Боснипе Герцеговина
Боснипе Херцеговина Пĕрлĕхĕ, Боснипе Херцеговина (БтХ) — Балкан çурутравĕн варринче вырнаçнă патшалăхĕ. Ун шутне Босни тата Херцеговина Федерацийĕ, Серб Республики кĕреççĕ.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анăç тата çурçĕр енчен Хорватипе, тухăçран Сербипе, кăнтăр-тухăç енчен Черногорипе чикĕ тытать. Адриатика тинĕсĕ хĕррине пĕчĕк лаптăк çĕрĕпе тухать. Çĕр лаптăкĕ — 51 пин тв. м. Шĕкĕр хули — Сараево (300 пине яхăн çын). Пысăк хулисем — Тузла, Баня-Лука, Мостар, Зеница. Çĕр-шыв икĕ тăрăха пĕрлештерсе тăрать: Сава шывĕпе унăн юпписен айлăмĕнчи Боснипе кăнтăрарах юхакан Неретва шыв айлăмĕнчи Херцеговина çĕрне.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]VI — VII ĕмĕрсенче Босни тата Херцеговина çĕрĕсене славянсем пурăнма килеççĕ. XII ĕмĕрте — Босни ĕмпӳлĕхĕ (XIV ĕмĕртенпе патшалăх, Херцеговинăпа пĕрле). 1463 Босни, 1482 çултанпа — Херцеговина Осман импери шутĕнче. 1875—1878 çулсенчи пăлхав хыççăн Австри-Венгри çавăрса илнĕ(1908 çулта аннекси тунă). 1918 — сербсен, хорватсен тата словенецсен патшалăхĕнче(1929 çултанпа — Югославире). 1941 — Германи çарĕсем ярса илнĕ те фашислă Хорвати никамапăхăнманлăх патшалăх шутне кĕртнĕ. Ирĕклĕхшен пынă вăрçăра 1941—1945 Иосип Броз Тито ертсе пыракан Югославин Халахăн Ирĕклĕхе кăларакан Çарĕ çĕнтернĕ те 1945 çулхи юпа уйăхĕнче Югослави патшалăхне федеративлă республика шучĕпе кĕртнĕ. 1992 çулхи çуркунне СФРЮ шутĕнчен тухни пирки пĕлтернĕ. Хальхи ятне 1992 çулхи ака уйăхĕнче, 1992 çулхи çу уйăхĕнче ПНП-а йышăннă. 1992 çул варринче этноссем хушшинче хирĕçӳсем тухнă, вара Босни вăрçи пуçланнă. 1995 çулхи юпа, 21 Дейтонра (АПШ) килĕшӳллĕ хучĕсене çырас енĕпе калаçнă. Парижра 1995 çулхи раштав, 14 килĕшӳллĕ хучĕсене çырса çирĕплетнĕ.