Денисов Мефодий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Денисов Мефодий Иванович 1922 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă.

DenisovMef.gif

Кун çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçă вăхăтĕнче Ленинграда хӳтĕленĕ, аманнă. Сарăтури Л.В.Собинов ятлă консерваторинче вĕрĕннĕ.

1951 - 1959 çулсенче Чăваш патшалăх филармониче солисчĕ пулнă, 1959-1971 çулсенче Чăваш патшалăх музыка театăрĕн солисчĕ. 1971 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен каллех Чăваш патшалăх филармониче солистра ĕçлет.

М.И. Денисов Чăваш Енĕн ертсе пыракан артистсенчен пĕри. Оперăсенче вăл нумай манса кайми сăнарсем кăтартнă. Нумай концертсенче хутшăннă, унта совет, вырăс, чăваш тата ют çĕршыв композитăрĕсен хайлавĕсене юрланă.

Мефодий Иванович чăваш юррисене питĕ ăста юрланă, концертсемпе Соет Союзĕнчи нумай хуласенче тата социализм çĕршывĕсенче пулнă. М. И. Денисов пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннă. Вăл СССР Аслă канашĕн VII созывĕн депутачĕ пулнă, ССКП Шупашкар горкомĕн пайташĕ пулнă, Ленин районĕн ĕçлекенсен депутачĕсен Канашĕн депутатне суйланнă. Пĕтĕм Раççейри театр ушкăнĕн (?) Чăваш уйрăмне нумай çул ертсе пынă. Республикăри ялсенчи культурăпа-шеф ĕçĕн комиссине ертсе пынă. Çамрăксене вĕрентме нумай вăй хунă. Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрентнĕ. 1985 çултан тивĕçлĕ канура.

Чысланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш АССРĕн Ӗç Мухтавĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ (10.3.1972).
  • Аслă вăрçăн 1 шайри орденĕ.
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
  • Медальсем.
  • Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1954.
  • Чăваш АССРĕн тава халăх артисчĕ — 1962.
  • РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1967.
  • Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни –1969.