Сорокина Лидия Семёновна
Курӑнакан калӑплав
Сорокина хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Лидия Семёновна Сорокина | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сорокина Лидия Семёновна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1941, авăн, 12 |
Çуралнă вырăн: | Кызыл-Ту, Кокчетай облаçĕ, Казах ССР, ССРП |
Професси: | опера артисчĕ |
Гражданлăх: | |
Хастар çулсем: | 1966 - ? |
Театр: | Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ |
Рольсем: | Татьяна», Мэри Ив, Стелла , Анка, Елена тата Надежда |
Спектакльсем: | «Евгений Онегин» (П. Чайковский), «Девушка с голубыми глазами, или Мэри Ив летит в Москву» (В. Мураделли), «Вольный ветер» (И. Дунаевский), «Чапай» Б. (Б. Мокроусов), «Петроградская повесть», «Черная береза» (А. Новиков) |
Лидия Семёновна Сорокина (12.9.1941, Кызыл-Ту, Кокчетай облаçĕ, Казах ССР, ССРП çур.) — опера юрăçи, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970), Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕ (1969)[1][2].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лидия Сорокина 1941 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнче Кокчетай облаçĕнчи Кызыл-Ту хулинче çуралнă.
Мускаври А. Луначарский ячĕллĕ театр ӳнерĕн патшалăх институтĕнче вĕренсе тухнă хыççăн 1966 - 1972 çулсенче Чăваш мусăк театрĕнче (халĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ) тăрăшнă. Сцена çинче пĕрремĕш Нарспи рольне сăнарланă, çак ĕçшĕн Лидия Семёновна Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ.
1972 çулта Мускава куçса кайнă, унта Оперетта театрĕнче, каярах Мусэстрадăра ĕçленĕ.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вдовцева, Л. «Хотела бы спеть Нарспи...», «Советская Чувашия», Шупашкар, 16-апр-1967.
- Длугач, А. Помогли товарищи, «Театральная жизнь». – 1968. – № 20. – С. 11.
- Заломнов, П. Д. Сорокина Лидия Семеновна. «Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены», Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Кызыл-Тура çуралнисем
- Википеди:Портретсăр çынсем пирки статьясем
- Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Авăнăн 12-мĕшĕнче çуралнисем
- 1941 çулта çуралнисем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Пайăр çынсем:Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ