Контент патне куҫ

Çăваçсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
39-мĕш йĕрке: 39-мĕш йĕрке:


''"Экспедицисене тухса çÿресе çăваç пулса тăтăм",'' тет тата [[Дмитриев Иосиф Александрович|И.А.Дмитриев]] (Трер)<ref>[http://hypar.ru/cv/iosif-dmitriev-trer-syvlash-citmest-annecem-men-tavas Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР: «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?»] — 16, Февраль, 2016, Хыпар.</ref>
''"Экспедицисене тухса çÿресе çăваç пулса тăтăм",'' тет тата [[Дмитриев Иосиф Александрович|И.А.Дмитриев]] (Трер)<ref>[http://hypar.ru/cv/iosif-dmitriev-trer-syvlash-citmest-annecem-men-tavas Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР: «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?»] — 16, Февраль, 2016, Хыпар.</ref>

[[Çармăс чĕлхи|Çармăс чĕлхинче]] мăн кĕрĕве палăртакан кăсăклă [[сăмах]] пур: савуш, çäÿç, çавуç, сагуш “дружка, шафер, распорядитель в свадебном обряде” < чăв. *çавăç (Расянен). Çавна май Лингофорумри пĕр сайтçă çапла ыйтать<ref>Karakurt. [http://lingvoforum.net/index.php/topic,80604.msg2835632.html#msg2835632 Сайтри комментари.] (Таврари комментарисене пăхса илсен пăсмасть).</ref>: çăваç тата çавăç тенисем омонимлах илтĕннине кура [[чăваш чĕлхи|чăваш чĕлхинчен]] çавăç сăмах тухса ÿкмен-ши?

== "Çăваç" концепцине критиклеме хăтланни ==
== "Çăваç" концепцине критиклеме хăтланни ==
[[Димитриев Василий Димитриевич|В.Д.Димитриев]] мĕн каланине итлесе пăхар:
[[Димитриев Василий Димитриевич|В.Д.Димитриев]] мĕн каланине итлесе пăхар:

10:23, 7 Кӑрлач уйӑхӗн 2017 вӑхӑтри верси

Çăваçсем пурăннă тĕл-вырăн карттă çинче. Симĕс тĕспе паллă тунă. Ку çĕрсем 10-13-мĕш ĕмĕрсенче Атăлçи Пăлхар патшалахĕнче тăнă, 13-15-мĕш ĕмĕрсенче Улус Джучи (Ылттăн Урта) пайĕ шутланнă, 15-16-мĕш ĕмĕрсенче Хусан ханлăхне пăхăннă теме кирлĕ. Çăваçсем Сăрпа Сĕве хушшинче çеç мар, Хусан, Нухрат, Чепца, Шуратăл таврашĕнче те пулнă

ÇăваçсемВăтам ĕмĕрсенче Вăтам Атăл тăрăхĕнче пурăннă пуль тесе шутлакан гипотезăлла авалхи халăх е социум. Чăваш халăхĕн çав ятпа çÿренĕ тăрăмĕ (ку каллех гипотеза шайĕнче).Çавăнпа пĕрлех ку концепцие гипотеза шайĕнчен пĕтĕмĕшле йышăннă чăнлăх шайнелле хăпарать темешкĕн те май пур[1]. Çак сăмах ислам тĕнне куçмасăр авалхи йăласемпе пурнакан пăлхарсене пĕлтернĕ, бесерман текен ăнлава хирĕçле (оппозицире) тăнă.

Çăлкуçсенче асăнни

Çăлкуçсенче шăпах çак ятпа тата çак пĕлтерĕшпе ниçта та асăнман. Анчах та 1927-мĕш çулччен Çĕтĕк Çăваç ятлă ял пулнă[2]. Кунсăр пуçне Н.И.Ашмарин сăмахсарĕнче çу чăваш тата çу çармăс ăнлавсем пуррине асăнмалла[3]. Çав тĕлтех Çу çырма текен топонима та асăннă. Çăв чăваш форма та пулнă иккен[4]. Çакнашкал пĕлтерĕшлĕ "çу" сăмаха асăнни каярахри словарьсенче те пур[5]. Эппин, ку ăнлава пач çук тени те йăнăш пулнă пулĕччĕ. Пĕтĕм проблема та ку сăмах XIV тата XV ĕмĕрсенчи документсенче тупăнманни çеç. Анчах та, — ун вырăнне тенешкел, — "Çĕтĕк Çăваç" майлашупа корреляциленекен "худые болгары" тени пур[6]. Çармăс чĕлхинче "суас" сăмах пурри те никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Сăмах пулăвĕн никĕслевĕсем

"Тезаврус Лингве Чувашорум" словарьти "Çу" ("Çăв") сăмахăн малтанхи кăк пĕлтерĕшĕ глагол сĕмĕллĕ пулсан, унран аффикссем пулăшнипе иккĕмĕшле-виççĕмĕшле сăмахсем çуралма пултараççĕ: Çăв > Çăва > Çăваç. Танлаштарса пăхар: Пăр- "крутить, бурить" > Пăра "бур, буравчик" ; Çыр- "писать" > Çыра "плотницкий инструмент, приспособление для выполнения для оставления меток на дереве"; Вĕр- "дуть" > Вĕре "страстный". Ку тĕслĕхсенче аффикс майĕпе глаголтан япала ячĕ пулнă (субстантиваци пулăмĕ урлă теме май пур).

СССР Ăслав академийĕн пайташ-корреспонденчĕ Н.И.Ашмарин профессор, "чăваш" сăмахăн маларахри пулма пултарас формисем пирки шута кайса, çапла каланă:

<Куçару: Мĕнпурĕ пире ак мĕн патне илсе пырать: "чăваш" сăмаха ĕлĕк чăвашсем хальхинчен урăхларах, — черетлесе тухакан формăсенчен пĕринпе, — каланă: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас [çуаç, çуас, çăваç, çăвас]; асăннă хапасенчен тахашĕнчен ăна çармăссем хăйсен чувашизмсемпе пуян чĕлхине йышăннă.>

Кун пиркиех Ашмарин 1925-мĕш çулта М.П.Петров (Тинехпи) патне янă çырура та калать[8]. Çапла вара, паллă тĕпчевçĕ "çăваç" сăмаха, фонетикăлла тĕшмĕртÿ çинче никĕсленсе, тавçăрса илнĕ. Çавăн пекех вăл, авă, çармăссем хăйсен халĕ тутарсене палăртакан "суас" сăмахне те çак "çăваç" формăранах илнине те палăртать. Юлашки тезиса (çармăссен "суас" сăмахĕ "çаваç" формăран тухнă пирки) Н.И.Егоров профессор та çирĕплетет:

<Куçару: Мари чӗлхинчи суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) этноним — чӑваш чӗлхинчен илнӗскер. Ҫак мари этнонимӗн диалектла формисем куҫкӗрет унӑн кивӗ янравне кӑтартаҫҫӗ: ҫӑваҫ "язычник" — авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йагъычи «жертвоприноситель», йагъ- «приносить жертву». Ку сӑмаха авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йогъчи («участник поминального обряда, плакальщик», йогь «поминальный обряд») сӑмахпа пӑтраштарма кирлӗ мар, унтан чӑваш чӗлхинчи ҫӑва «могила» сӑмах пырать. Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче Вӑтам Атӑл тӑрӑхне этнос тата чӗлхе тӗлӗшӗнчен ула-чӑла халӑх килсе тулнӑ (монголсем, тӗрӗк-кыпчаксем, тӗрӗк-огузсем, иран чӗлхиллӗ перссем тата таджиксем, армянсем, славянсем, финн-угорсем ...), вӗсенчен ытларах пайӗ исламланнӑ. Вырӑнти яллӑ тӗлсенчи пӑлхар-чӑваш халӑхӗ, традицилле ыр-хаяр ӗненӗвӗсене тытса пыраканскер, хӑйне ҫӑваҫ тенӗ.>

Малалла вăл çапла калать:

<Куçару: çапла вара, 14-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурри тĕлне тĕн вырăнти пăлхар-чăвашсене тата килсе ернĕ Ылттăн Урта çыннисене уйăракан тĕп паллă пулса тăнă. Çак паллăпа килĕшÿллĕн вырăнти пăлхар-чăвашсене çăваç тенĕ те çармăссем çакна этноним пек йышăннă. Ылттăн Урта тымарĕллисем — бесермен (араб чĕлхинчи муслиман тенинчен). Чăваш этноним Хусан ханлахĕ вăхăтĕнче çирĕпленсе çитет.14-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Вăтам Атăлçие килнĕ кыпчаксем "çăваç" (чÿклевçĕ) термина каллех этноним пек йышăннă, вара кыпчак (тутар) фонетикин çеммипе "чăваш" теме пуçланă. Ĕнтĕ унтан чăвашсемпе ыттисем те çапла калама пуçланă.>

Икĕ ăславçă каланисече чăннипе пĕртен-пĕр уйрăмлăх çеç. Н.И. Егоров "çăваç"-ран "чăваш" пулса тăма кыпчаксен витĕмĕ кирлĕ пулнă тесе шутлать пулсан, Н.И.Ашмарин вара ку кирлех те пулман тет. Н.И.Егоров А.П.Хусанкайпа пĕрле мĕн каланипе паллашар тата:

<Куçару: Чăваш Енĕн çурçĕр енче, Атăл çумĕнче, Хусан таврашĕнче, Кама çумĕнче Атăлçи Пăлхар варринчен ирĕксĕр тарса килнисем çĕнĕ этноса — чăваш халăхне — консолидациленеççĕ. Пăлхар-чăваш чĕлхин тăвăмла шайĕсен материалла уйрăмлăхĕсем Ылттăн Урта тапхăрĕнче пăлхарсем, кыпчаксем тата ытти компонентсем пĕрлешнине, тĕн уйрăмлăхĕсем сыхланнине кăтартаççĕ (чăваш "чÿклевçĕ" тата бесермян "мăссăльман" этнонимсене танлаштарăр).>

"Çăваç" ыйтăвне малалла аталантаракансем хушшинче çавăн пекех — филологи ăславĕсен кандидачĕ В.Г.Родионов:

Пăлхарсен пĕр пайĕ Хусан еннелле, тепĕр пайĕ Сĕве тăрăх анаталла вăрмансене тарса хăтăлаççĕ. Çав тапхăртан пуçласа "пăлхар" сăмах ерипен манăçа тухать. Ислам тĕнне йышăннă пăлхарсем "пĕсĕрмен", йышăнманнисем "чăваш" ("çăваç") ятпа çÿреме пуçлаççĕ[12].

Вырăс çăлкуçĕсенче (çырсапыравĕсенче) "худые болгары" тата "бесерман" ăнлавсем пурри, Анчăккассин 1927-мĕш çулчченхи Çĕтĕк Çăваç ячĕ те сăмах пулăвĕн никĕслевĕсен шутнех кĕреççĕ.

"Сăваç" сăмах пирки пирĕн ытти саманаташсем мĕн шавлани пирки

Чăваш кинематографисчĕсен ертÿçи О.М.Цыпленков:

Истори ыйтăвĕсене çутатакан кĕнекесенче чăвашсем мĕнле пулса кайни пирки тĕрлĕрен вулама пулать. Эпир сăварсен‚ пăлхарсен‚ гунсен йăхĕсем. Мĕншĕн юлашки 300-400 çул çеç чăваш тенине тĕл пулатпăр? Хуравĕ‚ ман шутпа‚ çакăнта: чăваш тени хăй вăхăтĕнче халăх ячĕ пулман. Вăл – халăхăн тĕн палли. Авалхи асаттемĕрсен пĕр пайĕ ислам тĕнне йышăнсан йăла-йĕркесем те улшăннă. Вĕсене ĕлĕкхи пек çăвана пытарма пултарайман. Çапла мусульман халăхĕн йĕркипе масарсем йĕркеленнĕ. Ĕлĕкхи тĕнпех пурăнакансене çăваçсем теме пуçланă. Кайран чăвашсем пулса кайнă. Çапла тĕн палли халăх ячĕ пулса тăнă[13].

Ултияр (Олег Михайлович) каланинче пĕр саманта асăрхас пулать. Мĕншĕн тесен (Н.И.Егоров сăмахĕсене аса илĕр) "çăваç" тенине, тулаш енчен пĕр пек пулсан та, чăннипе "çăва" сăмахпах çыхăннă тесе çирĕплетмех май çук. "Çăва" тата "çăваç" авлхи тĕрĕк чĕлхинчи тĕрлĕ тымарсенчен йĕрленсе пыма пултараççĕ.

"Экспедицисене тухса çÿресе çăваç пулса тăтăм", тет тата И.А.Дмитриев (Трер)[14]

Çармăс чĕлхинче мăн кĕрĕве палăртакан кăсăклă сăмах пур: савуш, çäÿç, çавуç, сагуш “дружка, шафер, распорядитель в свадебном обряде” < чăв. *çавăç (Расянен). Çавна май Лингофорумри пĕр сайтçă çапла ыйтать[15]: çăваç тата çавăç тенисем омонимлах илтĕннине кура чăваш чĕлхинчен çавăç сăмах тухса ÿкмен-ши?

"Çăваç" концепцине критиклеме хăтланни

В.Д.Димитриев мĕн каланине итлесе пăхар:

<Куçару: Ĕнтĕ каплă пулса тăнă чăваш филологĕсем те чăваш сăмах унпа пĕр янравлă тата чÿклевçĕне имĕш пĕлтерекен çăва "могила" сăмахран тухнă теме пуçларĕç.>

Кунта нихăш филолога та ятран асăнман. Енчен те филологи ăславĕсен докторне Н.И.Егорова илес пулсан, вăл, куртăмăр ĕнтĕ, "çăва" тата "çăваç" сăмахсене тÿррĕн çыхăнтармасть — хăяккăн çеç. "Çăва" сăмах хăй тĕллĕн чÿклевçĕне пĕлтерме пултараймасть, — вăл аффикс хушăнсан çеç çав пĕлтерĕше йышăнать.

Кăштах "альтернативлă" текен версисем пирки

Чăннипе каласан альтернативлă текен версисем валли вырăн сахаллансах пырать. Мĕншĕн тесен чараксем пур. Калăпăр, унашкал версисем çармăс чĕлхинче "суас" сăмах тата унăн фонетикăлла варианчĕсем пуррине, ытти факторсене шута илмешкĕн тивĕç. "Çăваç" концепцийĕ авалхи тĕрĕк чĕлхинчи йагъ- "чÿклес" тымартан шăтса тухать терĕмĕр. Çавна май халлĕхе асăннă тымарпа çывăх, анчах çапах та кăшт урăхларах тымарсемпе çыхăннă версисене (Г.В.Юсупов[18], М.Р.Федотов[19], М.Фасмер[20] каланисене) асра тытма пулать. Анчах вĕсенче те темĕн чухлĕ кăлтăк пур.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • В.Г.Родионов. Чăвашсен вăтам ĕмĕрсенчи культури.// В.Г.Родионов.Чăваш литературию XVIII-XIX ĕмĕрсем. Чăв.кĕнеке кăларавăшĕ, Шупашкар, 2006. — С.7-51.

Асăрхавсем

  1. ^ Предпосылки мирного, по челобитью, присоединения Чувашии к Российскому государству. — Чувашская республика. Официальный портал органов власти.
  2. ^ Игнатьева О.Е., Трифонова З.А. АНЧИККАСЫ, Анчăккасси (Çĕтĕк Çăваç, 1927). Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  3. ^ Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. : В 17 т. Т. 11—12 / Н. И. Ашмарин. — Чебоксары: Чувашское государственное издательство, 1936. — С. 200
  4. ^ Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. : В 17 т. Т. 11—12 / Н. И. Ашмарин. — Чебоксары: Чувашское государственное издательство, 1936. — С.313
  5. ^ Чувашско-русский словарь: Ок. 40 000 слов / Андреев И. А., Горшков А. Е., Иванов А. И. и др.; Под ред. М. И. Скворцова. — 2-е изд., стереотип. — М.: Рус. яз., 1985. — 712 с., ил
  6. ^ История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.
  7. ^ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Казань, 1902. — С. 45
  8. ^ Петров М. П. О происхождении чуваш. — Чебоксары: Чуваш. гос. изд-во, 1925. 62 с. — 57 с. (Приложение 2).
  9. ^ Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 136.
  10. ^ Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 137.
  11. ^ Егоров Н.И., Хузангай А.П. БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК. — Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  12. ^ Революцичченхи чăваш литератури. (XX ĕмĕрччен). Шупашкар, 1989. — 25 С.
  13. ^ Цыпленков О.М. «Аслă Пăлхар çĕрĕпе çÿресчĕ!» — Интервью. Т. НИКИТИНА калаçнă. Урал сасси. — 2010 ç. — Утă, 22
  14. ^ Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР: «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?» — 16, Февраль, 2016, Хыпар.
  15. ^ Karakurt. Сайтри комментари. (Таврари комментарисене пăхса илсен пăсмасть).
  16. ^ Димитриев В.Д. Фальсификация истории [Электронный ресурс]. URL: http://chuvbolga-ri.ru/index.php/template/kultura-chuvashii/217-falsifikatsiya-istorii.
  17. ^ Салмин А. К. История чувашей в их этнонимах. // Вестник Чувашского университета. — 2014. — Вып. 4. — С. 71—85. (Усă курнă литература йышĕнче 19-мĕш номерлине пăхмалла).
  18. ^ Г. В. Юсупов. Булгаро-татарская эпиграфика и топонимика как источник исследования этногенеза казанских татар. - Вопросы этногенеза Среднего Поволжья, Казань 1971, стр. 220-221
  19. ^ Федотов М.Р. Этимологический словарь чувашского языка (Ч)
  20. ^ Фасмер М. Этимологический словарь русского языка. В 4 т. Т. 4 (Т—ящур) / Пер. с нем. и доп. О. Н. Трубачева. — 2-е изд., стер. — М.: Прогресс, 1987. — С. 376.

Каçăсем