Раççейри чĕлхесен ят-йышĕ, калаçакансен шучĕпе
Курӑнакан калӑплав
Пĕтĕм Раççейри 2002 çулхи халăх çыравĕпе[1] Раççейре 150 чĕлхепе усă кураççĕ.
Çак чĕлхесен чылайрахăшĕпе 10 пине яхăн çын çеç калаçма пултарать, вĕсем çухалма патне çитнĕ.Раççейри пĕчĕк чĕлхесен Википеди уйрăмĕсене пулăшма «Раççей чĕлхисен Википедин пĕчĕк уйрăмĕсем» проект ĕçлет.
Чĕлхесен ят-йышĕ, калаçакансен шучĕпе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ят-йыша Пĕтĕм Раççейри 2002 çулхи халăх çыравĕн материалĕсемпе хатĕрленĕ.
Мильонран ытла калаçакан йыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- вырăс чĕлхи — 142 573 285
- акăлчан чĕлхи (ютçĕр) — 6 955 315
- тутар чĕлхи — 5 347 706
- нимĕç чĕлхи (ютçĕр, тăван) — 2 895 147
- украин чĕлхи — 1 815 210
- пушкăрт чĕлхи — 1 379 727
- чечен чĕлхи — 1 331 844
- чăваш чĕлхи — 1 325 382
100 000 — 500 000 калаçакан йыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- эрмен чĕлхи — 904 892
- авар чĕлхи — 784 840
- франци чĕлхи (ютçĕр) — 705 217
- азербайджан чĕлхи — 669 757
- мăкшă, ирçĕ чĕлхисем — 614 260
- кабарда-черкес чĕлхи — 587 547
- казах чĕлхи — 563 749
- даргин чĕлхи — 503 523
- осетин чĕлхи — 493 610
- удмурт чĕлхи — 463 837
- кумăк чĕлхи — 458 121
- якут чĕлхи — 456 288
- çаран-тухăç мари чĕлхи (мари чĕлхи) — 451 033
- ингуш чĕлхи — 405 343
- лезгин чĕлхи — 397 310
- бурят чĕлхи — 368 807
- беларус чĕлхи — 316 890
- карачай-балкар чĕлхи — 302 748
- грузин чĕлхи — 286 285
- тува чĕлхи — 242 754
- узбек чĕлхи — 238 831
- коми чĕлхи — 217 316
- чикан чĕлхи — 166 514
- турккă чĕлхи — 161 319
- калмăк чĕлхи — 153 602
- лак чĕлхи — 153 373
- молдав чĕлхи — 147 035
- таджик чĕлхи — 131 530
- адыг чĕлхи — 129 419
- табасаран чĕлхи — 128 391
- испан чĕлхи (ютçĕр) — 111 900
10 000— 100 000 калаçакан йыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- коми-пермяк чĕлхи — 94 328
- поляк чĕлхи — 94 038
- нухай чĕлхи — 90 020
- алтай чĕлхи — 65 534
- корей чĕлхи — 60 088
- китай чĕлхи — 59 235
- грек чĕлхи — 56 473
- итал чĕлхи — 54 172
- карел чĕлхи — 52 880
- хакас чĕлхи — 52 217
- финн чĕлхи — 51 891
- арап чĕлхи — 50 140
- литва чĕлхи — 49 020
- кăркăс чĕлхи — 46 319
- туркмен чĕлхи — 38 533
- абазин чĕлхи — 38 247
- туçи мари чĕлхи — 36 822
- курд чĕлхи — 36 609
- латыш чĕлхи — 34 759
- ненец чĕлхи — 31 311
- полхар чĕлхи — 30 894
- иврит, идиш — 30 019
- агуль чĕлхи — 29 399
- рутуль чĕлхи — 29 383
- эстон чĕлхи — 26 645
- вьетнам чĕлхи — 26 197
- япон чĕлхи — 24 787
- анди чĕлхи — 23 729
- румын чĕлхи — 22 663
- цез чĕлхи — 15 356
- хантă чĕлхи — 13 568
- чех чĕлхи — 13 242
- монгол чĕлхи — 11 498
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Всероссийская перепись населения 2002 года 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.