Вырăс Сурăм
Вырăс Сурăм
|
Вырăс Сурăм — Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи ял.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăс Сурăмра 250 çын пурăнать. Ял 9 урамран - Пионер, Туçи, Çĕнтерӳ 40 çул, Совет, Ял, Калинин, Çĕнĕ, Анат, Çырма — тытăнса тăрать.
Ялта пурăнакансем "Варкăш" фольклор ушкăна йĕркеленĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла Пётр I патша хушнипе вырăс салтакĕсенчен пуçарса янă.
1917 çултанпа 1927 çулчен Етĕрне уесĕн Асакасси вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн каллех Элĕк районне кĕртнĕ. Халап[1]:
Сала пулса кайни çинчен пĕр халап çӳрет. Халапăн кĕске содержанийĕ çапларах: «Вырăс Сурăм салине пуçласа яраканĕ Шупашкар мăнастирĕнчи пĕр манах пулнă тет. Вăл хресченсенчен çичĕ вăкăр выртмалăх çĕр ыйтнă. Хресченсем килĕшсенех хальхи манах вăкăрĕсене уя илсе тухса пусрĕ тет те тирĕсене сӳсе ансăр хăю евĕр каса-каса сыпрĕ тет. Вара хăй малтан суйланă çĕр çине тир çипписене карса хучĕ тет, çав тери анлă çĕр виçсе илчĕ тет. Çакна курса тĕлĕннĕ халăх ахлатсах янă пулать. «Калаçса килĕшни укçаран хаклăрах», — тенĕ ваттисем. Çапла вара, çак манах чăвашсене улталаса çĕр çавăрса илнĕ пулать те ял пуçласа янă тет».
Халап çăлкуçĕ: 1) Вырăс Сурăм салинче пурăнакан 89 çулхи Моляков Александр Васильевичран 2009 çулта 6-мĕш класра вĕренекен Майорова Екатерина Петровна çырса илнĕ.2) Ефимов Л.А. Элĕк енĕ. Историпе краеведении очеркĕсем. Элĕк, 1994. С. 52-53.
3) Чăваш халăх сăмахлăхĕ. Мифсемпе халапсем. Шупашкар, 1987. С. 343-344.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăс Сурăмран тухнă çынсем Хĕрлĕ Чутай районĕнче Элĕк ятлă яла тĕкĕленĕ.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Антипова Юлия Федоровна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |