Енисей (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ЕнисейÇĕпĕрти юханшыв, Çурçĕр Пăрлă океана юхса тухать. Ячĕ авал кăркăс «Эне-Сай» — юханшыв-анне сăмахĕнчен çуралнă.

Шыва куçарасси 19 800 м³/çек çитет. Юхăн калăпăшĕпе (624 çм³) Ениçей Раççейре 1-мĕш тĕлте пулать. Шыв çĕр лаптăкĕпе (2 580 пин çм²) Ениçей Раççейре 2-мĕш (Обь хыççăн) тата тĕнчере 7-мĕш вырăнта шутланать.

Тупмалли

[тӳрлет] Тавралăхĕ

Тĕнчери пысăк юхан шывсенчен пĕри: тăсăлăвĕ Мăн Енисей Кĕçĕн Енисея çитиччен — 3487 çм, Кĕçĕн Енисей çăлкуçĕнчен шутласан — 4102 çм, Мăн Енисейĕн çăлкуçĕсенчен виçсен— 4092 çм, Селенга çăлкуçенчен пăхсан— 5539 çм.

[тӳрлет] Юхăмĕ

Енисей Çĕпĕрвитĕр чукун çул кĕперĕ тĕлĕнче, Красноярск çуменче

Енисей Кăсăл хули патĕнче, Бий-Хемпе Ка-Хем шывĕсем пĕрлешĕнне çĕрте пуçланать те Тăва çĕрĕсем тăрăх анăçалла юхать. Вăрахăн çурçĕрелле пăрăнать, Шăкăнар хулипе иртет. Красноярск Енĕнче, кукăрăлса, çурçĕр енне чупать. Саян-Шуша шывуправĕ урлă юхать, кайран Краснояр енпе Хакасине пайлать. Саяногорск, Абакан витĕр юхать. Кайран Енисей каллех Красноярск енĕн çĕрĕпе, Красноярск шывуправĕпе, Дивногорск, Красноярск, Лесосибирск, Енисейск витĕр юхать. Малалла шыв çурçĕрелле чăтлăх тайгапа юхать. Çурçĕр çаври хыççăн çеç Игарка урлă, ун хыççăн Таймыр автономлă округ çĕрĕсене юхса кĕрĕт. Дудинкăран иртсен чылаях сарăлать те Диксон хули патĕнче Кар тинĕснене кĕрет. Пысăк йупписем: Ангара, Чул ай Тунгуска, Нижняя Тунгуска тата ыттисем.

Енисей çинчи хуласем: Кăсăл, Шăкăнар, Саяногорск, Абакан, Дивногорск, Красноярск, Лесосибирск, Енисейск, Игарка тата Дудинка.

Гидроэлектростанцисем: Красноярск ГЭСĕ, Саянпа-Шуша ГЭСĕ, Майн ГЭСĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕнче Обь-Енисей каналĕ туса хунă, вăл Обь шывне Енисейпе шыв çулĕпе çыхăнтарнă. Халĕ каналпа усă курмаççĕ.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем