Контент патне куҫ

Енĕш Нăрваш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш Нăрваш ҫинчен куҫарнӑ)
Енĕш Нăрваш
выр. Яншихово-Норваши
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районТăвай районĕ
Общинаял тăрăхĕ
Координатсем55°34′58″ с. ш. 47°35′49″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ1563
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправослави
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 258 850 001
Енĕш Нăрваш (Раççей)
Точка
Енĕш Нăрваш (Чăваш Ен)
Точка

Енĕш Нăрваш, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.

Енĕш Нăрваш 1563 çулта Тимеш (Тăвай) ялĕнчен уйрăлса никĕсленнĕ. 1565 çулта кун çути курнă "Писцовой тата мишавай" кĕнекинче çапла çырнă:

<Куçару: Ял çĕнĕскер, виçĕ кил. Вĕсене Тимешри виçĕ чăваш Янших, Охметка, Кепяк мордвасен çĕрĕ çинче никĕсленĕ — патшалахăн оброк тÿлекенсен ялĕ — Нăрваш шывĕ синчи Нăрваш — уй-хир леш енче. Ĕнтĕ икĕ çул таран пурнаççĕ унта Яншихпе юлташĕсем.>

.Тĕрлĕ çулсенче ял ятне тĕрлĕрен каланă. Яла пуçлакансем çырма хĕрринче ларнăран ăна Çĕнĕ Çырма, Çĕнĕ ял тенĕ пулмалла. 1781-1782 çулсенче д.Янтиково (Синь Сирма) тесе çырни пур. 1859 çулта - Нăрваш çырминчи Аслă Нăрваш ялĕ тенĕ. 1867 çулхи карттă çинче - Норваш, 403 двора тесе палăртнă. 1898 çулта ялта чиркӳ туса лартнă хыççăн ăна Енĕш Нăрваш сали (выр. село Яншихово-Норваши) тесе калама та, хут çине çырма та тытăннă.

1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесĕн Тăвай вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ Канаш районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Тăвай районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Тăвай районне кĕрет.

ÇулсемХронологи тапăлĕ
1563Виçĕ чăваш куçса килсе яла никĕсленĕ
1565Ял çинчен пуçласа Писцавай кĕнекере çырса кăтартнă
1700Кивĕ ял çунса кайнă, çĕннине Сикте çăлĕ патне куçарса лартнă
1710Ревизи вăхăтĕнче ялта 24 кил шутланнă
1725Ял çыннисене Христос тенне кĕртсе Шăхаль чиркӳ прихучĕ çумне çирĕплетнĕ
1763Тĕне кĕнисене Нăрваш Сали чиркӳ прихучĕ çумне çирĕплетнĕ
1858Ялта 139 кил шутланнă
1871Ялта шкул ĕçлеме пуçланнă
1895Ял çыннисен пухăвĕнче ялта чиркӳ лартма йышăннă
1898Ялта чиркӳ туса пĕтернĕ, кĕлĕ ирттерме пуçланă
1903И.Я.Яковлев пулăшнипе шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ
1905Ялта пушар тухса 83 кил тĕппипе кĕлленнĕ
1908Пушар тухса 30 кил çунса кайнă
1911Ялта 427 кил шутланнă
1912Чиркӳ çурчĕ çунса кайнă
1914Çĕнĕрен туса лартнă чиркӳ ĕçлеме пуçланă
1922Ялта комсомол ячейки йĕркеленнĕ
1927Вулав çурчĕ уçăлнă
1930Ял халăхĕн мăн пухăвĕнче "Енших" ятлă колхоз тума йышăннă
1930Колхоза "Красная Чувашия" ят панă
1933Колхоза пĕрремĕш трактор "Фродзон" илсе килнĕ
1934Колхоз пĕрремĕш автомобиль туяннă
1939Ялта пушар тухса 114 кил çунса кайнă
1955Колхозра кукурус акма пуçланă
1956Ялти килсене электричество кĕнĕ
1957Чиркĕве пăсса клуб тата ял канашĕпе колхоз правленийĕн çурчĕсене туса лартнă
1961Вăтам шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне хăпартнă, унта ачасене вĕрентме пуçланă
1967Канашран Енĕш Нăрваша автобус çӳреме пуçланă
1979Колхоз правленийĕ, ял канашĕ, почта уйрăмĕ, перекет касси çĕнĕ çурта куçнă
1981Тăрмăша тухакан çула асфальт сарнă
1983Ялта çĕнĕ культура çурчĕ туса хута янă
1987Ялта ача пахчи туса пĕтернĕ, ĕçе кĕртнĕ
1990Ялта историпе асăну музейĕ уçăлнă
1991Ялта çĕнĕ чиркӳ çурчĕн никĕсне хывнă
2000Яла çутçанталăк газне кĕртнĕ
2002Ялта тухтăр офисĕ ĕçлеме тытăннă

Статистика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
ÇулсемКил-çурт шучĕХалăх йышĕ
15653
171024
176399553
18581391152
18611135
18672251344
18702351157
1878551 арçын
18953221941
18973531918
19013532083
19074272188
19114272216
19244601836
19305102336
19404372329
19454701816
19505262187
19746132783
1991618
19986371767
19996421690
20006481723
20016521661
20026521668
20036521656
20046521631
20056561636
20101241[1].
Енĕш Нăрвашри вăтам шкул
Енĕш Нăрвашри вăтам шкул

1871 çулхи октябрь пуçламĕшĕнче Енĕш Нăрвашра Николай Максимович Богородицкий пуп тăрăшнипе чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă. Октябрĕн 12-мĕшĕнче пĕрмĕш уроксем пулаççĕ. Шкула 30 ар çын ача çӳреме пуçланă. Паллă пулăмсем

ÇулсемХронологи таблици
1871Енĕш Нăрваш чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă
1874Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕрентӳçĕ пулса М.Т.Тимофеев ĕçлеме тытăннă.
1879Енĕш Нăрваша пуçласа И.Я.Яковлев шкул çурчĕ тума çĕр уйăрса пама ыйтма килнĕ.
1882Енĕш Нăрвашра халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекен министерствăн вырăс мар халăхсен пĕр класлă учлищине уçнă.
1902Енĕш Нăрвашри пĕр класлă училищăна икĕ класлă учлиĕ шутне куçарнă.
1920Енĕш Нăрваш шкулĕ çумĕнче ликбез уçăлнă.
1932Енĕш Нăрвашри шкула "Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕ" ята панă.
1935Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнчен çичĕ çыл вĕренмелли шкул туса хунă.
1939Енĕш Нăрвашра вăтам пĕлӳ паракан шкул ĕçлеметытăннă.
1958Енĕш Нăрвашра икĕ хутлă кирпĕч шкул çурчĕ купалама тытăннă.
1961Шкулăн çĕнĕ çуртне хутя янă.
1971Енĕш Нăрваш шкулĕн 100 çулхи юбилейĕ. Шкула Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп Хучĕпе чысланă.
1975Икĕ хутлă шкул çурчĕ çумне кирпĕчрен тĕртсе спорт залĕ купаланă.
1990Шкул районта чи малтан "БК-0010-01" компьютер туяннă.
1991Ялти историпе асăну музейне "Халăх музейĕ" ята панă.
1991Енĕш Нăрваш шкулĕн 120 çулхи юбилей.
1996Енĕш Нăрваш шкулĕн 125 çулхи юбилей.
1996Енĕш Нăрваш шкулне Чăваш Республикин Хисеп Хучĕпе чыслани çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Хутай кăларнă.
1996Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Енĕш Нăрваш шкулĕнче пулнă, шкула Чăваш Республикин Хисеп Хучĕпе чысланă.
2002Шкул Интернет сеть системине кĕнĕ.
2002Кушкăри татат Нăрваш Салинчи кĕçĕн классене Енĕш Нăрваш шкулĕ çумне пĕрлештернĕ.
Енĕш Нăрвашри музей
Енĕш Нăрвашри музей

Ялти музея, "Историпе асăну музейĕ" ят парса, 1990 çулхи раштавăн 21-мĕшенче уçнă. Музей И.Я.Яковлев тăрăшнипе 1903 çулта туса лартнă шкул çурчĕнче вырнаçнă. Историпе асăну музеĕнче çакăн пек пӳлĕмсем ĕркеленĕ:

- этнографипе ял пурнăçĕ;
- шкул историйĕ;
- колхоз историйĕ;
- тăван çĕр-шыва хӳтелекенсен пӳлĕмĕ;
- И.Я.Яковлевăн асăну пӳлĕмĕ;
- ӳкерçĕсен пӳлĕмĕ;
- ӳкерчĕксемпе кӳлепӳсен пулĕмĕ;
- музей фончĕн управ пӳлĕмĕ.

1991 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне "Раççей Федерацийĕн халăх музейĕ" ята панă. Халĕ вăл "Енĕш Нăрваш историпе асăну халăх музейĕ" ятлă.

Музейра пурĕ 5316 экспонат. Вĕсен шучĕ кунсеренех хутшăнса пырать.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]