Республика кунĕ
Курӑнакан калӑплав
«Республика кунĕ» — хăш патшалăхсенче наци уявĕ, патшалăх республика туса хунине пĕлтернĕ, е çĕр-шывăн конституцине — республикăн чи кирлĕ атрибучĕ — йышăннă кун.
Тăтăшах «Республика кунĕ» республикăн тĕп уявĕсенчен пĕри пулать. Уяв кунĕнче митингсем, демонстрацисем, уçăлу çӳревĕсем, концертсем, çар парачĕсем, авишоу, фейерверксем тата салютсем иртеççĕ.
Республика кунĕсем тĕрлĕ çĕр-шывсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялав | Республика ячĕ | Уяв вăхăчĕ | Уява, унăн кун-çулне кĕскен ăнлантарни |
---|---|---|---|
Сербсен Республики | кăрлач, 9 | «Сербсен Республикин кунне» Босни тата Герцеговина парламенчĕн «Республики Боснипе Герцеговинăри тата из Босни Краинипе тухăç Боснири серб халăхĕн» босни сербĕсен депутачĕсем 1992 çулта уяв тăвассине пĕлтернĕ. | |
Албани | кăрлач, 11 | «Албан Республики кунĕ» патшалăхăн наци тĕп уявĕсенчен пĕри. Ăна анлăн 1946 çултанпа,фашистсен режимне коммунистсен режимĕ улăштарса Албан Халăхя республикине» туса хунă хыççăн ирттереççĕ[1]. | |
Инди | кăрлач, 26 | «Инди Республикин кунне» 1950 çулта çирĕплетнĕ[2]. | |
Венгри | нарăс, 1 | «Венгри Республикин кунне» 1947 çултанпа, Парисри лăпкăлăх килĕшĕвĕпе çĕнĕ патшалăха унăн хальхи чиккисенче йышăннă хыççăн, уявлаççĕ[3]. | |
Пакистан | пуш, 23 | «Пакистан Ислам Республикин кунĕ» Лахор резолюцине 1940 çулта йышăннă хыççăн уяв йĕркине кĕрет[4]. | |
Непал | çу, 28 | Çак кун, 2008 çулта (выр.вăх. 23:26) Непалăн Йĕркелев Пухăвĕ 560 майлă сасăпа, 4 хирĕçле сасăпа (монархи Раштрия Праджантра Партийĕн пайташĕсем) Непал патшалăхне Демократиллĕ Федераци Республики ятне куçарать. Непал парламент республики пулса тăрать, çĕр-шыври ĕçтăвакан влаçа премьер-министр тытса пырать. | |
КАР | çу, 31 | «КАР кунне» Аслă Британирен в 1910 çулта ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕренпе уявлаççĕ. Çав кун, 1961 çулта Кăнтăр Африка республикин патшалăх президенчĕн ĕç вырăнне туса хунă. | |
Итали | çĕртме, 2 | «Итали Республикин кунĕ» (Festa della Repubblica italiana)- патшалăх уявĕ, Итали президенчĕн 2000 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕнчи хутайĕпе. 1946 çулхи çĕртмен 2-мĕшĕнчи патшалăх референдумĕпе (ун чухне пурăнан халăх республика ĕлкине кăмăлланă пирки палăртнă) çыхăнтарнă[5]. | |
Исланди | çĕртме, 17 | «Исланди Республикин кунне» (тепĕрле «Исланди Республикине пĕлтернĕ кунне», «Наци кунне» (National Day) Исланди ирĕклĕхĕшĕн пынă кĕрешĕве чылай ӳсĕм кӳнĕ наци паттăрĕ Йоун Сигурдссон çуралнă кун палăртаççĕ[6]. | |
Тунис | утă, 25 | «Тунис Республикин кунĕ» приурочен к дню свержению монархического правления бея Мухаммада VIII аль-Амина и образованию Республики в 1957 году[7]. | |
Шаблон:КХР | Китай Халăх Республики | юпа, 1 | «Китай Халăх Республикине йĕркеленĕ куна» пиллĕк кун хушши уявлаççĕ. Çак кунсем Китайра кануллă шутланаççĕ. Шĕкĕр хулан тĕп урамĕсемпе лапамĕсене чĕрĕ чечексен пысăк композицийесемпе капăрлатаççĕ. КХР тĕнче картти çинче 1949 çулта çуралать.»[8][9]. |
Португали | юпа, 5 | «Португали Республикин кунне» 1910 çулта монархине сирпĕтсе антарнă хыççăн уявлаççĕ[10]. | |
Турци | юпа, 29 | Çак кун, 1923 çулта патшалăх Конституцине тӳрлетсе республика шайне куçнă. Çакăн хыççăн Осман империйĕ пĕтĕмпех арканса каять. Турцире «Республика кунĕнче» капăр шоу тăваççĕ, тӳпере фейерверк çиçет, салют переççĕ,вăрçă парачĕсене ирттереççĕ, граждансем урамсенче уçăлса савăнса çӳреççĕ[11]. | |
Бразили | чӳк, 15 | Çак кун 1889 çулта императора сирпĕтсе антарнă та республикăна — Бразилири Пĕрлешĕннĕ Штатсем — йĕркеленĕ. Халĕ кашни çул бразильянсен «Бразили Республикин кунĕ» кану кунĕ тата Республикăн тĕп уявĕсенчен пĕри шутланать. | |
Югослави | чӳк, 29 | «Демократиллĕ Югослави Федерацийĕ» çак кун 1945 çулта хăйĕн ятне «Федерациллĕ Халăх Республики Югослави» çине улăштарать. Парламент патшалăхăн çĕнĕ конституцине çырма пуçлать. «Югослави Республикин кунне» балканра 1945-1990 çулсенче, СФРЮ арканичченех ирттернĕ [12]. | |
|
Буркина Фасо | раштав, 11 | «Буркина Фасо Республикин кунĕ» (урăхла: «Наци Кунĕ») – наци уявĕ, Франци Пĕрлĕлĕхĕн йышĕнче Тури Вольта Автономи Республикине 1958 çулта туса хунă ятпа уявлаççĕ. |
Мальта | раштав, 13 | 1964 çулта Мальта де-факто Аслă Британирен ирĕклĕх çĕнтерсе илет, тепĕр 10 çул иртсен, раштавăн 13-мĕшĕнче Мальта Республикине туса хураççĕ. Çапах та анкăлсен юлашки вăрçă базине 5 çул иртсен кăна хупнă спустя[13]. | |
|
Нигер | раштав, 18 | Нигер республикин кунĕ çĕр-шыва Франци колонин тытăмлăхĕнчен 1958 çулта ирĕке тухнă кунпа çыхăннă[14]. |
|
Мадагаскар | раштав, 30 | Пиллĕккĕмĕш франци республикин конституцийĕпе татăçуллă 1958 çулта патшалăх хăй тытăмлăх правине пурнăçа кĕртсе Малагаси Республикине туса хурать. 1960 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕнче Мадагаскар пĕтĕмĕшле ирĕклĕхе туянать. Çапах та «Демократи Республики Мадагаскар» тĕнче картти çине 1975 çулта кăна тухать.[15]. |
Советсем хыççăнхи территоринчи Республика кунĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялав | Республика | Уяв вахăчĕ | Уява, унăн кун-çулне кĕскен ăнлантарни |
---|---|---|---|
Украина, Крым | кăрлач, 20 | Пĕтĕм Крымра ирттернĕ референдум кунĕнче уявлаççĕ, ун чухне Крым çурутравĕнче пурăнан халăхăн ытларахăшĕ СССР йышĕнче Крым автономине çĕнĕрен йĕркелес тесе сасăланă [16]. | |
Азербайджан | çу, 28 | «Азербайджан Республикин кунне» (иккĕмĕш ячĕ:Азербайджан патшалăхĕн чĕрĕлӳ кунĕ) 1918 çултанпа палăртаççĕ, ун чухне Азербайджан Демократи Республикине йĕркеленĕ[17]. | |
Эрмени | çу, 28 | «Эрмени Республикин кунне» 1918 çултанпа ирттереççĕ, ăна патшалăха османсемпе перссен нумай ĕмĕрсенчи пусмăрлăхĕнче тухнипе çыхăнтараççĕ[18]. | |
Беларуç | утă, 3 | «Беларуç Республикин кунне» çаплах ТÇАВ вăхăтĕнче нимĕç оккупанчĕсенчен «Беларуçе ирĕке кăларнă кун» (çак кун Хĕрлĕ Çар вермахта Минскран çапса кăларать). Çак куна уявлассине кĕркунне иртнĕ 1996 çулти референдумра йышăннă. Çаплах çак уява «Ирĕклĕх кунĕ» теççĕ[19]. | |
Молдави | çурла, 27 | Молдова Республикин парламенчĕ çак кун Ирĕклĕх декларацине йышăнать. Çапла, Республика кунĕ Ирĕклĕх кунĕпе пĕр тан пулаать, официаллă «Молдова Республикин ирĕклĕх кунĕ» теççĕ[20]. | |
Казахстан | юпа, 25 | «Казахстан Республикин кунне» 1990 çулта Казах ССР патшалăх суверенитечĕн декларацине йышăннă кун уявлаççĕ. Казахстанăн ирĕклĕх кунĕпе танлаштарсан, кану кунĕ шутланмасть[21]. |
Раççей Федерацинчи Республика кунĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Республика кунĕ — РФ республикисен тĕп уявĕ, йĕркеленнĕ кун е республика конституцине йышăннă кун уявлаççĕ.
Ялав | Республика | Уяв вăхăчĕ | Уява, унăн кун-çулне кĕскен ăнлантарни |
---|---|---|---|
Дагестан | кăрлач, 20 | ВЦИК декречĕ тухнă кун уявлаççĕ, ун чухне саккунлă Дагестан Совет Социаллă Республикине РСФСР йышĕнче никĕсленĕ[22]. | |
Республика Саха (Якути) | ака, 27 | Совет влаçĕ тапхăрĕнче Якути Республика пулас ене пĕрремĕш утăм тăвать. 1922 çулхи акан 27-мĕшĕнче составе РСФСР йышĕнчи «Якут Автономи Совет Социаллă Республикине (ЯАССР)» туса хунă. 1990 çулхи авăнăн 27-мĕшĕнче, халăх кăмăлланипе, Патшалăх суверенитечĕн декларацине пĕлтернĕ, 1991 çулта президент ĕç вырăнне туса хунă. Ун чухнех республикăн ятне хальхи «Саха (Якути) Республики» ята куçарнă. | |
Ингушети | çĕртме, 4 | 1992 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Раççейĕн Аслă Канашĕ РФ йышĕнче Ингуш Республикине туса хурас саккуна йышăннă. Унчен Ингушети Чечен-Ингуш АССР йышĕнче, тĕп хула Грозный, шутланнă. | |
Карел Республики | çĕртме, 8 | 1920 çулхи çĕртмен 8-мĕшĕнче, мĕнпур йĕркеленӳсем администраци-территориллĕ пулнă. Çак кун, Пĕтĕм Раççейри Тĕп Ĕçтăвакан Комитечĕн йышăнăвĕпе Республикăри патшалăх никĕсне хунă: «Образовать в населенных карелами местностях Олонецкой и Архангельской губерний в порядке ст.11 Конституции РСФСР областное объединение - Карельскую Трудовую Коммуну»[23]. | |
Чăваш Ен | çĕртме, 24 | Çак кун Чăваш Ен хăйĕн тĕп наци уявне — «Республика кунне» — ирттерет. Ăна 1995 çулта Чăваш автономи облаçĕ 75 çул тултарнă ятпа йышăннă. 2000 çулхи çăвăн 4-мĕшĕнче Республика президенчĕ «Республика кунĕ» патшалăх уявĕ пулать саккун çине алă пусать[24]. | |
Алтай | утă, 3 | 1991 çулхи çак кун Туçи-Алтай республикин кунĕ шутланать. Кунчен, ирĕк кăмăлпа Раççей империн йышне кĕрсе ăна «Ойрот автономи облаçĕ» тата «Туçи-Алтай автономи облаçĕ» тенĕ. 1992 çулхи çу уйăхĕнче РФ картти çинче «Алтай Республики» йеркелӳ çуралать[25]. | |
Хакаси | утă, 3 | «Хакас Республикин кунĕ» («Хакас Чирi») Республикăн тĕп уявĕсенчен пĕри. Хакас автономи облаçне 1930 çулта туса хунă; 1990 çулта ăна Хакас АССРне, 1991 çулта — Хакас ССРне куçарнă. 1992 çулта Хакас ССР Красноярск Енĕнчен тухать, хальхи ятне илет[26]. | |
Тыва | çурла, 15 | 1921 çулхи çурлан 13-16-мĕшĕсенче Суг-Бажы яленче Пĕтĕм Тува йĕркелĕв хуралĕ иртнĕ, ун ĕçне Тувари мĕнпур кожуун элчи, çаплах Совет Раççейĕн делегацийĕ те, хутшăннă. Хурал пĕрремĕш кунĕнчех резолюцие йышăнать: « Тану-Тува Халăх Республики ирĕклĕ шутланать, ирĕклĕ халăх патшалăхĕн шалти ĕçĕсенче никама та пăхăнмасть, тĕнчери хутшăнусене Тану-Тува Республики Раççей Социаллă Федерациллĕ Совет Республикин хӳттипе туса пырать.» Çурлан 14-мĕшĕнче Тану-Тува Республикин ирĕклĕхне пĕлтернĕ. Влаç органĕсеене туса хунă, Конституцие йышăннă. Çак пулăмсене «Республика кунĕнче» аса илеççĕ. Кайран, «пĕтĕм халăхсен çулпуçĕ» СССРта тувинсене лайăхрах пулать тенĕ. | |
Коми Республики | çурла, 22 | Республика патнелле Коми 1921 çулхи çурлан 22-мĕшĕнче сулăнать, ун чухне СССР-та Коми (Зырян) автономи облаçне туса хунă. 1936 раштавăн 5-мĕшĕнче РСФСР йышĕнчи автономи республикине — Коми АССРне — куçарнă;
1990 çулхи чӳкĕн 23-мĕшĕнче ăна Коми ССР-не куçарнă; 1992 çулхи çăвăн 26-мĕшĕнче Раççей йышĕнчи Коми Республикине туса хунă | |
Тутарстан | çурла, 30 | «Тутарстан Республикин кунĕ» республикара Тутарстан Республикин 1991 çулхи çурлан 29-мĕшĕнчи саккунĕпе уяв, кану кунĕ шутланать[27]. | |
Чечня | авăн, 6 | «Чечен республикин кунне» республика президенчĕ Ахмат Кадыров 2002 çулта çирĕплетнĕ. Малтан авăнăн 6-мĕшĕ "Ичкерин ирĕклĕх кунĕ" шутланнă[28]. Второе название праздника: «День гражданского согласия и единения»[29]. | |
Адыгей | юпа, 5 | Адыгей Раççей Федерацинчи çамрăк республика. Ăна 1991 çулта туса хунă. Мухтавлă уява республикăн тĕп хулинче Майкопра иртереççĕ[30]. | |
Пушкăртстан | юпа, 11 | «Пушкăртстан Республикин кунне» («Пушкăртстан Республикин суверенитечĕн кунĕ») республикан Асла Канашĕ патшалăх суверенитечĕн Декларацине пĕлтернĕ кун палăртаççĕ. Малашне Пушкăртстан тулли ирĕклĕхе çĕнтерсе илес çул çине тăрать. Анчах та Республика влаçĕсемпе федерации центрĕ компромиса тупса, «О разграничении предметов ведения и взаимном делегировании полномочий между органами государственной власти Российской Федерации и органами государственной власти Республики Башкортостан» килĕшӳ сине алă пусаççĕ. Çакăн хыççăн Республика, 2000 çулта РФ шалти Республики статусĕпе çураçса, унчен йышăннă конституцине тӳрлетӳ кĕртет[31]. | |
Çурçĕр Осети — Алани | юпан 3-мĕш вырсарникунĕ | «Çурçĕр Осети – Алани Республикин кунне» Республика президенчĕн Ахсарбек Галазовăн хутайĕпе, ÇО Раççее кĕни 220 çул тултарнипе йышăннă. Уява кашни çул палăртаççĕ, 1995 çултанпа юпа уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникун[32]. | |
Мари Эл | чӳк, 4 | 1920 çулхи чӳкĕн 4-мĕшĕнче, Мари Эл хăйĕн патшалăхĕн çулĕ çине пусать, ун чухне Мари автономи облаçĕ йĕркеленет. 1920-мĕш сулсенче годы, ытти наци республикисенчи пекех, наци культури хăвăрт аталанма тытăнать. 1990 çулхи юпан 22-мĕшĕнче облаç соцреспублика — МССР — пулса тăрать. 1992 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче республика хальхи ята йышăнать. |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ День Республики Албания — 11 января. История и особенности праздника в проекте праздники 2010 год
- ^ Праздники в Индии — WEB-ATLAS.RU
- ^ Венгрия: полезная информация для туристов. Отдых в Венгрии
- ^ en:Republic Day (Pakistan)
- ^ День провозглашения Республики Италия — 2 июня. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ День провозглашения Республики Исландия — 17 июня. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ День Республики в Тунисе — 25 июля. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ День образования Китайской Народной Республики — 1 октября. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ 1 октября — День провозглашения Китайской Народной Республики: ПРАЗДНИК.BY 2009 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ День Республики Португалии — 5 октября. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ Военный парад в День республики Турции (Интернет-журнал ETODAY) 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ День республики — 29 ноября. История и особенности праздника в проекте праздники 2010 год
- ^ История Мальты
- ^ Нигер — одна из самых закрытых стран Африки 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ История Мадагаскара
- ^ День автономной республики Крым — 20 января. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ День Республики в Азербайджане — 28 мая. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ День первой Республики в Армении — 28 мая. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ http://www.belta.by/ru/info?id=210497(ĕçлемен каçă)
- ^ День независимости Республики Молдовы — 27 августа. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010
- ^ 25 октября — День республики Казахстан: ПРАЗДНИК.BY 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Образование Республики Дагестан
- ^ О Дне Республики Карелия
- ^ Чувашия празднует День республики — Новости России — ИА REGNUM(ĕçлемен каçă)
- ^ Сегодня — день образования Республики Алтай. :: ИА АМИТЕЛ 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Хакассия
- ^ 30 августа — День Республики Татарстан
- ^ 6 сентября в Чечне объявлен Днем Республики. NEWSru (4 сентября 2002). Тĕрĕсленĕ 13 Ҫурла уйӑхӗн 2010.
- ^ День Республики (День гражданского согласия и единения) 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Адыгея отметила День республики(ĕçлемен каçă)
- ^ 11 октября — День суверенитета Республики Башкортостан: ПРАЗДНИК.BY 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 16 октября. РИА Новости (16 октября 2005). Тĕрĕсленĕ 13 Ҫурла уйӑхӗн 2010.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Республика кунĕ Викиампарта? |