Пăва (Тутарстан)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пăва (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Пăва (выр. Буинск) — Тутарстанăн Пăва районĕн администраци центрĕ.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăва Хырла юханшыв Сĕвене юхса кĕнĕ çĕрте вынаçнă. Хула пурĕ 8,8 çх2 вырăн йышăнать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутарстанри кивĕ хулисенчен пĕри. Ăна 1780 çулта никĕсленĕ.

Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула урлă Тутарарстана Раççей Федерацин ытти облаçĕсемпе çыхăнтаракан автомобиль тата чукун çулĕсем иртеççĕ (Пăва чарăнăвĕ).

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара пурĕ 19,8 пин çын пурăнать. Çав шутра : тутарсем (62,3%), вырăссем (25,5%), чăвашсем (10,9%). Арçынсен йышĕ 47,2%, хĕрарăмсен — 52,8%.


  1. Н/Д[1]

Хулара пурăнан халах йышĕ ӳсет[2][3][4][5][6][7]:

Хуçалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара çакăн пек савутсемпе хабриксем пур: сахăр, спирт савучĕсем, сĕт-çу, пир-авăр комбиначĕ, «Свияга» АО кĕрпе фабрики, элеватор, вăрман хуçалăхĕ, машина тăвакан завод.

Хулара типографи те пур.

Этеплĕх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех 8 шкул, 8 ача-пăча сачĕ, аслă пĕлӳ паракан заведенийĕсен 7 уйрăмĕ, ветеринари техникумĕ, медицина училищи, вулавăш, мăшăрлану керменĕ, культура çурчĕсем, театр, музыка, спорт шкулĕсем, стадионсем, спорт керменĕ, медресе, чиркӳ, администраци çурчĕсем.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Пăва (Тутарстан) > Данные не обнаружены. Возможно, страница переименовывалась. Проверьте справочник
  2. ^ Перепись 1959 года 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Перепись 1970 года 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Перепись 1979 года 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ Перепись 1989 года
  6. ^ Перепись 2002 года 2018 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Численность населения Российской Федерации по городам, поселкам городского типа и районам на 1 января 2010 года 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]