Ҫырла Уҫланки (Сарӑту облаҫӗ)

Сала
|
Ҫырла Уҫланки (ним. Beerenfeld, выр. Ягодная Поляна) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи сала, Ҫырла Уҫланки муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ.
1767 ҫулта Бееренфельд (ним. Beerenfeld) нимӗҫ колонийӗ пек никӗсленӗ. Совет вӑхӑтӗнче Атӑлҫи нимӗҫӗсен АССР-н Ҫырла Уҫланки кантонӗ йӗркеленӗ, сала унӑн центрӗ пулса тӑнӑ[2]. Анчах кантона хӑвӑрт пӑрахӑҫланӑ.
Пурӑнан халӑх — ↘954[1] (2010).
Тавралӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ҫырла Уҫланки хир-вӑрман тӑрӑхӗнче, Атӑл сӑртлӑхӗнче ларать. Сала балкӑри Сокурка юханшывӗн хӗрринче выртать. Унран ҫурҫӗрелле Лесничество вырӑнӗ пур, кӑнтӑралла Побочная Дача (ӗлӗкхи Побочное нимӗҫ ялӗ)[3]. Сарӑтуран автоҫулпа 67 ҫухрӑм кӑнтӑр-тухӑҫалла, Татищевӑран 48 ҫурхӑм ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ. Ҫырла Уҫланкипе юнашар ялсем: Озерки, Песчанка, Сокур.
Кунҫул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырӑн, ӑҫта Ҫырла Уҫланки сали никӗсленӗ, ҫакӑнпа ятпа пулса тӑнӑ мӗншӗн тесен унта тавра нумай хурӑн ҫырли ӳсет. Иккӗмӗш Екатеринӑн указӗпе, 1764 ҫултан пуҫласа ҫак ҫӗрсенче нимӗҫ колонисчӗсем пурӑнса каяҫҫӗ.
1767 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче официаллӑ никӗсленӗ. Гессентен тата Пфальцран пӗрремӗш 80 ҫемье пурӑнса кайнӑ[4]. 1871 ҫулччен Сарӑту кӗпӗрнин Сарӑту уесӗн Ҫырла Уҫланки колонист округӗн центрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫырла Уҫланки вулӑсӗн центрӗ.
1785 ҫулта лютеран прихучӗ уҫнӑ. 1857 ҫулта ҫӗр наделӗ — 7959 пилӗк, 1910 ҫулта — 8959 пилӗк. XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче ялта арман (1912 ҫултан), крахмал-патока савучӗ, ярмӑрккасем ирттернӗ, фельдшер-акушер вырӑнӗ, земство шкулӗ пулнӑ. 1909 ҫулта 198 ҫын Ҫӗпӗрӗн Степь крайне тухса кайнӑ[4]. 1926 ҫулта коопераци лавкки, пуҫламӑш шкулӗ, халӑх ҫурчӗ, ҫурт-вулавӑш, ликбез вырӑнӗ, ял канашӗ пулнӑ. 1930 ҫулта ремонт мастер-ҫурчӗ уҫнӑ[4]. Коллективизаци вӑхӑчӗнче кунта пӗрремӗш колхоз туса хунӑ, унтан икӗ колхоз ҫине пайланӑ — «Квелие» («Пӗчӗк ҫӑлкуҫ») тата Роза Люксембург ячӗллӗ[5]. 1928—1932 ҫулсенче Анат-Атӑл крайӗн Сарӑту округӗн Ҫырла Уҫланки кантонӗн центрӗ.
1932—1935 ҫулта Атӑлҫи Нимӗҫӗсен Автономиллӗ Совет Социализм Республикин Ҫырла Уҫланки кантонӗн центрӗ[6]. 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче кантона пӑрахӑҫланӑ та унӑн территорине Сарӑту облаҫӗн йышне кӗнӗ, тата 1941 ҫулччен ял малалла районсенче кӗнӗ — Вязовка районӗ, Пасарлӑ Карапулак районӗ, Ҫӗнӗ Пурас районӗ[5]. Унтан Татищево районӗ йышне кӗртнӗ.
1935 ҫултан Сарӑту крайӗн йышӗнче (1936 ҫултан — Сарӑту облаҫӗнче).
1941 ҫулта нимӗҫ халӑхӗ Казахстана депортациленӗ. Кивӗ нимӗҫсен ҫурчӗсенче вырӑссем, белоруссем, украинсем, поляксем пурӑнса кайнӑ. Ял халӑх йышӗ питӗ пӗчӗклетнӗ[5].
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Халӑх йышӗ[4]
1767 | 1773 | 1788 | 1798 | 1816 | 1834 | 1850 | 1854 | 1859 | 1883 | 1897 | 1905 | 1911 | 1926 | 1959[5] |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
269 | 402 | 592 | 1537 | 1596 | 2922 | 4505 | 4524 | 5520 | 6030 | 6459 | 9351 | 9095 | 6597 | 1355 |
Халăх йышĕ | |
---|---|
2002[7] | 2010[1] |
1011 | ↘954 |
Паллӑ вырӑнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гайер кил-йышӗн арманӗ[8].
Фотогалерей
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сала курӑмӗсем
-
Ял культура ҫурчӗ
-
Ача-пӑча сачӗ
-
Шкул
-
ТҪАВ ветеранӗсене палӑк
-
Аслӑ Василий чиркӗвӗ
- Салан тӗрлӗрен вырӑнӗсем
-
«Я люблю» (Эпӗ юрататӑп) стелли
-
Салана курӑм
-
«Ягоднополянское» ЧТП
-
Кӗлӗ ҫурчӗ
-
Пурӑнмалла мар ҫурт
Ҫакӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность и размещение населения Саратовской области. çăлкуçран архивланă 6 Утӑ уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2014.
- ^ Козинец С.Б. Сарӑту облаҫӗн топонимиллӗ сӑмахсарӗ. — Сарӑту: "Саратовский справочник", 2015. — ISBN 978-5-91879-282-7
- ^ M-38 карты Генштаба СССР. Волгоград, Саратов (выр.).
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Немцы России: населенные пункты и места поселения: энциклопедический словарь. — «ЭРН». — М.: 2006. — ISBN 5-93227-002-0
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Ягодная Поляна (Бееренфельд - Beerenfeld, Баум - Baum, Старый Колонок) (выр.).
- ^ Виктор Дизендорф, Александр Шпак Административно-территориальные преобразования в Немповолжье (выр.).
- ^ Коряков Ю. Б. Этно-языковой состав населённых пунктов России. — 2016.2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Мельница семьи Гайер (Ягодная Поляна)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Козинец С.Б. Сарӑту облаҫӗн топонимиллӗ сӑмахсарӗ. — Сарӑту: "Саратовский справочник", 2015. — ISBN 978-5-91879-282-7
Татищево районӗнчи пурӑнан вырӑнсем |
|||
---|---|---|---|
Агарёвка • Беседка • Бурловино • Вязовка • Гартовка • Глядковка • Губарёвка • Докторовка • Елшанка • Зеленкино • Идолга • Ильиновка • Каменский • Карамышка • Карякино • Козий Лоб • Кологривовка (сала) • Кологривовка (станци) • Кологривовка вӑрманлӑхӗ • Коминтерн • Константиновка • Корсаковка • Кривопавловка • Кувыка • Куликовка • Курдюм (сала) • Курдюм (станци) • Македоновка • Мӑн Ивановка • Мӑн Каменка • Мӑн Фёдоровка • Мизино-Лапшиновка • Нееловка • Никольский • Новополье • Новоскатовка • Октябрьский Городок • Первомайская • Петров • Полчаниновка • Поляков • Полянское • Садовый • Слепцовка • Сокур • Сторожёвка • Ҫӗнӗ Тёпловка • Çырла Уçланки • Тимирязевский • Труд • Федуловка • Хлебновка • Ченыкаевка • Шевырёвка • Широкое • Шлыковка |