Будённый Семён Михайлович
Семён Михайлович Будённый | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1883 -мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Козюрин хуторĕ, Тан çарĕн облаçĕ, Раççей Империйĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1973–мĕш çулхи юпан 26-мĕшĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çар ăрачĕ | Кавалери | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1903—1973 | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Командăланă | Тăрăхсем тата фронтсем, Пĕрремĕш юланут çарĕ, Совет Çарĕн кавалерийĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Вырăс-Япун вăрçи, Пĕрремеш тĕнче вăрçи, Раççейри-Граждан вăрçи, Раççей-Польша вăрçи (1919-1921), Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
Раççей империн чысĕсем: | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Алпусни | С. М. Будённый Мускав авиаци шкул клубĕнче. 1937 ç. |
Семён Миха́йлович Будённый (ака, 25 1883 — юпа, 26 1973) — совет çарпуçĕ, Раççейри граждан вăрçине хутшăннăскер, Пĕрремĕш Юланут çарĕн çарпуçĕ, Совет Союзĕн пĕрремĕш маршалĕсенчен пĕрри, виççĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ростов облаçĕнчи Пролетари районĕн Платовская станицин (халĕ — Будённовская) Козюрин хуторĕнче чухăн çĕрĕçчен çемйинче çуралнă. Вырăс. 1919 çултанпа РКП(б)/ВКП(б)/ССКП пайташĕ.
1903 çулта çара чĕннĕ. Вăхăтлă хĕсметре Тинĕсçум драгун Христиан IX дани патши полкĕнче тăнă, çавăнтах хушма хĕсмете юлнă. 1904—05 çулсенчи Вырăс-япун вăрçине 26-мĕш Тан касак полкĕнче çапăçнă. Çак тапхăрта Карл Маннергеймпе тĕл пулнă.
1907 çулта полкăн чи лайăх юланут пулнипе ăна Петербурга, Аслă кавалери офицер шкулне кĕçĕн чинсем валли пĕр çуллă курса куçарнă, 1908 çулта вĕренсе тухать. 1914 çулчен Тинĕсçум драгун полкĕнче хĕсметре. 18-мĕш Север драгун полкĕн аслă унтер-офицер хисепĕнче герман, австри тата кавказ фрончĕсен шутĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать, хăюлăхшăн тăватă степенĕн Георгий хĕресĕсене тата тăватă медале тивĕç пулнă.
1917 çулхи çулла Кавказ дивизипе Минска çитет, унта ăна полк комитечĕн ертӳçи тата дивизи комитечĕн ертӳçи çумĕ пулма суйланă. 1917 çулхи çурла уйăхĕнче М. В. Фрунзепе пĕрле корнилов çарĕсен эшелонĕсене Оршăра хĕçпăшаллантарнă. Октябрь революцийĕ хыççăн Тан çине, Платовская станицине таврăнать, ăна Сальск тăрăх Канашĕн ĕçтăвком комитечĕн пайташне суйлаççĕ те тăрăхăн çĕр уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Граждан вăрçи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1918 çулхи нарăс уйăхĕнче Будённый Тан çинче пуçтарăннă шурă гвардейсемпе кĕрешме революциллĕ юланут тĕкĕртне йĕркеленĕ. Кайран хĕрлĕ юланутсем Царицын патĕнче 1919 çулăн пуçламăшĕнче ăнăçлă çапăçнă, полка, бригадăна, кавалери дивизине çити ӳснĕ.
1919 çулхи çĕртмен иккĕмĕш пайĕнче çамрăк Хĕрлĕ Çарĕнче пĕрремĕш пысăк кавалери пĕрлешĕвĕ — Будённый ертсе пынă юланут корпусне йĕркеленĕ. Çак корпус 1919 çулхи çурла уйăхĕнче тури Тан тăрăхĕнче Врангель генералăн Кавказ çарĕн тĕп вăйĕсене çĕмĕрнĕ Воронеж-Касторненская операцине хастар хутшăннă, 1919 çулта 8-мĕш çарăн дивизийĕсемпе пĕрле Мамонтовпа Шкуро генералсен касак корпусĕсене пĕтемпех аркатнă. Корпус чаçĕсем Воронеж йышăнса, Хĕрлĕ Çар позицин Мускав тĕлĕнчи 100-çухрăмлă çурăка хупланă. Будённый юланут корпусĕ Деникин генералăн çарĕсене Воронежпа Касторная патĕнче аркатни тăшмана Тан çинче çĕнтерĕве çывхартнă.
1919 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Кăнтăр фрончĕн çарпуçĕ Республика реввăрçăканашĕн тапăчĕпе Юланут корпусĕ Пĕрремĕш Юланут çарĕ пулса тăнă. Çарпуçĕ пулма Будённыйе çирĕплетнĕ. 1923 çулхи юпа уйăхĕччен вăл ертсе пынă Пĕрремĕш Юланут çарĕ 1917-1922 çулсенчи граждан вăрçинче Деникинпа Врангель çарĕсене Çурçĕр Таврире тата Крымра аркатнă çапăçусене хутшăннă. Совет-поляк вăрçинче Пилсудский çарĕнчен тарнă. Пĕрремĕш Юланут çарĕн хăшпĕр чаçĕсем Украинăри халăха пусмăрланă, çакăншăн 200 яхăн хĕрлĕ çар çынне персе пăрăхнă.
Граждан вăрçи хыççăн Хĕрлĕ Çарти хĕсмечĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1921—23 çулсенче Будённый — РВК пайташĕ, кайран Çурçĕр-Кавказ çар тăрăхĕн çарпуç çумĕ. Лаша савучĕсене йĕркелесе ертсе пынă ĕçре чылай вăй хунă. Нумай çул хушши ĕçре лаша çĕнĕ ăрачĕсене — будённăй тата терек — ĕрчетсе кăларнă.
1923 çулта Будённый Чечен автономи облаçĕн «кумашшĕ» пулса тăрать: бухар эмирен çĕлĕкне тăхăнса, хулпуçç урлă хĕрлĕ хăю çакса вăл Урус-Мартана килсе ПĔТК декречĕпе Чечняна автономи облаçĕ статусне парать.
1923 çулта Будённый Хĕрлĕ Çарăн тĕп çарпуçăн кавалери ĕçĕсен пулăшуçи, СССР РВК пайташĕ вырăнне йышăнать. 1924—37 çулсенче ĔÇХÇ кавалери инспекторĕ.
1932 çулта М. В. Фрунзе ячĕллĕ вăрçă академинче вĕренсе тухнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Основы тактики конных соединений. — М., 1938. — 41 с.
- Первая конная на Дону. — Ростов н/Д, 1969. — 168 с.
- Пройденный путь. — М., 1959—1973. Кн. 1—3.
- Встречи с Ильичом. 2-е изд. — М., 1972. — 286 с.
- Книга о лошади: В 5 тт. (Редактор.) М., 1952—1959.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кремль хӳминчи палăк
- Бронза бюсчĕ тата палăк (Ростов-Тан-çинчи)
- Донецк хулĕçтăвком çурчĕ умĕнче
- Донецкри Будённый лапамĕнче
Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Будённый юратнă утне — Софиста — Н. В. Томский кӳлепӳçĕ ӳнерленĕ М. И. Кутузов палăкĕнче кăтартнă; Мускаври «Бородино çапăçăвĕ» музей-панораминче лартнă.[1]
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Будённый Семён Михайлович Викиампарта? |
Будённый Семён Михайлович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Фото старшего унтер-офицера Приморского драгунского полка Семёна Будённого
- Персональный сайт 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Будённый Семен Михайлович. «Пройдённый путь» в 3-х томах 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Выступление С. М. Будённого на совещании высшего руководящего состава РККА 23-31 декабря 1940
- С.Витошнев. «С. М. Будённый. Летопись.» (Биография) 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- НИНА БУДЁННАЯ: «ГЕОРГИЕВСКИЕ КРЕСТЫ ПАПА НОСИЛ ДОМА»
- Фотопортреты Будённого С. М. в «Российской портретной галерее»
- Аудиозапись выступления С. М. Будённого
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
Раççей кун-çулĕсем |
---|
Граждан вăрçин çарпуçĕсем
Хĕрлĕ çарăн çарпуçĕсем Вăрçă тата тинĕс çар ĕçĕсен халкомĕ: Л.Д. Троцкий Республикăн хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп çарпуçĕ: И. И. Вацетис (1.09.1918 — 9.07.1919), С. С. Каменев (1919-1924)И. И. Вацетис Пур Раççей тĕп штабĕн пуçлăхĕ: Стогов Н. Н. (18.5–2.8.1918), Свечин А. А. (2.8–22.10.1918), Раттэль Н. И. (22.10.1918 г. — 10.2.1921). РВСР Уйри штабĕн пуçлăхĕ: Раттэль Н. И. (2.10–22.10 1918), Костяев Ф. В. (22.10 1918— 16.6 1919), Бонч-Бруевич М. Д. (16.6–13.7.1919), Лебедев П. П. (13.7 1919—14.2.1921). Фронт çарпуçĕсем Тухăç фрончĕ: М.А. Муравьев (13.06.1918—11.07.1918), И. И. Вацетис (11.07.1918—28.09.1918), С. С. Каменев (28.09.1918—07.07. 1919), М. В. Фрунзе (19.07.1919—15.08.1919), В. А. Ольдерогге (15.08.1919—15.01.1920) Çурçĕр фрончĕ: Д. П. Парский, Д. Н. Надёжный (26.11.1918—19.2.1919) Туркестан фрончĕ: М.В. Фрунзе (çурла, 1919 — авăн, 1920), Г.Я. Сокольников (авăн, 1920 – нарăс, 1921), В. С. Лазаревич (нарăс, 1921 – кăрлач, 1922), В.И. Шорин (кăрлач—чӳк, 1922), А. И. Корк (чӳк, 1922—1923), С. А. Пугачёв (утă, 1923 – ака, 1924), М. К. Левандовский (ака, 1924 – чӳк, 1925), К. И. Авксентьевский (1925—1927) Кăнтăр фрончĕ: П.П. Сытин, П. А. Славен (чӳк, 1918 —кăрлач, 1919), В. М. Гиттис (кăрлач —утă, 1919), В. Н. Егорьев (утă — юпа, 1919), А. И. Егоров (юпа, 1919 – кăрлач, 1920), М.В. Фрунзе Кăнтăр-Тухăç фрончĕ: В. И. Шорин (10.1919—1.1920) Кавказ фрончĕ: В. И. Шорин (1920), В. М. Гиттис (15.05.1920—29.05.1921) Анăç фрончĕ: Д. Н. Надёжный (19.02.1919—22.07.1919), В. М. Гиттис (утă, 1919 —ака, 1920), М.Н. Тухачевский (ака, 1920 — çурла, 1922) Кăнтăр-Анăç фрончĕ: А.И. Егоров Çарсен çарпуçĕсем 1-мĕш юланут çарĕ: С.М. Будённый 2-мĕш юланут çарĕ: О. И. Городовиков, Ф.К. Миронов Шурă çарсен çарпуçĕсем Тан çарĕ: П.Н. Краснов Ирĕк кăмăл çарĕ: М.В. Алексеев † | Л.Г. Корнилов † | А. И. Деникин | В. З. Май-Маевский | барон П.Н. Врангель Раççей тухăçĕнчи шурă вăйсем: А.В. Колчак † | Г.М. Семёнов | барон Р.Ф. Унгерн фон Штернберг† Халăх çарĕ: В. О. Каппель Çурçĕр çарĕ:В. В. Марушевский | Е.К. Миллер Çурçĕр-Анăç çарĕ: А. П. Родзянко | Н. Н. Юденич | П. В. Глазенап |
- ^ Евгений Пчёлкин. Большая любовь маршала//Золотой мустанг. 1999. № 6
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- 1 степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Одессăна хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «РХХÇ XX çулта» медальпе чысланисем
- Георги хĕресĕпе чысланисем
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Викиампар каçă статьисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- 1883 çулта çуралнисем
- Акан 25-мĕшĕнче çуралнисем
- 1973 çулта вилнисем
- Юпан 26-мĕшĕнче вилнисем
- СССР çарпуçĕсем
- Виçĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- Суворов орден кавалерĕсем
- Таса Георгий орден палли кавалерĕсем
- Георгий медалĕпе чысланисем
- Волгоград хисеп гражданĕсем
- Ростов-Тан-çинчи хисеп гражданĕсем
- Мускавра вилнисем
- Раçсейри граждан вăрçине хутшăннисем
- Пĕрремĕш юланутçăсем
- Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннисем
- Тан касак çарĕ
- Вырăс-япун вăрçине хутшăннисем
- ССКП ТК пайташĕсем
- ССКП пайташĕсем
- СССР Аслă Канаш депутачĕсем
- Кремль некропольне пытарнисем