Контент патне куҫ

Туçи мари чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Туçи çармăс чĕлхи ҫинчен куҫарнӑ)
Туçи мари
Тăван ячĕ: Мары йӹлмӹ
Патшалăхсем: Раççей
Регионсем: Мари Эл, Чулхула облаçĕ, Киров облаçĕ
Официаллă статус: Мари Эл
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал çемьи
Финн-укăр турачĕ
Финн-атăл ушкăнĕ
Çырулăх: кириллица (мари çырулăхĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: mrj
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Туçи мари чĕлхитуçи марисен чĕлхи, мари чĕлхин туçи пуплевĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ литература чĕлхи. Калаçакан йыш — 36 822 (2002 çулхи халăх çыравĕ). Мари Элĕн Туçи Мари, Юри тата Килемар районĕсенче, çаплах Чулхула облаçĕн Воскресенск районĕнче, Киров облаçĕн Ярань районĕнче сăмахлаççĕ.

Туçи марилле «Жерӓ» тата «Йӓмдӹ ли!» хаçатсем, «У сем» литература журналĕ тухать.

Диалектсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Туçи калаçăвĕ — туçи мари челхи, Атăлăн сылтăм çыранĕнче пуплеççĕ.
    • Елас пуплевĕ — литература чĕлхин никĕсĕ.
    • Кузнецов пуплевĕ
    • Емангаш пуплевĕ
    • Виловат пуплевĕ
  • Вăрман калаçăвĕ — вăрман марисен чĕлхи, Атăлăн сулахай çыранĕнче сарăлнă.
    • Чикмĕ пуплевĕ
    • Килемар пуплевĕ
    • Арди пуплевĕ
    • Юксар пуплевĕ

Туçи мари алфавичĕ

А а Ä ä Б б В в Г г Д д Е е Ё ё
Ж ж З з И и Й й К к Л л М м Н н
О о Ö ö П п Р р С с Т т У у Ӱ ӱ
Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ Ы ы
Ӹ ӹ Ь ь Э э Ю ю Я я      
  • Юадаров К. Г. Горномарийский язык: (учебное пособие для учителей родного языка, студентов). Йошкар-Ола, 1997.
  • Саваткова А. А. Словарь горного наречия марийского языка. Йошкар-Ола, 1981.