Контент патне куҫ

Люксембург (патшалăх)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Люксембург (патшалăхĕ) ҫинчен куҫарнӑ)

Люксембург е Аслă Херцăклăх ЛюксембургАнăç Европăри пĕчĕк (карлик) патшалăхĕ. Герцоклăх Бельгипе, Германипе тата Франципе чикĕленет.

Тĕп хули — Люксембург.

VII ĕмĕр вĕçĕнче Виллиброрд (бенектианецсен орденĕн ертӳçи) хистенипе Люксембург халăхне Христос тĕнне кĕртнĕ. Люксембург вăтам ĕмĕрсенче франксен Австрази патшалăхне, кайран Рим империне, тепĕртакран — Лотарингине кĕрет. 963 çулта Люксембург ирĕклĕх çĕнтерсе илнĕ. Çак çĕрсенче хӳтлĕх карманĕ — Лисилинбург (Пĕчĕк карман) никĕсленĕ пулнă, çавăнтанах патшалăх аталанса пынă. Çак чылаях мар çĕрсене пуçараканĕ Зигфрид пулнă. Унăн аслашшĕсем çĕрĕсене вăрçăсемпе, политика енĕпе авланнипе, (кăнар) хăварнă çĕр пурлăхĕсене пухнипе тата килĕшӳ хучĕсене çырнине пула пуçтарнă. 1060 çулта Люксембургăн пĕрремĕш графĕ тесе Конрада палăртнă. Унăн мăнукĕн мăнукĕ Эрмезиндăн паллă ертӳçĕ тата унăн мăнукĕн ывăлĕ Генрих VII, хăй енчен, 1308 çултанпа Рим Императорĕ пулнă. 1354 çулта Люксембург графлăх шутĕнчен херцăклăха куçнă. Анчах та 1443 çулта Елизавета Герлитц, Рим императорăн Сигизмундăн племянници, çĕрне Филипп III Бургундскине пама тивнĕ.

1477 çулта Люксембург Габсбург династи аллине лекнĕ, Карл V империне пайланă чух Испани айне пулнă. Нидерланды Испани патши Филипп II хирĕç пăлхав çĕклесен, Люксембург никам майлă та пулман, аякка тăнă. Пăлхав вĕçленсен херцăклăха пăлхавçăсем хăйсем çумне хушăнтарнă. Вăтăрçуллă вăрçă (1618—1648) пуçламăшĕн тапхăрĕ Люксембургшăн лăпкă иртнĕ, анчах 1635 çулта вăрçăна Франци хутшăнсан, патшалăхра ахăр-самана пуçланнă. Кунсăр пуçне, Вестфаль мирĕ (1648) Люксембурга танăç пурнăç кӳрмен — 1659 çулта Пиреней килĕшӳ хутне çирĕплетнĕ хыççăн çеç вăл такăр çул çине тухнă. 1679—1684 çулсенче Людовик XIV, Хĕвел-патша, Люксембурга ярса илме пуçланă; кайран, 1697 çулта, Франци ăна Испанине парнеленĕ. Испани пурлăхĕшĕн пынă вăрçă хыççăн Люксембургпа Бельги Габсбургсем патне таврăннă. Франци Революцийĕн улттăмĕш çулĕнче Люксембурга каллех Франци сĕмне лекет. Херцăклăх çĕрне виçĕ департамента (departements) пайланă. Люксембург 1798 çулта пăлханма тăнă, анчах та çĕкленнĕскерсене çапса пусарнă.

Наполеона астулран кăларса ярсанах Люксембург францисене пăхăнма пăрахать, 1815 çулхи Вена Конгресĕнче ăна Аслă херцăклăх паллă панă, çĕрĕсем Нидерландсен патшине — Орански-Нассау ăрăвĕнчи I-мĕш Вильяма — куçнă. Люксембургшăн автономи хăварнă, Нидерландсемпе хормăллă çыхăну çеç пулнă, мĕншĕн тесен херцăклăх çĕрне Вильям хăйĕн харпăрлăхĕ тесе шутланнă. Çĕрĕсем çаплах Германи Конфедерацинче кĕнĕ май пруссем кунта хăйсен гарнизонне вырнаçтарнă. Вильям тапхăрĕ хаяр пулнă — вăл халăха хăйĕн тарçи вырăнне хурса йывăр ясаксемпе асаплантарнă. Люксембург çыннисем 1830 çулта Вильяма хирĕçле, Бельгипе пĕрле, пăлхава тухнă та чӳк уйăхĕнче (Вильям килĕшмен пулсан та) Люксембург херцăклăхĕ Бельги шутне кĕрет.

1831 çулта Франци, Англи, Раççей, Прусси тата Австри ертӳçисем пĕрле пухăнса çапла килĕшӳ тунă: Люксембурга Вильям I тавăрса панă, Германи конфедерацине кĕртнĕ, франци чĕлхипе калаçаканнисене Бельгие пурăнма куçарнă. 1867 çулчен Люксембург автономи йĕркиллĕ Нидерландсен шутĕнче пулнă.

1842 çулта Вильям II Пруссипе килĕшӳ хучĕ çырнă, Люксембург Таможня Ушкăнне хутшăннă. Çапла вара герцогство хуçалăхĕ аталана пуçланать, кунта чукун çулсем хураççĕ. 1841 çулта халăхран ыйтмасăрах Люксембурга конституци йышăнтарнă. 1848 çулхи Франци революци сĕмĕпе Вильям автономине либераллă конституци парнеленĕ. 1866 çулта конфедераци салансан Люксембург суверенлă патшалăх ретне тухать. Официаллă ку 1867 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче пулса иртет. Кăшт маларах, 1867 çулхи акан 29-мĕшĕнче, Лондонри тĕнчери конференцире Раççей, Аслă Британи,Франци, Прусси тата ретри ытти патшалăхсем Люксембург шайĕ пирки килĕшӳ хучĕ çырнă. Çапла Аслă герцогство Люксембург Нассау династин кил-çурчĕн пурлăхĕ шутне ĕмĕрлĕхех йышăннă, герцогствăна "ĕмĕрлĕхех никам майлăмар" патшалăх тесе çирĕплетнĕ.

1890 çулта, Вильям III вилсен, Нидерландсен патшалăх астулĕ арçынсăр тăрса юлать, çавăнпа вара Аслă херцăклăхăн херцăкне —Нассау Адольф патша пулса тарать, кайран унăн ывăлĕ Вильям та патша пулать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Люксембург никам майлă та пулман, çапах та ăна 1914 çулта Германи оккупацилет. Вильям хĕрĕ — Мария Аделаида — нимĕçсемпе ытлах хирĕçмен.

Версаль мирĕпе Мария Аделаида астулне Шарлотта йăмăкне хăварать. 1940 çулта Германи иккĕмĕш хут Люксембурга хупăрлать. Кун чух Патшалăх Ертӳлĕхĕ нацистсемпе пĕр канашлă пулман пиркипе Херцăк пĕтĕм Кил-çурчĕ эмигрирацие тухса каять, вĕсем вара ют çĕрте пурăнаççĕ. Херцăклăхра нимĕçсем хăйсен «йăлисене» йĕркеленĕ, франци чĕлхипе калаçма чартарнă. Херцăклăха Виççĕмĕш Райх çумне хушнă; 12 пин çынна нимĕç Вермахт ретне тăратнă, вĕсенчен 3 пинĕ хĕсметрен тарса юлнă, çавăн чухлех Кăнтăр фронтĕнче пуçне хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче Люксембурга ирĕклĕхе кăлараççĕ. Çак çултах вăл Бельгипе Нидерландсен Экономика Пĕрлĕхĕ (Бенилюкс) тытăçать. 1949 çулта ÇАПУ-на кĕнипе Аслă херцăклăх Люксембург чылай ĕмĕр тытнă вăрçăсăр шайĕнчен тухать (Лондонри Килĕшӳ Хучĕ - 29/04/1867).

1964 çулта Люксембург астулне Жан тиккĕ йышăнать.


ÇАПУ хĕçпăшаллă вăйĕсем
Албани | АПШ | Аслă Британи | Бельги | Болгари | Венгри | Германи | Греци | Дани | Исланди | Испани | Итали | Канада | Латви | Литва | Люксембург | Нидерланд | Норвеги | Польша | Португали | Румыни | Словаки | Словени | Турци | Франци | Хорвати | Чехи | Эстони