Контент патне куҫ

Атав-Тăлăмпай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Атав-Тăлампай
Атав-Тăлăмпай
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Пăва
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем 54°56′24″ с. ш. 48°20′24″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Сĕвеш, Çармăс
Ял  Ял
Наци йышĕ тутарсем, чăвашсем
Конфесси йышĕ мăссăльмансем, провославсем
Этнохороним атавтăлăмпайсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ
Атав-Тăлăмпай (Раççей)
Точка
Атав-Тăлăмпай (Чăваш Ен)
Точка

Атав-Тăлăмпай, Atav-TălămpaiТутарстанри Пăва районне кĕрекен ял. Тутарсем тата чăвашсем пурăнаççĕ. Вырăнти чăвашсем ку яла ытларах чухне Сĕвеш[1] е Çармăс[2] тенĕ.

Пăва хулинчен кăнтăр-хĕвелтухăçнелле виç çухрăмра, Хырла шывĕн сулахай çыранĕнчи пĕчĕк хырлăх урлă, вырнаçнă. Паллах, Сĕве те аякра мар.

Халăх йышĕ ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх йышĕ
1795 1859 1897 1913 1920 1926 1938 1949 1958 1970 1979 1989 2002 2010
276 402 1022 1417 1456 1235 1523 1523 1517 1373 1525 931 903 833

Статьян тутарла Википедири версийĕнче çапла каланă:

<Куçару: Халăх яла икке пÿлет: Тутар енĕ тата Чăваш енĕ тесе асăнаççĕ. Тутар пÿçĕнче те, Чăваш пуçĕнче те урамсен ячĕсем пĕр пекех: Кÿлпуç касси, Вăта кас, Айккинчи кас.>

Статьян тутарла Википедири версийĕнче çапла каланă:

<Куçару: ...легендăн иккĕмĕш вариантĕнче курăнать, хайхи çынсенчен пĕри Атав чăваш, тепри Тăлăмпай тутар пулнă. (Ялта тутарсем тата чăвашсем пурăнаççĕ).>

Çавăн пекех унта:

<Куçару: 1905-мĕш çулта патша ирĕк тĕлĕшпе кăларнă та, вара ĕлĕк христианлаха хапăл тунă чăвашсенчен пайтахăшĕ çĕнĕрен ислам тĕнĕ çумне çыпăçнă. Çапла вара ялта иккĕмĕш мичĕт çĕкленнĕ. Чăвашсенчен юлнисем те ислама ан куçчăр тесе хăраса ÿкнĕ влаç яла вырăс килĕсене куçарса лартнă. Ялта чиркÿ çĕкленнĕ тата вăл хăвăрт ĕçне пуçланă. Ĕнтĕ çаплалла 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшнелле ял виçĕ нацилĕхелле çаврăннă.>

Куратпăр ĕнтĕ, тутарла Википедире каласа пани пит кăсăкла. Шел, хыпар çăлкуçĕсене кăтартман. Çапла вара унта мĕн каланисене тĕплĕн тĕрĕслес пулать. Калапăр, хальхи вăхăтра ялта вырăссем çук. Вĕсем "ăçта кайса кĕни" паллă мар.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Юркин И.Н. Повеçсем. Прозăлла сăвăсем. Тĕрленчĕксем. Асаилÿсем. Шупашкар, 1996. — 236 С.
  2. ^ Тимофеев Г.Т. Тăхăрьял : этнографи тĕрленчĕкĕсем, халăх сăмахлăхĕ, çырса пынисем, çырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев ; [Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. - 1-мĕш кăларăма А. В. Васильев (Васан) пухса хатĕрленĕ, 2-мĕш кăларăма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кĕртнĕ]. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье). — С. 24