Газпром
УАО «Газпро́м» — раççей газ тупăçлакан тата газ валеçекен компани, Раççейри чи пысăк компани («Эксперт» журнал çынрнипе)[1]. Отраçлĕн тĕнчере малта пыраканĕ шутланаать[2]. Forbes 2000 (2006) çырнипе, «Газпром» укçа тупăçĕпе европа компанисем хушшинче 64-мĕш вырăнта, 113-мĕш вырăтан тĕнче компанисем хушшинче йышăнать[3]. Компани Fortune Global 500 шучĕпе 22-мĕш вырăнта[4] (2009).
Тулли фирма ячĕ — акционерсен уçă пĕрлĕхĕ «Газпром»; малтанхи ячĕ — Раççейĕн акционерсен пĕрлĕхĕ «Газпром». Регистрлациленĕ товар паллисемпе тивĕçтерӳ паллисем — Газпром (ГАЗПРОМ) тата Gazprom (GAZPROM)[5]. Штаб-хваттерĕ — Мускавра.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1970-мĕш тата 1980-иĕш çулсенче газ çĕрай управĕсене Çĕпĕрте, Уралта тата Атăлçире тупнă хыççăн СССРтĕнчере газ тупăшлакан пысăк çĕршывсенчен пĕри пулса тăрать. 1965 çулта Газ промăçлăх министерствине туса хураççĕ, вăл газ çĕр управĕсене шырас, газа тупăçлас, куçарас тата сутас ĕçсемпе тăрăшать. 1989 СССР-та Газ промăçлăх министерствине «Газпром» патшалăх концернĕ (1993 çулта РАО «Газпром» куçать) тата çĕнĕ йĕркелӳ — «Газпром». «Газпромăн» пуçлăхĕ пулма Виктор Черномырдина çирĕплетеççĕ.
1991 çулта СССР аркансан «Газпром» малтан совет республикисем пулнă территоринчи пуянлăхĕсене — ĕçе хунă пăрăхсен виççĕмĕшпе компрессор станцисен чĕрĕкне — çухатать.
1992 çулхи чӳк, 5 РФ Президенчĕ Борис Ельцин «Газпром» патшалăх концерне РАО «Газпром» куçарас Хушу çине алă пусса парать[6], 1993 çулхи нарăс, 17 Министрсен Канашĕн — РФ Правительствин — йышăнавĕпе РАО «Газпром» йĕркелеççĕ[7]. Çав йышăнупах РАО «Газпром» уставне çирĕплетнĕ.
1992 çулхи раштав уйăхĕнче Борис Ельцин Виктор Черномырдина Премьер-министр ĕç вырăнне çирĕплетет, çакна пула «Газпромăн» экономика сĕмĕ патшалăхран налук çăмăллăхĕсмпе чылай усă курса ӳссе каять. Пасар реформи саманчĕнче «Газпром» акцисен пайне приватизации ваучерĕсемпе улăштарнă. Акцисене питĕ хыиă тĕрĕслесе тăнă, ют çĕр гражданĕсене, компании уставĕпе килĕшӳллĕ, 9 % ытла сутма юраман.
1996 юпа уйăхĕнче «Газпром» хăйĕн 1 % акцисене лондон глобал депозитари алпусăвĕ тĕсĕпе, 1997 çулта— 2,5 млрд. доллар суммăллă облигаципе вырнаçтарать.
1998 çулта Борис Ельцин Виктор Черномырдина Премьер-министр ĕç вырăнĕнчен хăтарать, вара Правительство тӳрех «Газпрома» темиçе миллиард налук парăмне саплама ыйтать. Налук полицийĕ «Газпромăн» харпăрлăхне конфискаллама тытăнсан, компанин налук тӳлеме тивет. Çав çултах компани пĕрремĕш хут шырлăхне кăтартать. Сăлтавĕ уçă мар, анчах та газ пăрăхĕсем кивелсе кайнă, коррупци ертӳçлĕхĕ е уçă фискал политикипе çутта кăларнă малтанхи çулсен финансă çухатăвĕсем.
2001—2003 çулсенче Владимир Путин хастаррăн «Газпромăн» ертӳçисене улăштарать. Çак реформăна тума ăна хăюллăн Раççейĕн малтан финансă министрĕ ĕç вырăнĕнче пулнă Борис Фёдоров тата Hermitage директорĕ Уильям Браудер пулăшнă.
2004 çулăн пуçламăшĕнче Раççей Федерацийĕ аллинче 38,7 % «Газпромăн» акцийĕ шутланнă, патшалăх Директорсен канашĕнче чылай вырăн йышăннă пулнă. 2004 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин «Газпрома» «Роснефть» патшалăх компанине кĕртме шутланă. Çакна пурнăçа кĕртсен «Газпромра» патшалăх акцисен шучĕ 50 % ытла пулĕччĕ, вара «Газпром» акцисене ют çĕрсене сутма юрĕччĕ. Анчах та «Газпром» юхăнтарнă ЮКОС компанине илме пултарайман, çав компанин харпăрçи «Роснефть» пулса тăрать. Сăлтавĕ çапла уçăлать: 2004 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнче ЮКОС хăйне банкрот тесе АПШ Техас штачĕнчи Хьюстонра хыпарлать, вара юхăннă компание туянни американ саккунĕсене хирĕçле пулать. Американ санкцисенчен шикленсе, «Газпром» каялла чакать, çавăнпа та раштавăн 19-мĕшĕнче ЮКОС-ăн пайне (тĕп тĕрĕссипе, «Юганскнефтегазăн» 76,79 % акци пуххине) унчен паллă пулман «Байкалфинансгруп» компани туянать. Тепĕр 3 кун иртсен, раштавăн 22-мĕшĕнче, «Байкалфинансгруп» «Роснефть» аллине куçать.
Çапах та«Газпромăн» акцисене укçапа тӳлесе илсе, 2004 çулта патшалăх «Газпромри» хăйĕн тӳпине 50 % ытла хăпартать.
«Газпром» 2006 çулта[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Раштав — «Газпром», «Шелл», «Мицуи» тата «Мицубиси» алă пуснă килĕшӳ хучĕпе «Газпром» «Сахалин Энерджи» («Сахалин-2» нефтьпе газ проекчĕн компани-операторĕ) проекта кĕрет: «Газпром» проектра 50 % тата пĕр акцие туянать. «Шелл» аллинче 27,5 % минус пĕр акции юлать, «Мицуи» — 12,5 %, «Мицубиси» — 10 %. «Сахалин Энерджи» акци пакечĕшĕн «Газпром» пĕтĕмпех 7,45 млрд. долл. Тӳлет.
- Раштав — «Газпром» Болгарипе килĕшӳ çырать, çакăнпа Болгарие сутăм раççей газ хакне «Газпром» вăраххăн ӳстерсе пыма (2007—2012 çç. 1 пин кубометршăн $91 пуçласа $245 çити), Болгари витĕр Турцие, Грецие тата Македоние газа транзитланă чухне бартер схемисенчен хăтăлма йышăнаççĕ.
«Газпром» 2007 çулта[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Газпром» 2008 çулта[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- 2008 çулхи çу уйăхĕнче «Газпром» «Чайна Мобилпа» «Дженерал Электрикран» иртсе кайса капитализаципе тĕнчере виççĕмĕш компани пулса тăчĕ.[8]
- 2008 çулхи çĕртме, «Газпромпа» СУЭК-ăн активĕсене пĕрлештермеспĕр тесе пĕлтернĕ[9].
Харпăрçисемпе ертӳçисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Директорсен Канашĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Директорсен Канашĕн председателĕ — Виктор Зубков (2008 çулхи çĕртме уйăхĕ).
- Директорсен Канашĕн председателĕн çумĕ — Алексей Миллер (с 2002 года).
Тĕплĕнрех: Совет директоров ОАО «Газпром» Архивленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2006 çулта..
РАО «Газпром» Директорсен Канашĕн председателĕ, 1998 çултанпа — УАО «Газпром»
- Вяхирев Рэм Иванович (1993—1996, 2001—2002)
- Казаков Александр Иванович (1996—1998)
- Газизуллин Фарит Рафикович (1998—1999)
- Черномырдин Виктор Степанович (1999—2000)
- Медведев Дмитрий Анатольевич (2000—2001, 2002—2008)
- Зубков Виктор Алексеевич (2008)
Правлени[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Председатель правления ОАО «Газпром» — Алексей Миллер (2001 - халиччен).
- Правлени председатĕлĕн çумĕ — Александр Медведев (2005 çулхи акан 8-мĕшĕ — халиччен).
- Правлени председатĕлĕн пресс-секретарĕ — Сергей Куприянов.
Теплĕнрех: Правление ОАО «Газпром» Архивленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2006 çулта..
РАО «Газпром» правлени председатĕсем, 1998 çултанпа — УАО «Газпром»
- Вяхирев Рэм Иванович (1993—2001)
- Миллер Алексей Борисович (с 2001)
Ӗç-пуçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Янтă пурлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ютçĕрти проектсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ăслăх-тĕпчев ĕç-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Газпромăн» тĕп ăслăх бази — 1948 çулта никĕсленĕ Мускав облаçĕнчи Развилка посёлокĕнче вырнаçнă «ВНИИГАЗ» институт. Институт территоринче хăватлă шутлав центрĕ, УАО «Газпром связь» технологи çыхăнăвĕн çыххи, çаплах экспериментлă производство — «ВНИИГАЗăн опытла завочĕ». ООО «ВНИИГАЗ» устав капиталĕн 100 % «Газпром» аллинче.
Ӗç-хĕлĕн кăтартăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2003 çулта компанире 300 пин ĕçтĕш ĕçленĕ. 2006 çулта — 432 пин[10].
2005 çулта «Газпромăн» МСФО йĕркипе 1,38 трлн тен. ($48,89 млрд) сутса укçа пуçтарнă,таса тупăшĕ 2004 çулпа танлаштарсан 49 % ытларах пулнă, 311,1 млрд тенкĕне ($11,2 млрд.) çитнĕ. 2005 çулхи операци тăкакĕсем 929,56 млрд тенкĕ пулнă, таса тивĕçĕ çул вĕçнелле — 797,46 млрд тенкĕне çитнĕ.
2006 çулта «Газпромăн» сутса бухгалтер шутлавĕн раççей стандарчĕпе 1632,7 млрд руб укçа тунă, таса тупăшĕ — 343,7 млрд тенкĕ[11].
Юлашки çулсенче «Газпромăн» парăмĕ сасартăк ӳсме тытăннă: 2000 çулта $13,5 млрд пулнă пулса, 2006 çулта $40 млрд çитет. Хашпĕр аналитик шухăшĕпе, çак компани эффективлă мар ĕçленине палăртать, кулленхи операци тăкакĕсем 2000 çултанхи $14,5 млрдран 2006 $50 млрда таран хăпарнă, çак чухнех производствăна инвестици кĕртесси чакса пырать[12].
2006 çулхи кăтартăвĕпе[13][14] компанин тĕп финансă кăтартăвĕсем çапла курăнаççĕ:
- Çаврăнăш:
- Операци тупăшĕ
- Таса тупăш
РСБУ шутлавĕпе 2007 çулхине[15] 2006 çул пĕтĕмлетĕвĕсен операци таса тупăшне улăштарнă. Ăна 788,188 млрд тенкĕрен 758,035 млрд тенкĕне çитиӳкернĕ. Çакă тăкак реклассификаципе çыхăнна, пулас.
Активсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Патшалăхсем тăрăх туллиех мар йыш
Раççей[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Австри[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- GHW (50 %)
- ZGG-Zarubezhgazneftechim Trading GmbH
- ZMB Gasspeicher Holding GmbH (66,67 %)
Эрмени[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Белоруси[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Болгари[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Topenergy (100 %)
- Overgas Inc. AD (50 %)
Аслă Британи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Gazprom Marketing and Trading Limited (GM&T) (100 %)
- Interconnector (UK) Limited (10 %)
Венгри[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Panrusgas Rt (40 %)
- Borsodchem (25 %)
- TVK (13.5 %)
- DKG-EAST Co (38,1 %)
Германи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Agrogaz GmbH (100 %)
- Ditgaz (49 %)
- Verbundnetz Gas (5.3 %)
- Gazprom Germania GmbH (100 %)
- Wingas GmbH (35 %)
- Wintershall Erdgas Handelshaus GmbH & Co. KG (50 %)
- ZMB GmbH (100 %)
Греци[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Prometheus Gaz (50 %)
Итали[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Volta SpA (49 %)
- Promgas (50 %)
Казахстан[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- KazRosGaz (50 %)
Кипр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Leadville Investments Ltd
Киргизи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Мунай Мурза
Латви[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Latvijas Gāze (34 %)
Литва[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Lietuvos Dujos (37,1 %)
- Kaunas CHP (100 %)
- Stella Vitae (30 %)
Молдави[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- «Молдовагаз»
Нидерландсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- BSPS B.V. (50 %) — operator of the Blue Stream pipeline
- Gazprom Finance B.V.
- PeterGaz B.V.
Польша[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- EuRoPol Gaz (48 %)
Румыни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- WIROM (25 %)
Серби[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- JugoRosGaz (50 %)
- Progress Gas (50 %)
- НИС нафтагас (51 %)
Турци[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Bosphorus Gaz Corporation AS (40 %). Во втором полугодии 2009 года Газпром намерен увеличить долю акций в Bosphorus Gas до 51%[23]
- Turusgaz (45 %)
Украина[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чехи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Gas-Invest S.A. (37.5 %)
- Vemex s.r.o. (33 %)
Финлянди[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Gasum Oy (25 %)
- North Transgas Oy (100 %)
- Pipeline
Швейцари[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Baltic LNG AG (80 %)
- Nord Stream AG (51 %)
- ZMB (Schweiz) AG (100 %)
- Gas Project Development Central Asia AG (50 %) Europe AG
- Europe AG
Эстони[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Eesti Gaas AS (37.02 %)
Газпром — Раççей тĕнче политикин кăралĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Газпром» — раççей МХХ пысăк харпăрçи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1998 çулта туса хунă «Газпром-медиа» медиахолдинг, НТВ тата ТНТ телеканалсен, «НТВ-Плюс» спутник инçекуравĕн, «Эхо Москвы» радиостанцин, «Первое популярное радио» («Попса»), NEXT, «Сити FM», Relax FM, Детское радио, «Семь дней» издательствин («Итоги», «Караван историй», «7 дней — телепрограмма», «Штаб-квартира») журналсен, «Известия», «Трибуна» хаçатсен, «Панорама ТВ» тата «Петербургский Час пик» журналсен,«НТВ-Кино» кинокомпанин, «Октябрь», «Кристалл Палас» кинотеатрсен тата «НТВ-медиа» янрав компанин харпăрçи шутланать.
Кăсăк фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Эксперт-400, 2008 год
- ^ https://web.archive.org/web/20070313041930/http://www.iht.com/articles/2005/09/29/business/gazprom.php
- ^ http://www.forbes.com/lists/2007/18/biz_07forbes2000_The-Global-2000_Sales_2.html
- ^ Fortune Global 500
- ^ Зарегистрированные товарные знаки Архивленĕ 22 Кӑрлач уйӑхӗн 2009 çулта. ОАО Газпром.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 5 ноября 1992 г. N 1333 О преобразовании Государственного газового концерна «Газпром» в Российское акционерное общество «Газпром» Архивленĕ 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.
- ^ Постановление Правительства РФ от 25.02.1993 № 138 Об учреждении Российского акционерного общества «Газпром»
- ^ http://www.bloomberg.com/apps/news?pid=20601087&sid=aZomK8T5CtUs&refer=home
- ^ Елена Мазнева. Остались при своих // Ведомости, № 106 (2128), 10 июня 2008
- ^ Годовой отчет ОАО «Газпром» за 2006 год
- ^ Бой с «Газпромом». ФАС пытается ограничить корпорацию в угле и энергетике // Ведомости, № 109 (1883), 18 июня 2007
- ^ Газпром — это наше всё Архивленĕ 14 Чӳк уйӑхӗн 2007 çулта. // The New Times, 13.08.2007 г, № 27
- ^ Консолидированная финансовая отчетность, подготовленная в соответствии с Международными стандартами финансовой отчетности (МСФО) 31 декабря 2006 года
- ^ Финансовый отчет ОАО «Газпром» за 2006 год
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокRusReport07
не указан текст - ^ Общества со 100 % долей участия «Газпрома» Архивленĕ 14 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.
- ^ Общества с долей участия «Газпрома» более 50 % Архивленĕ 14 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.
- ^ Общества с долей участия «Газпрома» менее 50 % Архивленĕ 14 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.
- ^ kommersant.ru, «„Газпром“ предъявил себе счет»
- ^ https://newizv.ru/news/2022-08-24/dmitriy-doev-obhod-habarovska-pozvolit-otkryt-novyy-vyhod-na-dorozhnuyu-set-kitaya-367529
- ^ https://rus.team/people/dmitriy-doev-iz-gruppy-vis-put-ot-ryadovogo-inzhenera-do-effektivnogo-upravlenca
- ^ https://hrmonitor.ru/bio/dmitriy-doev-biography.html
- ^ "Газпром" получит доступ к турецким конфоркам Лента.ру
- ^ Дочка «Газпрома» планирует продать Украине 6 млрд кубов газа, izvestia.ru, 23.01.09
Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Раççейпе Украина хушшинчи 2005—2006 çулсенчи газ конфликчĕ
- Çурçĕр-Европа газ пăрăхĕ
- Кăвак юхăм
- Ямал — Европа
- Штокман газ усравĕ
- 2006 американ-раççей хутшăнăвĕсем
- РФ — ЕП энергодиалогĕ
- ЕП энергетика политики
- Ахмедов Фархад Теймур оглы
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Газпром Викиампарта? |
---|
- Официаллă сайт Архивленĕ 12 Кӑрлач уйӑхӗн 2016 çулта.
- Газпром ĕç-пуçĕ
- «Газпром» - тĕнчери конкурентла мар компани Архивленĕ 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2011 çулта.
- Google Finance — OAO Gazprom Company Profile
- redstar.ru, «Европа: газовый фактор», 2007 çулхи утăн 18-мĕшĕ Архивленĕ 14 Чӳк уйӑхӗн 2007 çулта.
- Статьясем (акăлчанла)
- Schroeder — Putin Pact: Germany and Russia Divide Europe Again Архивленĕ 4 Нарӑс уйӑхӗн 2007 çулта.
- Alexander’s Gas & Oil Connections — Gazprom Архивленĕ 20 Ҫӗртме уйӑхӗн 2006 çулта.
- Guardian.co.uk: Gazprom bond in heavy demand
- Статья из Businessweek 1998—2000 çулсенчи скандалсем пирки
- Gazprom's Management Needs to Look at Post-Crisis Market(ĕçлемен каçă)
Шаблон:Раççейĕн нефть компанисем Шаблон:РТС индекс шучĕ Шаблон:ММВБ индекс шучĕ