Контент патне куҫ

Каша

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Каша (Чăнлă районĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Ял
Каша Каšа
Каша
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă районЧăнлă
Ял тăрăхĕТутар Каши
Координатсем54°42′18″ с. ш. 48°12′13″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
НикĕсленĕXVII ĕмĕр
Пĕрремĕш асăну1649
Пурăнан вырăн Ял
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Этнохоронимкашасем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Автомобиль кочĕ73, 173
ОКАТО кочĕ
Каша (Раççей)
Точка
Каша (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Каша Каšа - (выр. Кайсарово) Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи чăваш ялĕ. Çавăн пекех — Аслă Каша та теççĕ. Кăнтăрарах Тутар Каши пур, вăл ялăн пĕр хутлăхĕнче те чăвашсем пурăнаççĕ.

Аслă Накаткинран 35 çухрăмра Сĕве юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта клуб, музей, библиотека, чиркӳ, ваттисен çурчĕ пур. Этнографи музейĕ ача садĕнче вырнаçнă.

2002 çулта ялта 470 çын пурăннă.

1649-мĕш çулта документсенче яла асăннă. Ял ятне Койсарко Будаевран илнĕ. Кошайко Досаев яла никĕслекенсен хушинче пулнă. Тутарсем "Каша" - тутар ячĕ, "Кайсарово"- чăваш ячĕ тесе шутлаççĕ.

1913 çулта хăшпĕр çынсем Кунтиккав ялне никĕслеме хутшăннă[1].

XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта çил арманĕ, кĕрпе арманĕ, çăм тапатаркан тата маслобойка пулнă.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Садай Владимир Леонтьевич-чăваш çыравçи.
  • Ефремов Е.Г. - журналист.
  • Еграшкин А.А. - ӳнерçĕ.
  • Еграшкина Н.Н. - ӳнерçĕ[2].
  • Репин В.М. - историк.
  • Уфимкин П.Я. -
  • Репин Н.А.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Мĕтри Юман. Ульяновск енчи чăвашсем. // Мĕтри Юман. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997. — С.435-438.
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
  • Ромашкин, Валериан Федорович. Чуваши Симбирского Поволжья : ( Расселение, состав, этногенез, культура, религия ) / В. Ф. Ромашкин, В.Н. Федоров, Л.П. Шабалина. - Ульяновск: Симбирская книга, 1998. - 168 с. : ил.
  • Культура и быт низовых чувашей. Ч., 1984.
  • Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Ч., 1993.
  • Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
  • Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. Ульяновск, 2009.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял ячĕ çаканашкал тупмалли юмахра пур: Аслă Кашаран Кĕçĕн Кашана[3] туй килет (Кăмакаран вучаха кăвар кăларни)[4].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Çăлкуçсем тăрăх, Кунтиккава, тĕпрен илсен, Тутар Каши чăвашĕсем никĕсленĕ.
  2. Каша кинĕ (урăхла каласан, кунта çуралса ÿсмен).
  3. Кĕçĕн Каша — Чĕмпĕр облаçĕнчи Сенгилей районĕнчи ял.
  4. Чăваш халăх сăмахлахĕ. 4мĕш том. Вак жанрсем. Шупашкар, 1984. — 275 С.