Контент патне куҫ

Мăн Этмен (Элĕк районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мăн Этмен
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районЭлĕк
Ял тăрăхĕШĕмшеш
Координатсем55° с. ш. 46° в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83535
Почтă индексĕ429240
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 001
Мăн Этмен (Элĕк районĕ) (Раççей)
Точка
Мăн Этмен (Элĕк районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Урăх пĕлтерĕшĕсене Мăн Этмен (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.

Мăн Этмен, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрет.

Шупашкара çитме - 83 км, райцентра çити — 23 км, ч.-ç. станцине — 58 км.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XVIII ĕмĕрте вăйпах Христос тĕнне сарнă вăхăтра Этмен ялĕсене Шĕмшеш чиркĕвĕ çумне çирĕплетнĕ. 1909 çулта Мăн Этменре чиркӳ прихут шкулĕ ĕçлеме тытăнать.

Халăх çыравĕсене тишкернĕ май, тĕрлĕрен çулсенче халăх йышĕ, Этмен тăрăхĕнчи, çапларах хутшăнсе пынă: 1859 çулта Этмен ялĕ 70 килтен тăнă, унта 183 арçынпа 185 хĕрарăм пурăннă. 1926 çулта Этменте 113 кил шутланнă, 521 çын пурăннă.

Ваттисен асаилĕвĕсенчен Мăн Этмене пуçарса яракансем Чулхула кĕпернинчи Кăрмăш уесĕнчен пулни курăнать.

1927 çулчен Етĕрне уесĕне кĕнĕ пулнă. 1920 çулхи çу уйăхĕн 1 тарин Шăмат вулăсне, кайран Хучаш вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Элĕк районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче хыççăн Советски районне, 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ хыççăн Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20=мĕшĕ хыççăн Етĕрне районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Мăн Этменте 1884 çулта шкул уçнă.

1929 çулта «Красный пахарь» колхоза йĕркеленĕ.

Этмен ялĕ тĕне кĕмен чăваш ятĕнчен пулса кайнă теме пулать.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.