Контент патне куҫ

Чăваш Çармăс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Чăваш Çармăс
Чăваш Çармăс
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Йĕпреç районĕ
Ял тăрăхĕ Ирçе Çармăс
Координатсем 55°09′33″ с. ш. 47°14′03″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр
Малтанхи ятсем Çармăс
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православилле христиансем
Этнохороним чăвашçармăссем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83538
Почтă индексĕ 429722
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 213 840 002
Чăваш Çармăс (Раççей)
Точка
Чăваш Çармăс (Чăваш Ен)
Точка

Чăваш Çармăс (выр. Кубня) — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи чăваш ялĕ. Шупашкартан — 139 км, Йĕпреçрен — 25 км, чукун çул станцийĕнчен — 12 км. Ялта икĕ лавкка, суту-илÿ павильонĕ пур.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 533 çын, çав шутра 249 арçын, 284 хĕрарăм пурăннă[2].

Чăваш Çармăсне XVII ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Хусан уесĕнчи Галиц Çулĕ çинчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ[3]. 1678-1679-мĕш çулсенче ку ялта 8,5 чухлĕ ясак тÿлекен 19 кил пулнă. XVII тата XVIII ĕмĕрсен чиккинче вĕсен патне тата Хусан уесĕнчи "Кильни" ялĕнчи (чăвашла ят паллă мар) чăваш хресченĕсем пырса вырнаçнă[3].

XVIII ĕмĕрĕн малтанхи çурринче çак ялпа Хурамал ялĕ хушшинче "Исеево поле" текен вырăншăн (чăвашла ят паллă мар) тавлашусем пулса иртнĕ. Хурамалтан Кĕçĕн Хурамал уйрăлса тухсан ку тавлашусем вĕçленнĕ. Вăл вăхăтсем хыççăн ял Кĕтне юппи Аутла шывĕ çинче вырнаçнă пулнă, 36 кил (116 арçын, 120 хĕрарăм) шутланнă.

Унтан вара Кĕçĕн Хурамал чăвашĕсем Çĕнĕ Шуртана куçса кайнă, ирçесем килсе вырнаçнă. Вĕсен ялне чăвашсем Ирçе Çармăс, хайсенне Чăваш Çармăс теме пуçланă (унччен Çармăс тенĕ пулнă).

Халăх халлапĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Документсенче, ытти çавăн пек историлле çăлкуçсенче палăракан историсĕр пуçне, халăх халапĕсем пĕлтерекен хыпарсем пур. Ун пек япаласемпе паллашни усăллă пулма тивĕç, анчах чăнлăхпа суяна, ытарлă каланисене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пĕлмелле.

Халапсем тăрăх, Çармăс малтан урăх тĕлте вырнаçнă пулнă имĕш. Ултă килйыш (Шаймановсен йăхĕ) Çут çырма çинче çурт-йĕр çавăрнă тет, ялне вара Çут Çармăс тенĕ тет. Пĕррехинче пĕрин вăкăрĕ çухалнă та пурте ăна шырама тухнă. Аутла шывĕ тĕленче тупнă. Вăкăра тупнă вырăна пурте куçса ларнă тет, мĕншĕн тесен çапла туни телей кÿрессе шаннă.

Ку халапа камсенчен тата хăçан çырса илни паллă мар. Анчах та В.Д.Димитриев прахвиссăр вĕсене А.С.Яковлев ярса панă çыруран пĕлнĕ[4].

Каярахри истори

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхеĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Комсомольски районне, 1959 çулхи юпа уйăхĕн 9 хыççăн Йĕпреç райоарнне]], 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Йĕпреç районне кĕрет.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 2002 çулхи çыравăн бази.
  2. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ 1 тата 2 Димитриев В.Д Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С.180-181
  4. ^ Димитриев В.Д Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С.181,408

Кĕтне ялĕн сайчĕ(ĕçлемен каçă)

Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.