Саплăк (ял)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Саплăк (пĕлтерĕшсем).
Ял
Саплăк
Саплăк
Ялав Герб
Ялавĕ Гербĕ
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Çĕпрел
Ял тăрăхĕ Саплăк
Координатсем 54°45′00″ с. ш. 47°40′00″ в. д. / 54.75000° с. ш. 47.66667° в. д. / 54.75000; 47.66667 (G) (O) (Я)Координатсем: 54°45′00″ с. ш. 47°40′00″ в. д. / 54.75000° с. ш. 47.66667° в. д. / 54.75000; 47.66667 (G) (O) (Я)
Шалти пайлану урамсем
Пуçлăх Храмов Алексей Васильевич
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православилле христиансем
Этнохороним саплăксем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84375
Почтă индексĕ 422478
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ
Саплăк (ял)Раççей çинче
Red pog.png
Саплăк (ял)Тутарстан çинче
Red pog.png

Саплăк (çавăн пекех Элешке Саплăк, хушăран Чăваш Саплăк тени те пулма пултарать, выр. Алешкин Саплык)— Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕ. Саплăк ял тăрăхĕн центрĕ. Юнашарах вырнаçнă Тутар Саплăк ялĕнче те, тĕпрен илсен (83%), чăвашсемех пурнаççĕ. Çапла вара кулленхи калаçура "Саплăк" тени чылай чухне икĕ ялне те пĕр харăсах пĕлтерет.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăнлă хĕрринче, унăн сылтăм çыранĕнче, вырнаçнă. Юнашарах ÇĕрпӳСызрань автоçул иртет.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта Калинин М.И. ячĕллĕ АКХ правленийĕ, шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ, почта, ача-пăча сачĕ, комбикорм цехĕ пур. Саплăк Кивĕ Çĕпрелтен 8 çухрăмра, Хусантан 260 çухрăмра вырнаçнă. Яла газпа водопровод кĕртнĕ.

Халăх шучĕ
1859 1911 1920 1926 1938 1949 1958 1970 1979 1989 2002 2010
319 711 766 700 862 878 830 1031 878 597 564 497

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Яла Элекçей Саплăкĕ никĕсленĕ теççĕ; 1664-мĕш çулхи документсенче ялти çынсен ячĕсене асăннă, вĕсем хушшинче Алешка Бейбулатов[çăлкуç ăçтан?]. XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта вулăс кантурĕ, чиркӳ, çил арманĕсем, кĕрпе арманĕ пулнă.

1903-мĕш çулта чиркӳ шкулĕ уçăлнă. Унта пĕрремĕш вĕрĕнтекен - Василий Степанович Дементьев, СССР авиаци промăçлăхĕ минитстрĕн Дементьев Пётр Васильевичăн ашшĕ пулнă.

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Маларах асăннă Дементьев Пётр Васильевич (1907-1977) Саплăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах малтанхи хут шкула кайнă; унăн ашшĕ-амăшĕ те Саплăкрах пурăннă; пит паллах мар сăлтавсене пула çеç П.В.Дементьев урăх ялта, çак районти Упире, çуралнă пек курăнать[1][2][3].

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Палинов Валентин Михайлович (1936-2004) — Шупашкарта "Пионер сасси", "Коммунизм ялавĕ" хаçатсенче, "Капкăн" журналта ĕçленĕ журналист, çыравçă.
  • Клементьев Иван Федорович (1947-2009) — журналист, «Хыпар» (маларах — "Коммунизм ялавĕ") хаçатра ĕçленĕ[4].
  • Алексеев П.А. - ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
  • Филиппов Г.И. - полковник
  • Шадриков Александр Валерьевич (01.01.1977 çур.) — Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ (2013-2018)[5], Тутарстанăн экологи министрĕ (2018-)[6].
  • Клементьев Петр Андреевич (27.01.1955 çур.) - Пуканесен театрĕн артисчĕ (Шупашкар хули), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1987), Чăваш республикин халăх артисчĕ (2005)[7].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Макаров В., Ларионов Н. Дементьев министр Алешкин-Саплăкра çуралнă. — Чĕмпĕр чăвашĕсен "Канаш" хаçачĕ. 1393-мĕш (2016.11.03) кăларăм
  2. ^ Ульяновск облаçĕ-нчи патшалăх архивĕ – УОПА, 4-мĕш фонд, 11-мĕш хушма опись, 152-мĕш ĕç. «Упи ялĕн 1901-1908 çулсенчи метрика кĕнеки».
  3. ^ Макаров В., Ларионов Н. Тăван Çӗршыва суйламаççӗ. — 28.11.2016 10:41 | Çĕпрел (Дрожжановский) "Сувар" хаçат сайчĕ.
  4. ^ Ӗҫтеше асӑнса : [Раҫҫей Журналистсен союзӗн членӗ Иван Федорович Клементьев вилни ҫинчен некролог] // Хыпар : чӑваш халӑх хаҫачӗ. - 2009. - 11 утӑ (№ 133/134). - С. 15
  5. ^ Новым главой Дрожжановского района РТ стал Александр Шадриков 26.04.2013
  6. ^ Вся министерская рать: самые занимательные факты из биографии татарстанских министров.
  7. ^ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Клементьев Петр Андреевич.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]