Википеди:Хыпарсем
Курӑнакан калӑплав
2013 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕ
[кодне тӳрлет]Çак уявпа пирĕн уйрăма хыпар кĕртекенсене пурне те хĕрӳллĕн саламлатăп. Viktor (обсуждение) 16:46, 22 чӳк уйăхĕн 2013 (UTC)
2013 çул - утă, 11
[кодне тӳрлет]Хутшăнакан:Ilnur efende хăйĕн бочĕ пулăшнипе (Пушкăртстан ялĕсемпе Раççей юханшывĕсене кĕртнипе) пирĕн энциклопедире стать шучĕ 19438 статьяна çитрĕ.
2012 çул - юпа, 6
[кодне тӳрлет]- Чăваш Ен фирма пуйăсĕ статья - 14000-мĕш статья.
Çурла, 2011
[кодне тӳрлет]- Çурла, 31 — Чăваш уйрăмĕнче 13 000 статья ытла. Тулли номерлĕ статья — Scapa (виски).
Кăрлач, 2011
[кодне тӳрлет]- Кăрлач, 26 — Чăваш уйрăмĕнче 12 000 статья. Тулли номерлĕ статья — Токай.
Ака, 2009
[кодне тӳрлет]- Ака, 6 — Википедийĕн Чăваш уйрăмĕнче 10 000 статья. Тулли номерлĕ статья — Хайдеггер Мартин.
Утă, 2008
[кодне тӳрлет]- Утă, 17 — Пирĕн уйрăмра 8000 статья ытла! 8000-мĕш статья — Рогачёв Яков Капитонович.
Кăрлач, 2008
[кодне тӳрлет]- Кăрлач, 14 — Пирĕн уйрăмра халĕ 7000 статья! 7000 статья — Чăваш тĕнчи.
- Кăрлач, 1 — Кипр, Мальта, Акротирипе Декели Евро укçине усă курма пуçланă.
Чӳк, 2006
[кодне тӳрлет]- Чӳк, 22 — Пирĕн уйрăмра халĕ 4500 статья! 4500 статья — Лава (юханшыв).
Пуш, 2006
[кодне тӳрлет]- Пуш, 9 — Пирĕн уйрăмра халĕ 2000 статья! 2000 статья — Тутарстанăн Çĕпрел районĕ.
- Нарăс, 10 — Турин хулинче Хĕллехи XX-мĕш олимпиада уçăлнă.
- Кăрлач, 15 — Википеди кунĕ. Википеди проектa пуçарса яни 5 çул çитpĕ.
- Раштав, 7 — Пирĕн уйрăмра халĕ 1500 статья! 1500 статья — Иркутск.
- Раштав, 6 — Тегеран хулинче 10 xyтлă çурт çине С-130 çарaн транспорт самолёчĕ персе аннă. 119 çын вилнĕ, вĕсенчен самолёт ăшĕнче 84 пассажир тата 10 экипаж членĕ пулнă.
- Чӳк, 26 — Китайри Цзянси провинциĕнче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Хăвачĕ Рихтер шкали тăрăх 5,7 баллпа танлашнă. 14 çын вилнĕ, 377 çын аманнă. Çĕр чĕтренĕвен эпицентрĕ Цзюцзянпа Жуйчан хулисем хушшинче пулнă.
- Чӳк, 18 — Иракри Ханакин хулинче боевиксем шиитсен мечетне сирпĕнтерсе янă. 65 çын вилнĕ, 75 аманнă.
- Чӳк, 17 — Волгоград облаçĕнче МЧСăн Ми-2 вертолечĕ персе аннă. Тăватă çын вилнĕ, пĕрине пульницăна ăсатнă.
- Чӳк, 13 — Китайра вырнаçнă Цзилинь нефтьпе хими завочĕ сирпĕнсе кайнă. Пушара икĕ кун иртсен кăна сӳнтерме пултарнă. 70 ытла çын аманнă, Сунгари юханшыва таса мар япаласем лекнĕ.
- Чӳк, 11 — Афганистан тăвĕсенчи Шомали тӳремлĕхĕнче, АПШан "Баграм" сывлăш çарĕсен бази патĕнче Раççей самолечĕ персе аннă.
- Чӳк, 9 — Амманра, Иорданин тĕп хулинче, виçĕ сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 60 çын ытла вилнĕ, 300 çын ытла аманнă.
- Чӳк, 7 — Раççей паллă актёрĕ, Трофимов Николай Николаевич вилнĕ.
- Чӳк, 5 — Британин паллă çыравçи, Джон Фаулз вилнĕ.
- Юпа, 29 — Мускавра чылай вăхăт чирленĕ хыççăн Кабардино-Балкари Республикин малтанхи президенчĕ Коков Валерий Мухамедович вилнĕ.
- Юпа, 28 — Францире пăлхавсем пуçланнă. Пăлхавсем малтан Парижăн çурçĕр енчен пуçланса пĕтĕм патшалăха ярса илнĕ. Çавăн пекех Бельгипе Германине те кăштих ярса илнĕ.
- Юпа, 28 — 78 çулта Чулхулара СССРăн пĕрремĕш тигрсен укротительници, Назарова Маргарита Петровна вилнĕ.
- Юпа, 17 — Турцире, Измир хули патĕнче виçĕ хут çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Пĕрремĕш çĕр чĕтренĕвĕ 5,7 баллă, иккĕмĕшĕ — 5,6, виççĕмĕшĕ 5,6 баллă пулнă.
- Юпа, 13 — Австралири Брисбен хулинчен 100 çухрăмра вырнаçнă Голд Кост курорт районĕ çине теннис мечĕкĕ пысăкăш пăр çунă.
- Юпа, 13 — Нальчик хули çине вăрă-хурахсем тапăннă.
- Юпа, 12 — Пирĕн уйрăмра халĕ 1000 статья яхăн! Пиннĕмĕш статья — Тимухха Хĕветĕрĕ.
- Юпа, 11 — Пакистанра каллех çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Халĕ 5,1 баллă çĕр чĕтренĕвĕн эпицентрĕ Кветта хулинчен (Белуджистан провинциĕн тĕп хули) 400 çухрăм кăнтăралла пулнă.
- Юпа, 8 — Кăнтăр Азире вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ пулнă. Эпицентрĕ Пакистанăн çурçĕр енче, Исламабадран 95 çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçнелле, Сринагартан 125 çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле пулнă.
- Çурла, 29 — Çĕнĕ Орлеан тăрăх Катрина çил-тăвăл иртсе кайрă. Хула шыв айне (80%) пулнă.
- Çурла, 24 — Хусана 1000 çул çитнине палартма пуçланă.
- Çурла, 21 — Шупашкара 536 çул çитнине уявланă. Шупашкар кунĕ иртнĕ.
- Утă, 19 — Пирĕн Википедире 200 статья! Икçĕрмĕш статья — Удмуртсем.
- Утă, 16 — Йĕпреç районĕнче патшалăх органĕсенче ĕçлекенсен IV Спартакиада иртнĕ.
- Утă, 15 — Пирĕн Википедире 150 статья! Çĕр аллăмĕш статья — Трубина Марфа Дмитревна.
- Çĕртме, 24 — Чăваш Енре Республика Кунне уявланă.
- Çĕртме, 21 — Шупашкарта çĕнĕ чарăну хута кĕреть. «Мега Молл» суту-илӳ центрĕ патĕнче вăл вырнаçнă.
- Çĕртме, 9 — Комсомольски районĕнче ял аслă тухтăрсен кунĕ иртнĕ. Кунта республикăн пĕтĕм тĕп пульницăри аслă тухтăрсем тата ытти врачсем килнĕ.
- Çĕртме, 9 — Çĕнĕ Шупашкарта каллех «Пĕрлашӳллĕ Раççей» кунĕ иртнĕ.
- Çу, 25 — Пирĕн Википедире 100 статья! Çĕрĕмĕш статья - Тĕп хула.
- Çу, 25 — Мускав хулинче электричество пĕтнĕ. Кун хушшинче аварине пĕтерме шутлаççĕ.
- Çу, 9 — Пĕтĕм тĕнче Фашист режимне çĕнтернине 60 çул çитнине палăртать. Мускавра ун ячĕпе парад иртнĕ.
- Çу, 6 — Великобританире иртнĕ парламент суйлавĕнче лейбористсем çĕнтернĕ.
- Çу, 5 — Çĕнтерӳ Поездчĕ чарăнас тесе шутламан пулсан та Вăрмарта чарăннă. Ветерансемпе Вăрнар çыннисене саламланă.
- Çу, 4 — Шупашкарта Аслă Вăрçă ветеранĕсене Çĕнтерӳне 60 çитнĕ ячĕпе 32 хваттер панă.
- Ака, 30 2005 — Канаш хулинче çĕнĕ аллейăсем никĕсленĕ. Хулари культурăпа кану паркĕпе юнашар çĕнĕ мăшăрсен аллеине, педегоги колледжăн вĕренекенĕсем вĕренсе тухакансен аллейине никĕсленĕ
- Ака, 21 2005 — Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культурă çурчĕнче социаллă хӳтĕлес енĕпе ĕçлекенсен Республикăн творчествăллă фестивалĕ уçăлнă.
- Ака, 16 2005 — Шупашкар хулинче урамсене тасатмалли субботник пулса иртнĕ.
- Ака, 15 2005 — Шупашкарăн 25 шкулĕнче вĕренекен 11 çулхи Юлия Иванова Чăвашъен Дартс Спорчĕн çĕнĕ рекордне лартнă.
- Ака, 14 2005 — Чăваш Википединче 10 статья яхăн! Малалла утатпăр! :)