Чăваш Ен хронологийĕ
Курӑнакан калӑплав
- 80 пин çул каялла — Атăлçи таврашĕнче пĕрремĕш çынсем пурăнма килнĕ.
- пирĕн эрăччен 2200—1300 çулсем — Чăваш Ен çĕрĕсенче баланово культурин çыннисем пурăннă самант.
- пирĕн эрăччен 1600—1100 çулсем — Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче пура йăхĕсем пурăннă вăхăт.
- пирĕн эрăччен 1350—1000 çулсем — Чăваш Ен тăрăхĕнче апаш культурăн çыннисем пурăннă вăхăт.
- пирĕн эрăччен VIII—III ĕмĕрсем — сулахай енчи тата хăш-пĕр вырăнта сулахай енчи Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче анань культури çыннисем пурăннă самант.
- пирĕн эрăччен VII—II ĕмĕрсем — Чăваш Ен тăрăхĕнче хулаш этеплĕхĕ пурăннă самант.
- пирĕн эрăччен 1 пинçуллăх вĕçĕ-пирĕн эрăн 1 пинçулăхĕ — Чăваш Ен тăрăхĕнче хулаш этеплĕхĕ каярах йăхĕсем пурăннă самант.
- II-III ĕмĕрсем — пăлхарсем Атăлăн анат тăрăхĕпе Çурçĕр Кавказ хушшинчи çĕрсене Азирен куçса килнĕ.
- 370-мĕш çулсем — Хунсем Хĕвеланăç Европăна тапăнса кĕнĕ.
- 630—640 — Азовпа Каспи тинĕсĕсем хушшинче Аслă Пăлхар йăхĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленет.
- 660-мĕш çулсем — Хасар хаканлăхĕ пултăкланать.
- 675 — Аспарух ертсе пыракан пăлхарсем Дунай шывĕ хĕррине куçса каяççĕ.
- 670-мĕш çулсем — Пăлхар йăхĕсем Вăтам Атăлçи тăрăхне куçаççĕ.
- 730-мĕш çулсем — Вăтам Атăлçи тăрăхне сăварсен йăхĕсем куçса килеççĕ.
- VIII ĕмĕр — Атăл тăрăхĕнче Пăлхар йăхĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленет.
- VIII—IХ ĕмĕрсем — Чăваш Енĕн кăнтăр енĕнчи çĕрсем çине пăлхар-сăвар йăхĕсем куçса килеççĕ.
- X ĕмĕр пуçламăшĕ — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленет.
- 921—922 — Атăлçи Пăлхара Багдад элчисем килсе каяççĕ (Ахмед Ибн-Фадлан тата ыттисем).
- 922 — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче ислам тĕнне йышăнаççĕ.
- 965 — Руç Хасар хаканлăхне аркатать. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ хасар пăхăнăвĕнчен тухать.
- 1006 — Кейӳ Руçĕпе Атăлçи Пăлхар хушшинче суту-илӳ килĕшĕвне çирĕплетеççĕ.
- 1120 тата 1183 — Улатимĕрпе Суздальри кнеçсем Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ çине вăрçăпа кайса килеççĕ.
- 1223, 1229, 1232 — Пăлхарсем тутар-монголсемпе пĕрремеш хут çапăçса илеççĕ.
- 1236 — Атăлçи Палхара тутар-монгол çарĕсем аркатаççĕ.
- 1239—1240 — Пăлхарсем пусмăрçăсене хирĕç пăлхав çĕкленеççĕ.
- 1241 — Тутар-монголсем Пăлхарсен çĕрĕсене иккĕмĕш хут тапăнса килсе ярса илеççĕ.
- 1242 — Ылтăн Урта йĕркеленет, унтах Атăлçи Пăлхар çĕрĕсем кĕреççĕ.
- 1361 — Атăлçи Пăлхара Пулат-Тимур пырса кĕрсе аркатать.
- XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — тутар-монголсем çаратса пĕтернĕ хыççăн Чăваш Енĕн кăнтăр çĕрĕсем пушанса юлаççĕ.
- 1391 тата 1395 — Тимур Ылтăн Урта çине вăрçăпа каять, Атăлçи Пăлхара каллех аркатаççĕ.
- 1437—1445 — Хусан ханлăхĕ йĕркеленет.
- 1467—1479 — Хусан ханлăхĕ Мускав патшалăхĕпе çапăçать.
- 1469 — Шупашкара пĕрремĕш хут асăнаççĕ.
- 1480 — Вырăс кнеçлĕхĕсене тутар-монгол ханĕсенчен ирĕке кăлараççĕ.
- 1487 — Хусана илнĕ.
- 1521 — Чăвашсем çинчен вырăссен çыраканĕсем пĕрремеш хут асăнаççĕ.
- 1546 — Чăвашсемпе туçи çăрмăссем Вырăс патшалахĕнчен Хусан патшалăхĕпе кĕрешмешкĕн пулăшу ыйтаççĕ.
- 1547 — Вырăс çарĕсем чăвашсемпе туçи çармăссем ыйтнипе Хусан ханлăхĕпе вăрçăпа каяççĕ. Чăваш Ен çĕрĕсене Хусан ханлăхĕн çарĕсенчен тата пуçлăхĕсенчен тасатаççĕ.
- 1548—1550 — Вырăс çарĕсем Хусанпа вăрçма каяççĕ.
- 1551 — Свияжск хулине никĕсленĕ.
- 1551 — Чăваш Ен Раççей шутне кĕрет.
- 1552 — Иван IV Хусана илет, Хусан ханлăхĕ арканать.
- 1589 — Çĕрпӳ хулине никĕсленĕ.
- 1590 — Етĕрне хулине никĕсленĕ.
- 1603—1610 — Раççейри хресченсен вăрçи. Вăрçа чăвашсем хутшăнаççĕ.
- 1611—1612 — Чăвашсем Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан поляксемпе шведсен интервенчĕсене хирĕç кĕрешĕве хутшăнаççĕ.
- 1647—1654 — Чĕмпĕр хӳтлĕх йĕрне хăпартнă.
- 1670—1671 — Степан Разин ертсе пыракан хресченсен вăрçи. Вăрçăна чăвашсем хутшăнаççĕ.
- 1708 — Пётр I кĕперне реформи. Хусан кĕпернине туса хуни.
- 1719—1724 — Ясаклă хресченсене патшалăх хресченĕсем шутне кĕртеççĕ.
- 1740 — Чăвашсене вăйпа христианлăха кĕртеççĕ.
- 1769 — Петербургра «Сочинения, принадлежащих к грамматике чувашского языка" кĕнеке тухать.
- 1773—1775 — Емельян Пугачёв ертсе пыракан хресченсен вăрçи. Вăрçăна чăвашсем хутшăнаççĕ.
- 1775—1781 — çĕр административлă реформи.
- 1780 — Чĕмпĕр кĕпернине туса хунă.
- 1816 — Шупашкарта пĕрремĕш уес училищине уçаççĕ.
- 1837—1841 — Патшалăх хресченĕсемпе усă курмалли реформи (П. Д. Киселёв реформи).
- 1842 — Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпӳ районĕнчи чăвашсем, тата Чикмĕ уесĕнчи чăвашсемпе çармăссем хĕç-пăшалпа феодаллă-крепосла пусмăр вăйлăланине хирĕç пăлхав çĕклеççĕ. Шурча вăрçи.
- 1868 — И. Я. Яковлев Чĕмпĕрте чăваш шкулне никĕслет.
- 1871 — Пĕрремеш чăваш букварĕ тухать.
- 1891—1894 — Мускав-Хусан чукун çулне хураççĕ.
- 1906, кăрлач, 8 — «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
- 1906, чӳк — Хресченсене общинăсенчен хуторсене куçарасси çинчен хушу тухать (Столыпинăн ял хаçалăх реформин пуçламăшĕ).
- 1907, нарăс — Чемей пăлхавĕ.
- 1913 — Этмен пăлхавĕ. Етĕрне уесĕнчи 12 ялти хресченсем Столыпин реформине хирĕç тухаççĕ.
- 1917, пуш — Хусанта, Шупашкарта тата Чĕмпĕрте ĕçченсен тата салтак депутачĕсен канашне йĕркеленĕ.
- 1917, ака, 13 — Ӗçчен, салтак тата хресчен депутачĕсен Шупашкарти Канашĕ йĕркеленет.
- 1917, çу, 15 — Хусанта Атăлçи тăрăхри вырăс мар халăхсен пĕрремеш съезчĕ.
- 1917, çĕртме, 20—28 — Чĕмпĕрте пĕрремеш пур чăвашсен съезчĕ иртет. Чăваш халăх обществине йеркелеççĕ.
- 1917, юпа, 30 — Шупашкарти влаçа ĕçченсен, салтаксен тата хресчен депутачĕсен Шупашкарти Канашĕ хăйен аллине илет.
- 1917, раштав — Хусанта Чăвашсен куçса çӳрекен театрĕ йĕркеленет.
- 1917, раштав, 10—16 — Хусанта чăвашсен çар тăрăхĕн сьезчĕ иртет.
- 1918, кăрлач, 12—нарăс, 1 — Пĕрремеш пур Раççейри чăвашсен çар съезчĕ.
- 1918, кăрлач, 14 — Хусанта чăваш театрĕн пĕрремеш спектаклĕ иртет.
- 1918, нарăс, 28 — Хусанта «Канаш» хаçатăн пĕрремеш каларăмĕ тухать.
- 1918, ака, 13 — Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçатăн пĕрремеш кăларăмĕ тухать.
- 1918, ака, 27 — РСФСР Наркомнац çумĕнче чăваш уйрăмĕ йĕркеленет.
- 1918, çĕртме, 9—13 — Хусанта чăвашсен пĕрремĕш ĕçченсемпе хресченсен съезчĕ иртет.
- 1918, юпа, 30 — Хусанти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
- 1918, чӳк, 30 — Чĕмпĕрти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
- 1920, çĕртме, 24 — Чăваш автономи облаçне (ЧАО) туса хуни.
- 1920, утă, 12 — Чăваш областĕн РКП(б) комитечĕ ĕçлеме пуçланă.
- 1920, чӳк, 7—11 — Пĕрремеш чăваш облаçĕн Канаш съезчĕ. Автономи облаçĕн ертӳçисене суйласа илеççĕ.
- 1921, кăрлач — Элĕк районĕнче Чаппан вăрçи пуçланса каять.
- 1921, кăрлач — «Чăваш Ен» хаçăтăн пĕрремеш номерĕ тухать (1925 çулчен тухнă).
- 1921, нарăс, 12 — Шупашкарта Чăваш патшалăх театрĕ уçăлать.
- 1921, нарăс, 12 — Шупашкарта «Тăван ене тĕпчекен общество» йĕркеленет.
- 1921, ака, 16 — Чăваш тĕп музейĕ уçăлать.
- 1921, авăн, 27 — Чăваш патшалăх издательстви йеркеленет..
- 1923 — ЧАО Мускаври пĕтĕм союзри курава хутшăнаççĕ. Чăваш хорĕ пĕрремĕш хут Мускава кайса килет.
- 1924 — «Сунтал» журналăн пĕрремеш кăларăмĕ тухать.
- 1924 — Чăваш патшалăх хорне йĕркелеççĕ.
- 1925, пуш, 18 — «Капкăн» журналăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать
- 1925, ака, 21 — Чăваш автономи облаçĕ вырăнне Чăваш Автономлă Социаллă Совет Республики туса хураççĕ.
- 1925, юпа — Республикăра кашни кун радиопа чăвашла передачăсем тухма пуçлаççĕ.
- 1926, кăрлач, 26—31 — Чăваш АССРĕн пĕрремеш Конституцине йышăнаççĕ.
- 1926, авăн — «Атăлçи пăлхавçисем» пĕрремĕш чăваш илемлĕ кинокартинине кăтартаççĕ.
- 1927 — Мускавра чăваш культурине тĕпчекен обществине йеркелеççĕ. Филиалĕсене Чĕмпĕрте, Хусанта, Ӗпхӳре, тата ытти хуласенче йеркелеççĕ.
- 1929 — Чăваш патшалăх театр училищи уçăлать.
- 1929, пуш, 20—29 — ЧАССРта Советсен III съезчĕ иртет. Чăваш Ен Чулхула Енне кĕрет.
- 1929 — Шкул ачисем валли чăвашла «Хатĕр пул» журналăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
- 1929, юпа, 17 — «Красная Чувашия» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
- 1930, çурла — Чăваш чĕлхепе литератури, историпе тата экономики ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ /халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ/ уçăлнă.
- 1930, çурла — Шупашкарта педагогика институчĕ /халĕ И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/ уçăлнă.
- 1931, авăн — Чăваш ял хуçăлăх институтне /халĕ академи/ уçнă.
- 1932 — Шупашкарта Чăваш çăмрăксен театрĕ уçăлнă.
- 1932 — Радион чăваш студийĕ уçăлнă.
- 1934, çĕртме, 11—13 — чăваш çыравçисен пĕрремĕш съезчĕ.
- 1934, çурла, 4 — Шупашкарта Чăваш вĕрентекенĕсен институчĕ уçăлнă.
- 1935, çĕртме, 27 — социализма тăвас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Чăваш АССРĕ Ленин орденне тивĕçнĕ.
- 1935, утă — Чăваш художникĕсен пĕрремеш съезчĕ иртнĕ.
- 1936 — Чăваш патшалăх филармонине туса хунă.
- 1936, раштав — административлă пай пек пулнăскер Чулхула Енĕ пĕтнĕ, Чăваш АССРĕ РСФСРа пăхăнма пуçланă.
- 1937, утă, 18 — Чăваш Социаллă Совет Автономиллĕ Реуспубликин Конституцине йышăннă.
- 1939 — Чăваш ӳнер галерейине уçнă.
- 1939 — Чăваш ташăпа юрă ансамбльне уçнă.
- 1959, утă, 1 — Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ драма театрĕ тата филармонийĕн симфони оркестрĕ никĕсĕпе К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх кĕвĕпе драма театрне йĕркеленĕ.
- 1961 — Шупашкарта Ленин орденлĕ Мускав энергетика институчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи филиалĕ уçăлнă.
- 1962, пуш, 16 — Шупашкарта телецентр ĕçлеме пуçланă.
- 1962, çурла — А. Г. Николаев (çурла, 11-15) «Восток-3» тата П. Р. Попович (çурла, 11-15) «Восток-4» спутник-карапсем çинче пĕрле космосра вĕçнĕ.
- 1967, авăн, 1 — И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне уçнă.
- 1969 — Чăваш кĕвĕ театрне /1995 çултанпа — оперăпа балет театрĕ/ уçнă. Г. Хирбюн «Нарспи» оперин премьери иртнĕ.
- 1970 — Шупашкар ГЭСне хăпартма пуçланă.
- 1970, утă — Ф. Васильевăн «Сарпике» ятлă пĕрремĕш халăх балетне кăтартнă.
- 1972, кăрлач — Шупашкарти промăçлăх тракторĕсен заводне тума пуçланă.
- 1990 — ЮНЕСКО йышăннипе К. В. Иванов çӳралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă.
- 1990, юпа, 19 — Чăваш АССРĕ вырăнне Чăваш Совет Социаллă Республики пулса тăнă.
- 1990, юпа — Чăваш Енĕн Аслă Совечĕ «Патшалăх суверенитечĕ çинчен деклораци" йышăннă.
- 1990 — «Чăваш Республикăри чĕлхесем çинчен» саккуна йышăннă.
- 1992, нарăс, 13 — Чăваш ССРĕ вырăнне Чăваш Республикине туса хунă.
- 1992, юпа — Чăваш наци конгресĕн Йĕркелекен съезчĕ иртнĕ.
- 1993, раштав — Чăваш Республикинче пĕрремĕш президенчĕн ĕç вырăнне Н. В. Фёдорова суйласа лартнă.
- 1995, çĕртме, 24 — Чăваш патшалăх кунне йышăннă, ăна пĕрремĕш хут уявланă.
- 1995 — Чăваш нацин ăслăлăхпа ӳнерлĕх академине йĕркеленĕ.
- 1996, утă, 27 — Мускавра Б. Н. Ельцинпа Н. В. Фёдоров «Раççей Федерацийĕн патшалăх органĕсемпе Чăваш Республикин патшалăх органĕсен хушшинчи пур пултăклăх ĕçсене туса пырас шая уйăракан Килĕшӳ» хучĕ çине алă пусса çирĕплетнĕ.
- 1997, раштав — Чăваш президентне иккĕмĕш хут суйланă.
- 1998, утă, 31 — Чăваш Республикин наци политикин патшалăх Концепцине тата ăна 1998-2005 çулсем хушшинче пурнăçламалли Программине йышăннă.
- 1998, ака — И. Я. Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май Мускавра Чăваш культурин Кунĕсене иртернĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В. П. Иванов, В. В. Николаев, В. Д. Дмитриев. Чуваши. Этническая история и традиционная культура. Москва, 2000.
- Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. в. — XV в.н.э.", Чебоксары, 2005.
- Н.И.Ашмарин, «Болгары и чуваши», Хусан, 1902.
- В.Доброхотов, «Древний Боголюбовгород», Мускав, 1852.
- «История Чувашской АССР»
- Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.
- Тафаев Г.И., "Цивилизация и геополитика", Шупашкар, 2008.