Чăваш кухни
Чăваш кухни — чăваш халăхĕн кухни, апат-çимĕçĕ. Урăх халăхсен апат-çимĕçĕнчен питех уйрăлса тăмасть[1]. Çав вăхăтрах хăйне çеç тивĕçлĕ уйрăм палăрăмсем пуррине те тунмалла мар[2].
Уйрăмлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш кухнине çине вырăс, тутар, удмурт, мари кухнисем сĕм янă пулсан та, халăх йăлинчи хăйне палăртакан йĕрсене хăварнă. Чăваш кухнине кĕрекен тĕп çимĕç - пахча çимĕçĕ. Чăвашсем тахçантанпах çĕр ĕçĕпе тата выльăх ĕрчетне. Аш ытларах хĕлле çинĕ, ун чухне çутăпа холодильник пулман. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче çĕрулми çиме тытăннă. Унсăр çырла, кăмпа, мăйăр та çисе пурăннă.
Яшкасем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕрлĕрен яшка: техĕмлĕ аш яшки е пулă бульонĕ, çăра аш яшки (шӳрпе), серте яшки, сĕт яшки, турăх яшки (сивĕтнĕ яшка).
Çăкăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш çăкăрсăр пĕртте апатланмасть, темелле. Халăх хăй тĕнĕпе пурăннă саманара çăкăр сăваплă çимĕç шутланнă, ăна çемьере аслисем кăна касма тивĕç пулнă.
Чустаран пĕçернĕ çимĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăвашсем ĕлĕкренех кĕрпе, çырла, пахча çимĕç, тăпăрч, аш е пулă (хуплу) кукăльне пĕçереççĕ. Çĕрулми йăлана кĕрсен, унран пашалу тата пӳремеч хатĕрлеме тытăнаççĕ. Çатма çинче пахча çимĕç икерчи пеçернĕ.
Аш çимĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăвашсем ĕлĕк нумай килти выльăх: сурăх, хур, кăвакал, чăх, ĕне, лаша, вырăссем хыççăн сысна та усрама тытăннă, аш-какай, çăмарта çинĕ. Уява сурăх ашĕнчен шăрттан туса пĕçернĕ. Мулкач ашне кăмăлланă. Çырмаран, кӳлĕрен пулă тытнă.
Сĕт çимисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ытларах ĕне, качака сĕтне ĕçнĕ. Ăна хăйне уйрăммăн, çаплах йӳçтерсе турăх туса ĕçнĕ. Унран тăпăрчă тата чăкăт хатĕрленĕ. [[Хăйма|Хăймран] ĕне çăвĕ туса çинĕ. Сайра хутра тăпăрчран тунă çимене паранкăна (çĕрулмие) та хушнă.
Десертсемпе пылаксем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пыл тĕп пылак çимĕç шутланнă. Унран кăрчама тунă, салата хушнă.
Ĕçмесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăвашсем сăра вĕретме XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче тытăннă. Чăваш сăрине урпа е ыраш тĕшшисене шӳтерсе лартнă хыççăн пĕçернĕ. Шупашкарта сăра музейĕ ĕçлет.
Çаплах, йăлари çакнашкал ĕçмесем: юçĕ, кăрчама, пыл сăри, турăх, уйран, кăмăс, хурӑн сӗткенӗ.
Çаплах чей, компот тата кăвас ĕçеççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергеева Евгения Валерьевна. ТРАДИЦИОННЫЕ МУЧНЫЕ ИЗДЕЛИЯ В СИСТЕМЕ ЖИЗНЕОБЕСПЕЧЕНИЯ ЧУВАШЕЙ И МАРИЙЦЕВ 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ..
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чувашская кухня. Портал чувашской культуры. çăлкуçран архивланă 14 Ҫу уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2012.
- Даниил Головин. Чувашская кухня. кулинария России. KEDEM.RU. çăлкуçран архивланă 14 Ҫу уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2012.
Раççей кухнисем |
||
---|---|---|
Авар кухни | Вайнах кухни | Вырăс кухни | Калмăк кухни | Карел кухни | Касак кухни | Коми кухни | Крым-тутар кухни | Лезгин кухни | Мари кухни | Мордва кухни | Поляр кухни | Пушкăрт кухни | Осетин кухни | Рутул кухни | Тува кухни | Тутар кухни |Удмурт кухни | Чăваш кухни | Черкес кухни | Чукот кухни | Хакас кухни | Эскимос кухни | Эвенк кухни | Якут кухни |
Чăвашсем |
|
---|---|
Культура | |
Кун-çул |
Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • ССРП • РФ |
Тĕне тытни (алфавитпа) | |
Вырнаçу | |
Тĕрлĕрен |