Мальта (патшалăх)
Мальта — Вăтаçĕр тинĕсĕнче вырнаçнă патшалăх. Мальта Республикин шĕкĕр хули — Валлетта.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мальта архипелагĕ шутне Мальта, Гозо тата Комино утравсем татах та çын пурăнман Таса Павăл, Филфăл тата Коминото утравĕсем кĕреççĕ. Мальта вăрăммăшĕ– 27 çм, сарлакăшĕ - 15 çм (Мускав чукун çул диаметрĕнчен пĕчĕкрех). Гозо икĕ хут пĕчĕкрех, Комино - 2 çм тăршшĕ çеç. Мальта Европăран Азине тата Африкăна пыракан тинĕс çулĕсем çинче вырнаçнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалах утравпа финикиецсем хуçаланнă, кайран вара грексен аллине куçнă. Пирĕн эрăччен IV ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăри XIII ĕмĕрчен ăна е карфагенянсем, е римлянсем, е Византи, е арабсем, е норманнсем, е испанецсем тытса тăнă. 1530 çулта Карл V император Мальтăна иоаннитсен тĕнлĕ рыцарсен орденне парнеленĕ. Çакăнтанпа çĕр Мальта орденĕн ячĕпе палăрма тытăнать. 1798 çулта Мальтăна французсем туртса илнĕ. 1800 çулта — вăл акăлчансене лекнĕ, вĕсем вара кунта хăйсен колонине тата çар-тинĕс никĕсне тунă. 1921 çулта Мальтăна хăйне май патшалăх тытăмне панă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Мальта паттăррăн итали тата нимĕç авиацине хирĕç çăпăçнă. 1964 — Мальта Аслă Британирен ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕ; 1974 республика шутне кĕнĕ, анчах та 1979 çулчен, Мальтăра акăлчансен тинĕс-çар никĕсне хупиччен, патшалăх пуçлăхĕ малтанхи пекех Англи Майра патши шутланнă. 2004 çулта Мальта референдум ирттерсе (2003) Европа Пĕрлешĕвĕ шутне хутшăннă.