Контент патне куҫ

Тавăт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Тават ҫинчен куҫарнӑ)
Тавăт Tavăt
Тавăт шкулĕ
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Тавăт
Координатсем 55°42′27″ с. ш. 46°37′40″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Тавăт (Раççей)
Точка
Тавăт (Чăваш Ен)
Точка

Тавăт, TavătЧăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Элĕкрен 8 çухрăмра вырнаçнă. Ялта Тавăт ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тавăтра 551 (2006) çын пурăнать. Ялта пурĕпе 6 урам: Шкул, Колхоз, Çаран, Çамрăксен, 50 çул Çĕнтерӳ урамĕсем, Ветеринар тăкăрлăкĕ. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 462 çын, çав шутра 239 арçын, 223 хĕрарăм пурăннă[1]. Вăтам шкул, тăван ен тĕпчев музейĕ, ача-пăча сачĕ, çыхăну уйрăмĕ, кооператив лавкки, культура керменĕ, библиотека, медпункт, спорт стадионĕ ĕçлет.

Ячĕ авалхи чăвашсен Тавăт ятĕнчен пулса кайнă.

Топономика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чул уй,

Тавăтри вăтам шкул вĕрентӳçисем

Тавăт тăрăхĕнче 3 пин çул каялла çынсем пурăннă, анчах та вĕсем чăвашсем пулман, çав Фатьян культуриллĕ цивилизацийĕ шутланать.

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Паллă ентешсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Агафонов Иван Алексеевич - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрнтӳçи.
  • Андреева Зоя Захаровна - Чăваш АССР халăх артисчĕ.
  • Васильев Пётр Миронович — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ
  • Емельянова Мария Филипповна — Чăваш АССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Железнов Пётр Фёдорович — вырăсла çырнă пултаруллă чăваш çыравçи.
  • Захарова (Тихонова) Валентина Ивановна — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
  • Иванова Надежда Ивановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Капитонов Радомир Витальевич — техника ăслăхĕсен кандидачĕ.
  • Константинова Любовь Михайловна — Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Овчинников Валериан Николаевич -Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕ.
  • Павлов Геннадий Максимович — экономика ăслăхĕсен кандидачĕ.
  • Семёнов Илья Александрович — Элĕк районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
  • Тихонов Анатолий Иванович — геологи-минералоги ăслăхĕсен кандидачĕ, Кыргызстан патшалăх премин лауреачĕ
  • Кудряшова (Тихонова) Раиса Семёновна - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентÿçи.
  • Григорьев Владимир Николаевич- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Таутово- Тавăт
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
  • Тихонов Семён Тихонович, "Тăван Енĕм-Тавăт Ен", Шупашкар-Элĕк-Тавăт,2006.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]