăлни.

Факультет тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Деканĕ — Е.А. Андреева доцент, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ;
  • Деканăн вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ — чăваш литератури кафедрин аслă вĕрентӳçи Н.И. Степанова;
  • Деканăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ — чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.Д. Ахвандерова;
  • Деканăн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ — чăваш чĕлхи кафедрин вĕрентӳçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.В. Павлов.

Студентсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш филологи факультечĕн кăнтăрлахи уйрăмне çулсеренех 50 çын, куçăн мар уйрăмне 25 çын вĕренме илеççĕ. 1998 çулта факультетран 54 çамрăк вĕренсе тухнă, вĕсенчен 3-шĕ хĕрлĕ диплом илнĕ. 1999 çулта 56 çынран 9-шĕ, 2000 çулта 51 çынран 8-шĕ, 2001 çулта 51 çынран 6-шĕ, 2002 çулта 60 çынран 13-шĕ, 2003 çулта 54 çынран 8-шĕ, 2004 çулта 38 çынран 7-шĕ, 2005 çулта 44 çынран 5-шĕ, 2006 çулта 46 çынран 10-шĕ хĕрлĕ дипломсене тивĕçнĕ.

2002 çулта куçăн мар уйрăмра пĕрремĕш кăларăм пулнă. Вĕренсе тухнă 32 çынран 23-шĕ комплекслă экзаменсене «4» тата «5» паллăсемпе тытнă, диплом ĕçĕсене пурте питĕ лайăх паллăсемпе хӳтĕленĕ, пĕр çын хĕрлĕ диплом илме тивĕçлĕ пулнă. 2003 çулта куçăн мар уйрăмран вĕренсе тухнă 32 çынран 2-шĕ, 2004 çулта 40 çынран 2-шĕ хĕрлĕ дипломсем илнĕ.

Хальхи вăхăтра факультетăн кăнтăрлахи уйрăмĕнче 224, куçăн мар уйрăмĕнче 137 çын вĕренет. Çав шутра республика тулашĕнчен килнисем 30-ăн, тӳлесе вĕренекенсем 10-ăн.

Вĕрентӳçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Педагогика институтĕнче вăл уçăлнă 1930 çултан пуçласах студентсене чăваш чĕлхипе литературине пултаруллă та ăста ăсчахсем вĕрентнĕ. Малтанхи тапхăрта пĕтĕмĕшле чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи диалектологийĕ енĕпе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе пĕлӳ илнĕ Тимофей Матвеев лекцисем вуланă. Каярахпа кунта И.Я. Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем В.Г. Егоровпа С.П. Горский профессорсем, СССР педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн член-корреспонденчĕ, филологи наукисен докторĕ М.Я. Сироткин профессор, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ М.Ф. Чернов профессор, И.И. Одюков профессор, И.П. Павлов, С.П. Юшков, В.Я. Канюков, А.С. Канюкова доцентсем тата ыт. те вăй хунă.

Хальхи вăхăтра педуниверситетри чăваш чĕлхипе литература тата чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрисенче пурĕ 19 çын ĕçлет. Çав шутра профессор - ăслăлăх докторĕсем - 3, доцент - ăслăлăх кандидачĕсем - 11, ăслăлăх степенĕсĕр доцент - 1, ăслăлăх кандидачĕсем - 2, аслă вĕрентӳçĕ - 3, вĕрентӳçĕсем - 2. Степеньлĕ преподавательсен йышĕ 84 процент шутланать. Çав шутра - филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем Л.П. Сергеев, Н.П. Петров, Н.П. Метин профессорсем, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем А.Е. Горшков, А.И. Мефодьев, Е.А. Андреева, Е.А. Лебедева доцентсем тата Т.В. Денисова, А.Д. Ахвандерова, И.Г. Яковлева аслă вĕрентӳçĕсем, В.В. Павлов вĕрентӳçĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕсем З.С. Антонова, В.И. Игнатьева, Т.В. Артемьева, Г.Ф. Брусова доцентсем тата ыттисем те.

Факультет валли ăслăлăхпа педагогика кадрĕсене, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхипе литература кафедрисем çумĕнче уçнă аспирантурăра хатĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче 8 аспирант кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Хальхи вăхăтра аспирантурăра 5 çын вĕренет. Вĕсен ăслăлăх ертӳçисем — филологи наукисен докторĕсем Л.П. Сергеев, Н.П. Петров тата П.Н. Метин.

Педагогсем ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне хастар хутшăнаççĕ. 2000-2004 çулсенче вĕсем 47 вĕренӳ кĕнеки, 1 хрестомати, 19 вĕренӳ пособийĕ, 3 монографи кăларнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 489 пичет листи, тиражĕ 310450 экз.

Халĕ ăсчахсем чăваш тата вырăс шкулĕсенчи пуçламăш тата вăтам сыпăкри классем валли чăваш чĕлхине вĕренмелли çĕнĕ кĕнекесемпе программăсем кăларас, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче тăван пуплеве аталантарма тĕрлĕрен вĕрентӳ пособийĕсемпе хрестоматисем хатĕрлес ĕçре вăй хураççĕ.

Специальноçсемпе специализацисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Республикăри пĕрремĕш аслă шкул 1930 çултан пуçласа паянхи куна çитиччен чăваш чĕлхипе литературин пин-пин учительне хатĕрленĕ. Кунтан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулса тăнă. Хăшĕ-пĕрисем ертсе пыракан пысăк ĕçсенче вăй хунă. Сăмахран, Г.С. Сидоров республикăри Министрсен Канашĕн ертӳçин çумĕ, каярахпа педуниверситет ректорĕ пулса ĕçленĕ. М.Я. Сироткин профессор, наукăра тимленĕ вăхăтрах, республикăри Аслă Канашăн председателĕн пысăк тивĕçне пурнăçласа пынă. А.П. Айдак - Етĕрне районĕнчи çĕршывĕпе паллă «Ленинская искра» колхоз ертӳçи. Чăваш уйрăмне пĕтернисем хушшинче чаплă ăсчахсемпе ӳнер ăстисем йышлă. Тĕрлĕ çулсенче кунта чăваш халăх поэчĕсем А.Алка, В.Давыдов-Анатри, А.Галкин, халăх писателĕсем Илпек Микулайĕ, Хветĕр Уяр, Н.Терентьев, Юхма Мишши, паллă çыравçăсем Н.Дедушкин, Кăтра Мишша, Н.Чурпай, И.Тенюшев, Ю.Скворцов, В.Игнатьев, Г.Юмарт, Д.Гордеев, В.Станьял тата ыттисем пĕлӳ пухнă. Чăваш уйрăмне вĕренсе пĕтернисенчен нумайăшĕ хаçат-журнал редакцийĕсенче, культура учрежденийĕсенче ĕçлет.

Чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулма хатĕрленекенсем тĕрлĕ тапхăрта тĕп специальноçсăр пуçне хушма специальноçсем те туяннă. Пĕр вăхăтрах вырăс е ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентме ирĕк илнĕ. Халĕ, самана ыйтнине тивĕçтерсе, факультет çавăн патне каялла таврăнчĕ. Студентсем ку чухне «чăваш чĕлхипе литератури», «чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури», «чăваш чĕлхипе литератури тата ют çĕр-шыв чĕлхи», «чăваш чĕлхипе литератури тата юриспруденци» специальноçсене вĕренеççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем «чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче вĕрентесси» специальноçа алла илеççĕ, çавăн пекех факультетра "Практика журналистики" специализаци пур.

Факультет çамрăкĕсем пултарулăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Кунта студентсен фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертӳçи - А.З. Федоров), ташă ушкăнĕ (ертӳçи - Г.В. Игнатьева хореограф), драма кружокĕ (ертӳçи – Н.И. Степанова) пур. «Хунав» литература пĕрлешĕвĕ ĕçлет (ертӳçи - Сантăр Аксар сăвăç). Хунавçăсем хăйсем çырнă хайлавсен тăватă пуххине (1998, 2001, 2003, 2005) пичетлесе кăларчĕç.

Кафедрăсемпе лабораторисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Факультетра виçĕ кафедра:

Унсăр пуçне факультетра чăваш диалектологи лабораторийĕ ĕçлет.