Тупаларсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тăван ячĕ туба

Тупаларсем (тăван ячĕ туба) — Алтай Республикинче пурăнакан тĕрĕк чĕлхиллĕ вак халăх.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет тапхăрĕнчи халăх çыравĕпе (1926 ç. пуçсăр) тупаларсене алтайсен йышне кĕртнĕ. 2000 çулта тупаларсене Раççей Федерацин вак халăхĕ шутне (Раççей Федерацин Правительствин 2000 çулхи пушăн 24-мĕшĕнчи 255 №-лĕ йышăнăвĕ) кĕртнĕ. 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вĕсене хăйсен чĕлхиллĕ уйрăм халăх тесе палăртнă.

Халăх йышĕ, вырнаçăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе тупаларсен йышĕ РФ 1565 çынна çитнĕ, çав шутра Алтай Республикинче — 1 533 çын — ытларах Чой районĕнче.

Чĕлхе[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тупалар чĕлхи е çурçĕр алтай чĕлхисен ушкăнне (тавлашуллă), е кăпчак ушкăнĕн (алтай чĕлхе çемьин тĕрĕк турачĕ) кăркăс-кăпчак (хакас) кĕçĕн ушкăнне . Официаллă тупаларсене тата тупалар чĕлхине уйрăм халăх тата уйрăм чĕлхе тесе йышăннă. Анчах та этнографсем çĕнĕ классификаципе татăçуллă вĕсене çурçĕр алтай (куманди-челкан) чĕлхи шутне тупалар калаçăвĕ евĕр, е кăнтăр алтай (алтай) чĕлхи шутне кĕртеççĕ[1]

Этеплĕх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Баскаков Н.А. Тюркские языки, М., 1960, 2006

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]