Контент патне куҫ

Сарплат

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сарпăлат ҫинчен куҫарнӑ)
Сарплат
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Йăлкăш
Координатсем 55° с. ш. 46° в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним сарплатсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429260
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Сарплат (Раççей)
Точка
Сарплат (Чăваш Ен)
Точка

Сарплат (Изванка, Тĕрĕк ушкăнь, Хурăн Элĕк ушкăнь) — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ялĕ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Икĕ урамлă ялта — Сад тата Мир урамĕсем — 273 çын (2006) пурăнать. 1859 çулхи халăх çыравĕпе Изванка ялĕнче 48 килте 117 арçынпа 132 хĕрарăм, 1897 — 205 хĕрарăмпа 173 арçын, 1926 — 96 килте 474 çын пурăннă.

1918 çулта вара ялта шкул ĕçлеме пуçланă.

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав, 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш, 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Ял 2-мĕш Элĕк обществине кĕнĕ. Пĕр архив ĕçĕнче ял пирки çапла асăннă

"Чувашам известен более под названием "Сарплат", в официальной же переписке употребляется название Изванкин (в унизительной форме). По преданию основателем поселения (ошкăн) был некто по имени "Изван". В последствии какой-то барин по имени Сарплат, узнав, что жители поселения владеют плодородной землей, вздумал превратить в крепостное состояние. Об этом замысле проведали чуваши в соседней с поселком д. Тогач и из опасения, чобы Сарплат не завладел ими, однажды Изванов поселок сожгли, а затем отправилсь в свой уездной город Курмыш хлопотать об устранении домогательства Сарплата, в чем и успели"

Изиван, Исиван, Пăлат — авалхи чăвашсен ячĕсем. Хурăн Элĕк тесе ял çывăхĕнче ĕлĕк хуран чылай ӳснĕрен каланă. К. В. Элле хăйĕн пĕр ĕçĕнче

"Пулат — один из чувашских старшин в Казанском крае в конце 15 в. —

тесе палăртать. Ваттисен асаилĕвĕсенче те Изванка ялне ĕлĕкрех Сарплат Элĕк, Хурăнлă Элĕк ятсемпе калани паллă.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]