Кивĕ Пăрăнтăк
Курӑнакан калӑплав
|
Кивĕ Пăрăнтăк (тут. Иске Борындык, выр. Старые Бурундуки) — Тутарстанăн Пăва районĕнчи ял. Сĕве хĕрринче вырнаçнă. Ялта шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ, çупа сыр савучĕ пур. Чăваш Саркамашĕ Пăваран 30 çухрăмран вырнаçнă. Яла газпа водопровод кĕртнĕ. Чăваш Саркамăш ялĕпе çума-çумăн ларать. Çавна май кунта черетлесе тухнă объектсене икĕ ял пĕрле "пайлаççĕ" теме пулать [1].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вулăс кантурĕ, чиркӳ, пасар, лавка, шкул, Сĕве çинче М.Сергеев купсан пысăк шыв арманĕ пулнă. Истяковăн кирпĕч завочĕ пулнă. Колхозăн Килсе юханшывĕ çинче кирпеч завочĕ пулнă.
Хальхи вăхăтра ялта пурнакансенчен 52% — чăвашсем, 43% — вырăссем. Мĕнпурĕ 127 çын (2002).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Акивер, Х. Пăвапа Элшел хутлăхĕ / Х. Акивер // Тăван Атăл. – 1973. – № 12. – С. 27–37
- Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. – Шупашкар, 1972. (Çавах 2002-мĕш çулта тепĕр кăларăмпа тухнă: Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял : этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / Г. Т. Тимофеев ; [Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. - 1-мӗш кӑларӑма А. В. Васильев (Васан) пухса хатӗрленӗ, 2-мӗш кӑларӑма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье).)
- Дворов, Николай. Тăхăрьял юрри. Сăвă.
- Элли Илле. Тăхăрьялта миçе ял? // Хыпар (хаçат), 61№, 2011, ака, 7.
- Чепунов, Р.Т. Г.Тимофеевăн «Тăхăръял» алçырăвĕ çинчен / Р. Чепунов // Тăван Атăл. – 1961. – № 1. – С.89–92.
- Ухли В. В окрестностях Тыхыръяла / / Знамя. Буинск, Татария. 1964. — 24 янв.; Ялав. — 1976. — Мартан 16-мёшё.
- Ашкеров, Валерий. Тăхăрьял мухтавĕ (легенда). Сăвă.
- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кивĕ Пăрăнтăк историйĕ (вырăсла) 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ..
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |