Контент патне куҫ

Çармăс (Теччĕ районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çармăс (теччĕ районĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Тутарстан гербĕ Тутарстан ялавĕ|
Гербĕ Ялавĕ
Сармас Sarmas
ПатшалăхРаççей Федерацийĕ
РеспубликаТутарстан Республики
РайонТеччĕ районĕ
Ял тăрăхĕÇармăс ял тăрăхĕ
Лаптăккм²
Халăх йышĕ505 2002
Йышлăхĕ/км²
Телефон префиксĕ+7 84373
Почта индексĕ422377
Геогр. широти54°56′45″ Ç/N
Геогр. долготи48°28′22″ Т/E
Вăхăт тăрăхĕUTC+3, çулла UTC+4
ОКАТО (код)

Çармăс, выр. ТоншермаТутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ.

Ялтан район центрне çитме 25 километр, Хусана – 160, Пăвари чукун çул станцине – 28. Теччĕ-Пăва трассинчен тухса асфальт сарнă çулпа машинăпа кĕме пулать яла.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта СХПК правленийĕ, вăтам шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ пур. Ялта "Палан" фольклор ансамблĕ ĕçлет. Ташлакансен "Çĕмĕрт" ушкăнĕ 1994 çулта республикăри "Чăваш шăпчăкĕ" конкурсра диплом илнĕ.

Яла газпа водопровод кĕртнĕ.

Ялта 502 чăваш, 3 вырăс пурăнать.

Яла XIII ĕмĕрте, 1245 – 1250 çулсенче никĕс янă. Чи малтанах марисемпе чăвашсем, пурĕ 11 çемье, куçса килнĕ. Марисене чăвашла çармăс тенипе ял ятне те çаплах панă имĕш. Ял пуçланса кайни çинчен марисем хăйсем евĕрлĕ каласа параççĕ, чăвашсем – хăйсемле. Марисеннипе ял ячĕ виçĕ сăмахран тăрать – «тон» – туйăн, «шер» – çыран, «ма» – юхан шыв. Çапла вара «туйăнлă çыранлă юхан шыв» пулса тăнă. Пурăна-киле ялта чăвашсен йышĕ хушăнсах пынă, ял-йыш чăвашсен йăли-йĕркипе пурăннă. Чăвашсем яла халь те Çармăс теççĕ, Тоншерма тени вара «Çырма патĕнче тăнине» пĕлтерет е «Тăм çырма» теççĕ теприсем. [1] XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта шкул, чиркӳ, лавка, çил арманĕсем, шыв арманĕ, кĕрпе арманĕ пулнă.

Паллă янташсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ÇАРМĂС, ТОНШЕРМА 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.

Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.