Çармăс (Теччĕ районĕ)
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
| | |
Гербĕ | Ялавĕ |
---|---|
Сармас Sarmas | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Тутарстан Республики |
Район | Теччĕ районĕ |
Ял тăрăхĕ | Çармăс ял тăрăхĕ |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | 505 2002 |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 84373 |
Почта индексĕ | 422377 |
Геогр. широти | 54°56′45″ Ç/N |
Геогр. долготи | 48°28′22″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) | |
Çармăс, выр. Тоншерма — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ.
Ялтан район центрне çитме 25 километр, Хусана – 160, Пăвари чукун çул станцине – 28. Теччĕ-Пăва трассинчен тухса асфальт сарнă çулпа машинăпа кĕме пулать яла.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта СХПК правленийĕ, вăтам шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ пур. Ялта "Палан" фольклор ансамблĕ ĕçлет. Ташлакансен "Çĕмĕрт" ушкăнĕ 1994 çулта республикăри "Чăваш шăпчăкĕ" конкурсра диплом илнĕ.
Яла газпа водопровод кĕртнĕ.
Ялта 502 чăваш, 3 вырăс пурăнать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла XIII ĕмĕрте, 1245 – 1250 çулсенче никĕс янă. Чи малтанах марисемпе чăвашсем, пурĕ 11 çемье, куçса килнĕ. Марисене чăвашла çармăс тенипе ял ятне те çаплах панă имĕш. Ял пуçланса кайни çинчен марисем хăйсем евĕрлĕ каласа параççĕ, чăвашсем – хăйсемле. Марисеннипе ял ячĕ виçĕ сăмахран тăрать – «тон» – туйăн, «шер» – çыран, «ма» – юхан шыв. Çапла вара «туйăнлă çыранлă юхан шыв» пулса тăнă. Пурăна-киле ялта чăвашсен йышĕ хушăнсах пынă, ял-йыш чăвашсен йăли-йĕркипе пурăннă. Чăвашсем яла халь те Çармăс теççĕ, Тоншерма тени вара «Çырма патĕнче тăнине» пĕлтерет е «Тăм çырма» теççĕ теприсем. [1] XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялташкул, чиркӳ, лавка, çил арманĕсем, шыв арманĕ, кĕрпе арманĕ пулнă.
Паллă янташсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кутяшов С.С. - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 1-мĕш директорĕ.
- Земляков А.Е. - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ.
- Маруськин Г.А. - спортсмен.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ÇАРМĂС, ТОНШЕРМА 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |