Википеди:Суйласа илнĕ статьясем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Суйласа илнĕ статьясем, — вăл статьясем шутне проектри чи лайăх статьясем кĕреççĕ. Ку уйрăма лекес умĕн вĕсем Википеди:Суйласа илнĕ статьясем шутне кĕртмеллисем страница çинче суйлав урлă иртеççĕ. Унта вĕсене тĕрĕслĕх, пур енчи шухăша палăртасси, анлăн уçса пани енчен сӳтсе яваççĕ. Сӳтсе явнă хыççăн ку уйрăма вырнаçмалла, е вырнаçтарма май çукки пирки пĕтĕмлетсе калаççĕ.

Нумай пулмасть суйласа илнĕ статьясем[кодне тӳрлет]

Патшалăхăн пĕрлехи йĕркелĕвĕ «Чăваш патшалăхĕн пукане театрĕ» — Чăваш Республикин культура центрĕсенчен пĕри.

Театр Шупашкар хулин Президент бульварĕнче вырнаçнă. Театăрăн пултарулăх ĕçĕнче европа халăхĕсен тата чăваш халăхĕн кун-çул йĕрĕсене ӳнерлеççĕ.

1945- мĕш çулта ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче театăра пуçараканĕ, унăн директорĕ, режиссерĕ С. М. Мерзляков хайланă «Виçĕ хĕр-тус» пьесипе спектакль премьерине ирттернĕ. Çак кун театр çуралнă кунĕ шутланать.

Никита Ларионов

Ларионов Никита Ларионович (1932 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕнчи Элĕк районĕн Кармал ялĕнче çуралнă) — чăваш прозăçи, сăвăçи.

Чăваш педагогика институчĕн студенчĕ пулса чăваш чĕлхипе литература факультетĕнче пĕлӳ пухнă.

Калавсем, повеçсем, тата романсем çырса вĕсене хаçатсемпе журналсенче пичетлет. 15 ытла кĕнекене çут тĕнчене кăларнă.

Халĕ те Никита Ларионович пултарулăх ĕçне ăсран-алран ямасть.

Теннис картин виçисем, метрпа.

Карта, Корт (акăл. court, лат. cohors — карта тытнă вырăн) — тӳрем, тӳрĕ кĕтеслĕ теннис вылямалли лаптăк.

Параметрсем[кодне тӳрлет]

Карта тăршшĕ — 26 ярд (23,77 м), анлăшĕ — 9 ярд (8,23 м) (иккĕн выляма) е 12 ярд (10,97 м) тăваттăн выляма.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçиАслă Аттелĕх вăрçи) — Совет Союзĕн наци Германине тата Европăри унăн тамарĕсене (союзникĕсене) (Венгри, Итали, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати) хирĕç пынă 1941—1945 çулсенчи вăрçă; Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пысăк тапхăрĕ. Çак ят совет халăхĕсен ăс-тăнĕнче, йăлисенче Сталин 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче халăх умĕнче радиопа калаçнă хыççăн çирĕпленсе юлнă.

Калаçусенче «аслă» тата «тăван çĕршывăн» сăмахсене уйрăммăн усă кураççĕ. Пĕрремĕш çак сăмах çаврăнăшне вăрçă пирки «Правда» хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 23- çĕртмен 24-мĕшĕнче çак статьяра асăннă.

Антарктидăн спутник фотоӳкерчĕкĕ

Антаркти́да (ἀνταρκτικός — Арктикăн тепĕр енĕ) — Çĕрĕн кăнтăрĕнчи континенчĕ, Антарктидăн тĕп варри кăнтăр географи полюсĕпе пĕр танах темелле.

Антарктида — Çĕр çинчи чи çӳллĕ континент, кунти çĕр пичĕн вăтам çӳллĕшĕ 2000 м, континенчĕн варринче тăрри 4000 метăра çĕкленет. Çак çӳллĕшĕн чылайăш çĕрĕ пĕрмайах пăрпа витĕннĕ, айĕнче — континентăн çĕр пичĕ, унăн ~5 % лаптăкĕ çеç пăртан таса — ку çĕрсем Анăç Антарктидăпа Трансантарктикă тăвĕсенче: утравсем, çыран хĕр татăкĕсем, «типĕ айлăмсем» тата пăрлăх çийĕн çӳле кармашакан уйрăм ту виркĕсĕсемпе тăррисем (нунатаксем).

Хусан (Ромодан) вокзалĕ[кодне тӳрлет]

2007, авăн. Хусан вокзалĕн çурчĕ хальхи вăхăтра.
2007, авăн. Хусан вокзалĕн çурчĕ хальхи вăхăтра.

Хусан (Ромодан) вокзалĕ, — Чулхулан малтанхи чукун çул вокзалĕ.

1896 çулта Чулхулара Пĕтĕм Раççейри промышленностьпе ӳнер куравĕ иртнĕ. Ку курав хыççăн хулара Техника пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. Пĕрлешӳ хулана çĕршывăн ытти тăрăхсемпе епле те çыхăнтарма пултаракан ыйтусемпе ĕçлеме пуçланă. Çавна май Чулхула-Хусан чукун çулăн проктне шутласа кăларнă. Вокзала Дегтярёвсемпе Башкировсен çăнăх авăртакан армансен пристанĕ пулнă вырăна туса лартма йышăннă.

Вокзала 1900 çулта тума пуçланă та 4 çултан туса пĕтернĕ.

Вокзал 1970-мĕш çулсем пуçламăшĕ таран ĕçленĕ. 1974 çулта хулара питĕ нумай çĕрте çĕр йăтăнса аннă. Пĕри вĕсенчен çак вокзала каякан çула хупласа хунă. Ун хыççăн вокзала хупнă. Ку вокзал вара никама кирлĕ мар пулса тăнă, вăл хуллен арканма тытăннă.

1993 çулта ку çурта архитектура палăкĕ шутне кĕртнĕ, анчах та ăна сыхласа хăварас ĕçе ку пĕрре те пулăшман. Çурта вара «НоваКард» предприяти çăлса хăварма пулăшнă. 2003 çул тĕлне вăл малтанхи схемăсене, сăнӳкерчĕксене шыраса тупса çурта малтанхи илеме тавăрнă. Çапла вара хăйĕн 100 çулне ку çурт юсаса çĕнетнĕскер кĕтсе илнĕ.

Сăнарлă вăйă[кодне тӳрлет]

Cĕтел хушшинче сăнарлă вăйăсенче усă куракан кубиксем
Cĕтел хушшинче сăнарлă вăйăсенче усă куракан кубиксем

Сăнарлă вăйă, — вĕренме тата вăхăт иртерме пулăшакан вăйă. Ку тĕрлĕ вăйăсене хутшăнакан пĕр сăнара суйласа илет те ăна вылять.

Сăнарлă вăйăн ĕçĕ вăйă тĕнчинче пулса иртет. Тĕнчи хуть те мĕнле пулма пултарать, анчах та вăл вăйă юхăмне, ĕçсем епле пулса пынине палăртать. Вăйă ăсти палăртнă сценарийĕ тата вăл суйласа илнĕ вăйă тĕнчи çак вăйăсен тĕп никĕсĕ пулса тăрать.

Вăйăра тĕп тĕллевне çитмесĕр те, хăш-пĕр вăйăсенче вăл тĕллевĕ пачах та çук пулма пултарать. Тĕп тĕллев вырăнĕнче вара сăнара аталантарасси, вăйă тĕнчине пăхса тухасси, сăнарăн характерне тĕрĕс выляни пулса тăраççĕ.

Хĕвеланăçри патшалăхсенче вăйăсем малтанах сĕтел хушшинчисем пулнă. СССРта вара сĕтел хушшинчи тата чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем пĕрле çуралса аталаннă. Сĕтел хушшинчи вăйăсене энтузиастсем вăйă кĕнекисем тата «Заколдованная Страна» (Асамлă Çĕршыв) кĕнеке тăрăх аталантарнă. Чĕрĕлле иртерекеннисем вара Фантастикăна Юратакансен Клубĕсемпе (ФЮК) Хăйсем тĕллĕн юрлама вĕренмелли клубсенче (ХТЮВК) çуралнă.

Васильева Людмила Николаевна[кодне тӳрлет]

Васильева Людмила Николаевна
Васильева Людмила Николаевна

Васильева Людмила Николаевна (1930-1949) — сăвăç. Людмила 1938 çулта Таркăнти пуçламăш шкула вĕренме кайнă, 1942 çулта тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Çитмен пурнăçа пула виçĕ çул ун хыççăн колхозра ĕçленĕ. Вара 1945 çулта тин Илтрекьелĕнчи çичĕ класлă шкула вĕренме кĕнĕ. Кайран пĕр çул хушши Чистайри ял хуçалăх техмикумĕнче шут ĕçне вĕреннĕ. Çакă ăна пит килĕшсех пĕтмен курăнать, вăл 1948 çулхине Аксури педагогика училищине вĕренме кĕнĕ.

Хĕрача спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе аван çӳренĕ, яланах кроссене хутшăннă. Пĕррехинче вăл районти йĕлтĕрçĕсен кросĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă, унтан питĕ пиçĕхсе килнĕ хыççăн, çырмара вакă умне выртса, шыв ĕçнĕ. Кун хыççăн вăл чирлесе кайнă.

Сывлăхĕ хавшанăскер, утаймиех пулса çитсен, Чистай пульницине кайса выртнă. Малтан ăна, чирĕ ытла та шала кайнă тесе, пульницана илесшĕн те пулман. Аран-аран илнĕ илнĕ хыççăн икĕ уйăхран ăна, сыватса çитермесĕрех, пульницаран кăларса янă. Ултă уйăхран, çăварĕнчен юн аннипе, хĕр вăхăтсăр вилсе кайнă.

Вилес умĕн тăватă кун хушшинче хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа паракан 620 йĕркеллĕ «Асăнмалăх» (1949) поэмине çырса хăварнă.