Контент патне куҫ

Эдинбург

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Эдинбург (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Аслă Британи
Регион Шотланди
Тăрăх Сити-оф-Эдинбург
Координатсем 55°57′00″ с. ш. 03°11′55″ з. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану 21 администрациллĕ тăрăх
Лорд-мэр Роджер Люмонт
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр
Лаптăк 118 çм²
Центр çӳллĕшĕ 47 м
Йышлăх 4140 çын/çм²
Этнохороним эдинбургсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+0, çулла UTC+1
Телефон кочĕ +44 131
Почтă индексĕ EH1-EH13, EH14, EH15-EH17
Автомобиль кочĕ SA-SJ
Официаллă сайчĕ http://www.edinburgh.org/ (акăлч.)
Эдинбург (Аслă Британи)
Точка
Эдинбург (Шотланди)
Точка

Эдинбу́рг (акăл. и акăлч.-шотл. Edinburgh[ˈɛdɪnˌbrə] пек вуланать, гэл. Dùn Èideann [tuːn ˈeːtʃən] пек вуланать) — Шотланди тĕп хули, калăпăшĕпе иккĕмĕш хула, пĕр ятлă облаçĕн администраци центрĕ.

Шотландин тухăç тинĕс хĕрринчи (Вăта Шотланди айлăмĕн çĕрĕнче) Ферт-оф-Форт кӳлмекĕн кăнтăр çыранĕнче вырнаçнă. 1437 çултанпа Шотланди тĕп хули.

Хулара Эдинбург университечĕ вырнаçнă. Эдинбург районĕсене — Ватă хулапа Çĕнĕ хулана — 1995 çулта ЮНЕСКО йĕркеленӳлĕхĕн Тĕнче кăнарлăхĕ йышне кĕртнĕ. 2001 çулхи халăх çыравĕпе, Эдинбургра 468 070 çын пурăннă.

Çурлара хулара тĕнчипе паллă пысăк темиçе темăллă Эдинбург фестивалĕ иртет. Çак вăхăта хулари халăх йышĕ çулçӳревçĕсем пухăннипе икĕ хутчен ӳсет. Туллипе каласан, Эдинбурга çулсерен 13 млн яхăн çулçӳревçĕ килсе курать, çакна пула вăл Аслă Британире (Лондон хыççăн) иккĕмĕш çулçӳрев паллă вырăнĕ шутланать.

Хула ячĕ Гододин патшалăхĕнчи авалхи бриттсен çĕрĕнче ларнă Din Eidyn бретон карманĕнчен— Эйдин карманĕ — пулса тухать.

Мăн Эдинбург карманĕн сăнĕ.

VI ĕмĕрте анкăл-саксăсем кельт территорине çĕнтерсе илсен, кармана çĕнĕлле Edin-burh теме тытăннă. Хăшпĕр тĕпчевçĕсем шутланипе, çак палăрту Эдвин карманĕ тени пулать (Edwin’s fort), тĕпĕнче VII ĕмĕрте астулра ларнă Нортумбри патшин Эдвинăн ячĕ выртать, пулас. Çапах та, çакăн пек шухăшлани тĕрĕсех мар пуль, меншĕн тесен ячĕ Эдвин тăрăна керичченех улшăннă пулнă.

Эдинбург вăтамĕмĕрлĕхри XIV ĕмĕр картти çинче (çӳлти сулахай кĕтесре)

Паллă янташсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тони Блэр
Ширли Мэнсон
Климат таблици [1] Кăрлач Нарăс Пуш Ака Çу Çĕртме Утă Çурла Авăн Юпа Чӳк Раштав Çулта
Кунри чи çӳллĕ вăтам температура (°C) 6.2 6.5 8.7 11.1 14.2 17.3 18.8 18.5 16.2 13.2 8.1 6.9 12.1
Кунри чи пĕчĕк вăтам температура (°C) 0.3 0.0 1.5 3.1 5.7 8.7 10.3 10.2 8.4 5.9 2.1 0.9 4.8
Вăтам нӳрĕк (мм) 57 42 51 41 51 51 57 65 67 65 63 58 668
Çумăрлă кунсен вăтам шучĕ 17.2 13.6 16.2 14.0 14.4 13.3 13.1 15.2 16.5 16.7 16.3 16.3 182.8
Эдинбургри халăх йыш улшăнăвĕ [2] 17552005 çç. тапхăрĕнче [3][4]
1755 1791 1811 1821 1831 1841 1851 1861 1871 1881 1891
57 195 81 865 82 624 112 235 136 054 138 182 160 511 168 121 196 979 228 357 261 225
1901 1911 1921 1931 1951 1961 1971 1981 1991 2001 2005
316 837 320 318 420 264 439 010 466 761 468 361 453 575 425 575 418 914 448 624 457 830

Халăх çыравĕпе Эдинбургра 2001 çулта 448 624 çын пурăннă. 2005 çулта çак шут, Шотланди граждан тытăмĕн тĕп департаменчĕн хаклавĕпе, 457 830 çынна çитет, çав шутран 48 % (220 094 çын) арçын тата 52 % (237 736 çын) — хĕрарăм.

Шотланди Банкĕн пуç оффис çурчĕ

Эдинбург — Аслă Британин экономика енчен вăйлă аталаннă районсенчен пĕри. Экономика ӳсĕмĕ 1999 çулта пуçланать, ун чухне Шотланди парламентне çĕнĕрен йĕркеленĕ, çакăн хыççăн хулара правительство çурчĕсене нумай туса хунă, халăх валли чылай ĕç вырăнĕ тупăннă.


Эдинбургăн чи мала аталаннă экономикисфера услуг, тĕплĕнрех çулçӳревлĕх, банк ĕçĕ, çутĕç тата кăткăс технологисем. 1695 çулта Шотланди парламенчĕн йышăнăвĕпе Шотланди Банкне йĕркеленĕ. Халĕ вăл HBOS холдинг компанине кĕрет, унăн пуç офисĕ Эдинбургра вырнаçнă. Шотланди патша банкне патша хушăвĕпе 1747 çулта никĕсленĕ, паянкун вăл пасар капитализаципе тĕнче рейтингĕпе пиллĕкĕмĕш вырăнта шутланать.

Caledonian Brewery сăра пĕçерекен савучĕ
диспетчер турулĕ

Тулли статья: Эдинбургăн транспорт системи Эдинбург — Шотландин тĕп транспорт çыххи тата хĕвеланăç-вăта пайĕн чукун çул центрĕ.

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фотографисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фестивальсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Собор мечетĕ

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ World Meterological Organization
  2. ^ Хыпарсене Лит хула халăхне те кĕртнĕ
  3. ^ City of Edinburgh Council 2005 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Edinphoto 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.